«Кĕсьере манăн - граната!»

25 Çу, 2015

Чăваш Енĕн шалти ĕçсен министрĕн Сергей Семеновăн ячĕпе Крым Республикин Тĕп следстви управленийĕн Белогорск районĕнчи следстви пайĕнчен тав çырăвĕ килнĕ. Çулталăк каялла Раççей йышне кĕнĕ çурутравăн йĕркелĕх хуралçисем пирĕн ентеш пирки ырă сăмахсем çырнă.

Чăваш Енĕн çул-йĕрпе патруль службин ятарлă батальонĕн инспекторĕ Александр Сулагаев Крымра командировкăра пулнă. Февраль вĕçĕнче урамра ун çумне ÿсĕр арçын çулăхнă. Полицейски ăна пăрăнса утма сĕннĕ, унсăрăн общество вырăнĕнче ÿсĕр пулнăшăн административлă майпа явап тыттарма пултарасси пирки асăрхаттарнă. Анчах Белогорск çынни çакна хăлхана чикмен. Пачах тепĕр майлă - кĕсйинчен... граната туртса кăларнă.

ПАИн 36 çулти инспекторĕ вара çухалса кайман. Вăл «гранатăллă упăтене» самантрах пăркăчланă, взрыв хатĕрне туртса илнĕ. Арçынна саккуна пăсса хĕç-пăшал туяннăшăн тата пĕрле илсе çÿренĕшĕн, полицейски тĕлĕшпе вăйпа усă курнăшăн айăплакан уголовлă ĕçе суда ярса панă ĕнтĕ.

Следстви пайĕн ертÿçи вара Чăваш Ен ШĔМĕн пуçлăхĕн ячĕпе янă çырăвĕнче Александр Сулагаева «служба тивĕçне пурнăçланă чух харсăр пулнăшăн тата профессионализмшăн» хавхалантарма ыйтнă. Министр ыйтăва тивĕçтерессĕн туйăнать - тивĕçлĕ вĕт.

Н.СТЕПАНОВ