КХК

Эрĕнпурта - «Мунча кунĕ»

Çĕртме уйăхĕн 10-16-мĕшĕсенче Эрĕнпурта Атăлçи театрĕсен пĕрремĕш фестивалĕ иртĕ. Ăна Эрĕнпур кĕпĕрнине йĕркеленĕренпе 270 çул тата облаçе туса хунăранпа 80 çул çитнине халалланă.

Фестивале Эрĕнпур, Чĕмпĕр, Самар, Сарă ту, Чул хула, Саранск, Пенза, Ĕпхÿ, Хусан, Йошкар-Ола, Кудымкар, çавăн пекех К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш академи драма театрĕсем хутшăнĕç. Пирĕннисем çĕртме уйăхĕн 11-мĕшĕнче Эрĕнпур музыка камичĕн театрĕн сцени çине Арсений Тарасов пьесипе лартнă «Мунча кунĕ» спектакльпе тухĕç.

Çак пулăм театршăн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Профессионал критиксен, ĕçтешĕсен шухăшне пĕлме пулăшĕ, çыхăнусем йĕркелеме май парĕ.

Фестиваль хăни - Александр Калягин ертсе пыракан Мускав театрĕ. Вăл хăйĕн репертуарĕнчи темиçе ĕçпе паллаштарĕ.

Н.СМИРНОВА.

 

«Çар çыннисен спорчĕ - 2014»

Çак ятпа Сĕнтĕрвăрринче вăрçă инваличĕсемпе ветеранĕсен тата вĕсен çемйисен республика спартакиади иртнĕ.

Аслă Çĕнтерĕве тата Совет Çарĕн чаçĕсене Афганистанран илсе тухнăранпа 25 çул çитнине халалланă ăмăртăва 150 ветеранпа вĕсен тăванĕсем хутшăннă. Паттăр салтаксемпе çемье командисем спортăн тĕрлĕ енĕпе тупăшнă. Мини-футбол турнирĕнче Канаш хулин спортсменĕсем Шупашкарти агрегат завочĕн ĕçченĕсене парăнтарса тĕп парнене çĕнсе илнĕ, вĕрен туртас енĕпе вара Шупашкар командине никам та çитеймен. Чи пултаруллă шашист ятне Сĕнтĕрвăрринчи Алексей Майоров тивĕçнĕ, Чăваш Ен тĕп хулинчи Александр Альцевпа Çĕрпÿри Юрий Марков пьедесталăн иккĕмĕшпе виççĕмĕш картлашки çине хăпарнă. Ишевçĕсен турнирĕнче Кÿкеç тăрăхĕнчи Геннадий Зубков çĕнтернĕ, нардла вылякансен ушкăнĕнче агрегат заводĕнчи Андрей Ильин мала тухнă. Ытти турнирта та сусăррисемпе ветерансем хастарлăхпа палăрнă.

А.МИХАЙЛОВ.

 

Кĕскĕ - хĕрарăм управçи

Чăваш наци музейĕн курав центрĕнче «Тĕрлĕ эрешлĕ кĕскĕ» курав уçăлнă. Ăна музейĕн этнографи секторĕн ăслăлăх ĕçченĕ Наталия Захарова йĕркеленĕ.

Курав пĕлтерĕшĕ тата акă хăш енĕпе пархатарлă: музей ĕçченĕ фондра упранакан коллекцисене ?18-20-мĕш ĕмĕрсем% çĕнĕ пурнăç парнеленĕ. Паянхи материалсемпе ?вискоза, пурçăн, тĕрлемелли пир% усă курса мăн асаннесемпе кукамайсем пурнăçланă эрешсене тата витĕмлĕрех туса кăларнă.

Хальхи çамрăксем кĕскĕ мĕн иккене, тен, пĕлмеççĕ те пулĕ. Палăртса хăварар: вăл - хĕрарăм кĕпи çинчи кăкăр умне икĕ енчен вырнаçтарнă пĕр пек эреш. Унăн пĕлтерĕшĕ пысăк: кĕскĕ хĕвелпе, çутăпа, пурнăçпа çыхăннă. Вăл тĕнчене малалла тăсакана сыхлать тенĕ.

Н.ГЕОРГИЕВА.

 

Сана ÿкереççĕ!

«Хыпар» вулакансем, уйрăмах водительсем автотранспортăн çул çÿрев йĕркине пăсакансене хуласенче çеç мар, райцентрсенче те фото тата видео аппаратпа усă курса тăрă шыв çине кăларнине лайăх пĕлеççĕ.

Республикăн Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх - çу уйăхĕн 15-22-мĕшĕсенче кăна картаран тухакан водительсем административлă право йĕркине 9052 хутчен пăснă. Вĕсем пирки кăларнă йышăнусен 92,6: хăвăртлăха ÿстернипе, 7,4: çуран çÿрекенсем çул урлă каçмалли лаптăкра тата çул юппинче йĕркене пăхăнманнипе çыхăннă. Çакăншăн 500-5000 тенкĕлĕх штрафлаççĕ.

Çул çÿрев хăрушсăрлăхне тивĕçтерес тата видеоÿкерÿ тытăмне йĕркелес тĕлĕшпе ĕçлекен хысна учрежденийĕн директорĕ Владимир Баженов пĕлтернĕ тăрăх - хăвăртлăха палăртнинчен ытларах ÿстернĕшĕн çак дирекци пулăшнипе кăçалхи çу уйăхĕн 27-мĕшĕ тĕлне автомобиль транспорчĕн 111 пин, 2013 çулта 286 пин хуçине штрафлама йышăннă.

Ю.СЕРГЕЕВ.

А.МИХАЙЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.