- Чăвашла верси
- Русская версия
Кĕтеснерĕн çамрăк ăрăвĕ
Вăрмар районĕнчи Кĕтеснерти паллă çынсенчен пĕри — Василий Алентей çыравçă. Çулсеренех унăн çуралнă кунне халалласа çак ялти шкулта сăвă çыракан ачасем валли литература конкурсĕ иртет. Чи лайăх ĕçсем вара «Тантăш» хаçатра кун çути кураççĕ. Конкурса йĕркелесе пыраканĕ — Кĕтеснер шкулĕн ветеранĕ, директорта ĕçленĕ Анатолий Иванов, ăна пулăшаканĕ — директор заместителĕ, чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ — Галина Николаева.
Çĕнĕ спортзалта – çĕнĕ çитĕнÿсем
— Ку вĕренÿ çулне эпир таса та çĕнĕ спортзалпа кĕтсе илтĕмĕр, — шкул пурнăçĕпе паллаштарчĕ Галина Николаевна. — Ятарлă программăпа килĕшÿллĕн спортзалăн тăррине тĕпрен улăштарчĕç. Чÿречисене, урайне, никĕсне юсарĕç, стенисене сăрласа якатрĕç. Çак çурта тунăранпа та кунашкал юсав ĕçĕсем иртменччĕ.
Сăмах май, шкулăн 1-мĕш çуртне 1962 çулта çĕкленĕ, иккĕмĕшне /икĕ хутлине/ — 1972 çулта. Çĕнĕ вĕренÿ çулне кунта 79 ача кĕтсе илнĕ. Районта иртекен конкурс-олимпиадăран, спорт ăмăртăвĕсенчен юлмаççĕ Кĕтеснерсем. Юлашки 2 çулта волейболла выляссипе республикăра та район чысне хÿтĕленĕ. Çапла, спортпа туслă вĕсем. Каçхине уроксем тунă хыççăн та ашшĕсемпе шкулти спортзала волейболла выляма çÿреççĕ.
Çак шкултан вĕренсе тухнă Владимир Петруков Афганистан вăрçине хутшăннă. Шел, килне чĕрĕ таврăнайман. Ăна халалласа Кĕтеснер шкулĕнче нарăс уйăхĕнче çулсеренех волейбол вăййисем иртеççĕ. Районти ытти команда та тупăшăва килет.
Çапла, хăйĕн паттăрĕсене асрах тытать Кĕтеснер шкулĕ. Василий Алентее те ÿсекен ăру ан мантăр тесе ачасене çыравçăн килне илсе кайса кăтартаççĕ. Кĕнекисенчи сăнарсене хăйсен хушшинче шыраççĕ...
Шăхăрни те кĕвĕллĕ унăн
6-мĕш класра вĕренекен Ваня Егоров /хуплашкари сăн ÿкерчĕк/ мĕн пĕчĕкрен гитара сассине кăмăллать. Вăл унăн чунне тыткăнлать имĕш. Кăçал музыка шкулне çÿреме тытăнни те çак музыка инструментне юратнипех çыхăннă. Анчах, шел, хальлĕхе гитара туянман-ха.
— «Хаклă мар вăл», — терĕ вĕрентекен. Анчах хакне илтсен пирĕн укçа сахаллине ăнлантăм, — куляннине тата тĕлĕннине палăртрĕ Ваня.
Çапах та çак музыка иструментне туянас шанăç пĕтмен-ха унăн. Ĕмĕчĕ патне çав тери çывăх пынă чухне каялла чакма юрамасть.
— Пĕррехинче урамра такам шăхăрнине илтрĕм. Кам пулнине тÿрех ăнлантăм — Ваня. Шăхăрни те кĕвĕллĕ- çке унăн, — йăл кулса аса илчĕ Галина Николаевна вĕрентекен.
Шăнкăрчпа ăмăртмалла шăхăрса пынă иккен арçын ача ун чухне. Кайран çав самант пирки сăвă çырса шкулти конкурса та хутшăннă. Çапла, поэт чунĕ те пурăнать унра. Ĕçне тĕплĕ тума хăнăхнăскер кукамăшне халалланă 3 çавраллă сăвва пĕр уйăх ытла /шкула кайнă е киле таврăннă вăхăтра/ çырнине те пытармарĕ.
Кукамăшне яланах пулăшма тăрăшать Ваня, ÿркенмест. Шкултан таврăнсан асли апат пĕçернĕ вăхăтра арçын ача пĕчĕк шăллĕпе йăмăкне пăхать. Кукамăшĕ çĕр улми илсе пыма ыйтсан та тÿрех пурнăçлама пикенет.
Мĕн çыхăнтарать-ши вĕсене?
Пĕрешкел шухăшлă юлташсем пурри мĕн тери аван-çке! Акă 8-мĕш класра вĕренекен Кристина Федоровăн, Даша Павловăн тата Виолетта Андреевăн мĕн çинчен калаçмалли яланах тупăнать. Виççĕшĕ те Ази фильмĕсене кăмăллаççĕ, пĕри мĕн курнине ыттисене каласа кăтартать.
Ази фильмĕсенчи çынсен сăн-пичĕ питĕ килĕшет мана, — терĕ Виолетта. — Вĕсем урăхла тăхăнаççĕ, сăрланаççĕ, йăли-йĕрки те хăйне евĕрлĕ. Аслисене тата пысăкрах вырăн йышăнакансене питĕ хисеплеççĕ.
Пĕрремĕш класранпах «5» паллăпа ĕлкĕрсе пыраççĕ хĕр ачасем.
Даша тĕрлĕрен конкурса хутшăнать. Хăй шăп çеç çÿрет пулсан та çитĕнĕвĕ нумай. Музыка шкулĕнче ăсталăхне туптать, баян тата фортепьяно калать. Унсăр пуçне вăл сочинени çырма маттур. Вырăс чĕлхипе Пĕтĕм Раççейри «Лучший урок письма» конкурсра 1-мĕш вырăн йышăннă Даша. Унта хутшăнма «Есть такая профессия — Родину защищать» темăпа çыру шăрçаланă. Чăвашла сăвăсем те пур хĕр ачан, хăшĕ-пĕри «Тантăш» хаçатра пичетленнĕ.
Виолетта та Дашăпа пĕрле музыка шкулне çÿрет, баян тата фортепьяно калама юратать. Сăвва илемлĕ вулассипе вара сахал мар конкурса хутшăннă. Ку вĕренÿ çулĕнче Людмила Валентиновна вĕрентекенпе Арапуçри пултарулăх ăмăртăвĕнче пулнă, Татьяна Миро поэтессăн сăввисене вуланă.
Кристина вара Арапуç ялне «Степ» ушкăна ташлама çÿрет. Малалла вулас...
Лариса ПЕТРОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.
Комментари хушас