Кĕтмен çĕртен автобус ванчĕ

6 Утă, 2017

Ташă, юрă, вăйă çынна савăнăç парнелеççĕ. Шупашкар районĕнчи Ишекри клуба ташă кружокне çÿрекенсем çавăнпах хаваслă ĕнтĕ. Ку кружок вунă çул каяллах уçăлнă. «Изюминка» ташă коллективне Татьяна Леонтьева ертсе пырать.

Эпĕ те унта çÿренĕ. Пĕр çулхине Куславккана ăмăртăва кайнăччĕ. Çулĕ вăрăм пулни пире питех кулянтармарĕ, хаваслă йышпа савăнса кăна пытăмăр. Хамăр пултарулăхпа паллаштарса ун чухне виççĕмĕш вырăн çĕнсе илтĕмĕр. Унтан хула урамĕсемпе çÿресе килентĕмĕр, асăнмалăх сăн ÿкерĕнтĕмĕр — çапла сисĕнмесĕрех киле кайма та вăхăт çитрĕ. Çула тухсан темиçе çухрăм кайнă хыççăн кĕтмен çĕртен автобус çĕмĕрĕлсе кайрĕ. Эпир, ачасем, мĕн тумаллине те ăнланаймарăмăр, водитель вара транспорта юсама тытăнчĕ. Юрать-ха Татьяна Вячеславовна пире лăплантарчĕ, мăшăрĕпе иккĕшĕ апат çитерчĕç, автобуса юсама та пулăшрĕç. Çур çĕр иртсен кăна пурте киле çитсе пĕтрĕмĕр.

Халĕ эпир шкултан вĕренсе тухрăмăр. «Изюминкăра» урăххисем ташă ăсталăхне туптаççĕ, çапах унта ирттернĕ хаваслă самантсене чылайччен асран кăлармăпăр.

Анастасия МИРОНОВА.

Шупашкар районĕ,

Ишек сали.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.