- Чăвашла верси
- Русская версия
Кĕтмен хăнасем
Иртенпех тĕпелте кăштăртатрĕ Макçăм Ули çав кун. Уяв та мар-ха, хăнасене те кĕтмест, çапах сĕтел тулли кукăль-çимĕç хатĕрлесе тултарчĕ, сăра та вĕретме шухăш тытрĕ. Çуллахи шăрăхра ăш хыпать — кил картинче, пахчара ĕçлесе ывăннă хыççăн сăра ĕçме хăй те, мăшăрĕ те ухата.
...Виталипе иккĕшĕ пĕр-пĕрне пĕрре курсах килĕштернĕ вĕсем. «Ку – манăн арăм пуласси», — тенĕ ĕçе тин вырнаçнă çамрăк фельдшера курсан салтакран нумаях пулмасть таврăннă йĕкĕт. Унтанпа шыв чылай юхса иртнĕ ĕнтĕ, анчах мăшăрне халĕ те килĕштерет-ха Витали. Уявсенче улма-çырла эрехĕ ĕçсе кăшт «лĕпленсен» тăванĕ-пĕтенĕ умĕнче: «Ман Уля — тĕнчере пĕрре», — тесе мухтанса та илет. Арăмĕпе, чăн та, мăнаçланмалăх пур ĕнтĕ: кĕлетки- сăнĕпе илемлĕ, пăрчăкан пек вăр-вар, кирек мĕнле ĕçĕн майне пĕлет, мăшăрĕпе мăртлатса-хирĕçсе курман, ачисемпе те çын илтмелле ятлаçман, кирек мĕнле пăтăрмах сиксе тухсан та лăпкăн каласа ăнлантарнă.
Ÿсрĕç, çитĕнчĕç Никоновсен ачисем. Пĕрин хыççăн тепри мăшăр тупса çемье çавăрчĕç, ача- пăчаллă пулчĕç. Юркка çеç, кĕçĕн ывăлĕ, хăйĕн иккĕмĕш çуррине тупма васкамарĕ. Салтак атти-не хывсанах Çĕпĕре ĕçлеме тухса кайрĕ те... Тăватă çул каялла кăна, отпуска килсен кÿршĕ ял хĕрне çавăрнăскер, аякри тăрăха манса тăван кĕтесрех тĕпленме шухăшларĕ. Темиçе хутчен тĕл пулсанах качча тухма ыйтрĕ вăл пĕр шкултах вĕреннĕ, хăйĕнчен пилĕк çул кĕçĕн Гальăна. Кĕçех Никоновсен кĕçĕн ывăлĕн çемйи те «çĕнĕ кайăклă» пулса тăчĕ — çут тĕнчене пĕчĕк Виттюк килчĕ.
Çапла Виталипе Уля мăнуксемпе йăпанса пурăнма пуçларĕç. Тăххăрăн вĕт вĕсем! Ачисем çемйисемпе пурте пĕр харăс тăван килте пухăнсан вĕллене аса илтерчĕ Никоновсен пÿрчĕ. Кукамăшĕ-асламăшĕпе кукашшĕ-аслашшĕ кăмăлĕпе çемçе пулнине мăнукĕсем никамран лайăх туяççĕ те — тăтăшах вĕсем патне хăнана килесшĕн çунаççĕ. Шкулта каникул пуçлансанах аслăрах мăнукĕсем, Шупашкарта пурăнаканнисем, яла килеççĕ. Акă кăçал та çу çитсенех пÿрт тулли ача-пăча пухăнчĕ. Кил хуçи мăнукĕсене ĕçе хăнăхтарасшăн мекеçленет — картиш шăлтарать, çывăхри пĕчĕк вăрмана милĕке илсе каять, арçын ачасен пăта çапма пĕлмелле тесе мăлатук та тыттарать 9-10-ри шĕвĕрсене. Хĕрачасем вара Уля кукамăшне апат хатĕрлеме, йăрансене çумкурăкран тасатма пулăшаççĕ.
«Ĕнер самаях пилĕк аврĕç, паян чуста хурса тутлă кукăль пĕçерес-ха мăнукăмсем çывăрса тăнă тĕле», — шухăшларĕ те Уля ирех ĕçе пуçăнчĕ. Кĕçех йывăç пÿртре пиçнĕ çырла, купăста шăрши сарăлчĕ, техĕмлĕскер тутлăн тĕлĕрекен ачасен сăмсине кăтăклама та пуçларĕ.
— Асанне, йытă вĕрет, алăка тухса уçам-и? — терĕ çиччĕри Илюш.
Асламăшĕ ирех кама мĕн кирлĕ пулчĕ-ши тесе пуç ватрĕ. Хапха патнелле мăнукĕпе пĕрле хăй те васкарĕ.
Урамра тăракан çамрăк хĕрарăмпа ултă-çичĕ çулти арçын ачана паллаймарĕ-ха кил хуçин çитмĕ-лелле çывхаракан мăшăрĕ. Куçран чăрлаттарса пăхакан ача анратса ячĕ ăна — пĕчĕк чухнехи Юрик тăрать тейĕн унăн умĕнче! Çĕмĕрт куçĕпе шăтарасла пăхни те — чат кĕçĕн ывăлĕн хăтланăвĕ.
— Эсир Ульяна Максимовна-и? Юрий Никонов амăшĕ-и? — ыйтрĕ сарă çÿçлĕ вырăс майра. Унтан хăйĕнпе паллаштарчĕ. Юрăн Сургутри гражданла мăшăрĕ пулнине, вĕсем арлă-арăмлă пилĕк çул пурăннине, каярах ача çуралнине, Ваня виççĕ тултарса пынă чухне отпускри ашшĕ Чăваш Ене кайсан текех таврăнманнине каласа кăтартрĕ. Ашшĕ килессе ача кашни кун, кашни çĕр кĕтнĕ иккен. Мĕн кăна шухăшласа кăларман ăна лăплантарас тесе Полина.
Комментари хушас