Кĕсье тулли... суя укçа

Детектор суять
Авăн уйăхĕнчи çав каç Шупашкарти «Каскад» суту-илÿ центрне кăвак куртка тăхăннă çулланнă çÿллĕ арçын кĕнĕ. Кунта вăл сехете яхăн пулнă. Çак вăхăтра атă-пушмак, аялти кĕпе-йĕм тата косметика сутакан пайсене кĕре-кĕре тухнă. Кавказ акценчĕпе калаçаканскер пĕтĕмпе те пин тенкĕ ытларах кăна тăкакланă, анчах вак-тĕвек таваршăн та кашнинчех пысăк купюрăсемпе тÿленĕ. Çавна май сутуçăсен 5 пин тенкĕлĕх купюрăна ваклама, клиента каялла укçа тавăрса пама тивнĕ.
Пăхмашкăн — нимĕнпе те уйрăлса тăман банкнотсем: хÿтлĕх хăйăвĕ те, перфораци те пур. Хабаровск хулин голографи ÿкерчĕкĕ хăш енчен пăхнине кура тĕсне улăштарать — пĕтĕмпех йĕркеллĕ пек. Суту-илÿ центрĕнчи купюрăсене тĕрĕслемелли детектор та Кавказ çынни панă банкнотсем суя пулнине палăртайман. Çапах темшĕн иккĕленÿ пур... Клиент тухса кайнă хыççăн сутуçăсен пăшăрхану çуралнă. Раççей банкĕн çакнашкал хаклăх ытти купюрипе танлаштарсан ку банкнотсем хулăнраххи палăрнă. Сутуçăсем хайхи купюрăсене пĕр-пĕрне кăтартнă — иккĕленÿ сирĕлнĕ: хĕрсене пурне те пĕр арçын улталаса хăварнă. Çав кун полицирен тăваттăн пулăшу ыйтнă.
Иккĕленÿллĕ купюрăсене туртса илнĕ. Вĕсем чăнласах суя пулни палăрнă. Чăн та, питĕ лайăх хатĕрленĕскерсем — инфрахĕрлĕ пайăркаллă детекторсем те чăннинчен уйăраймаççĕ. Таçти вăрттăн типографире пичетленĕ банкнотсене темле ятарлă сăрăпа сăрланă, шăпах çакă ансат аппаратсене улталама пулăшать те. Кунашкал «ÿкерчĕклĕ хутсене» ытларах чухне банксенче кăна уйăраяççĕ — унти оборудовани лайăхрах. Телее, «Каскадри» сутуçăсем çийĕнчех хыпăнса ÿкнĕ те — ШĔМĕн экономикăри преступленисемпе кĕрешекен управленийĕн сотрудникĕсем пĕр тăхтамасăр оперативлă шырав ĕçне пуçăнма пултарнă.
Контрацепци усăсăр
Суту-илÿ центрĕн хăрушсăрлăх служби панă видеоматериалсене тишкернĕ май оперативниксем ултавçă лавккара хăш вăхăтра пулнине палăртнă. Вăл учреждение 17 сехет те 39 минутра кĕнĕ, 18 сехет те 34 минутра тухнă. Арçын хăйĕн автомобильне «Каскадран» чылай инçетре лартса хăварнă пулин те видеосăнав камерисем çав машинăна та ÿкерсе юлнă. Чулхула номерĕллĕ шурă «Лада Приора». Çав машина çывăхри супермаркет патĕнчен хускалнă та Шупашкарăн тĕп урамĕпе малалла вĕçтернĕ. Шел те, пирĕн хуларан тухса кайиччен ултавçă 5 пин тенкĕлĕх тата икĕ купюрăна тĕрлĕ çĕрте тыттарса хăварма ĕлкĕрнĕ. Гагарин урамĕнчи теттесен лавккинче пĕчĕк пианино туяннă — унта та 5 пинлĕххипе усă курнă. Çав урамрах вырнаçнă аптекăра та презервативсемшĕн суя укçа тыттарнă. Следстви шучĕпе — «хăна» Шупашкарта суя пилĕк купюра парса хăварнă. Çакăн хыççăн Шупашкартан тухса кайма васканă.
Пакунлисем çийĕнчех кÿршĕ регионсене ориентировка янă. Тепĕр кунне Самартан хыпар çитнĕ: «гастролер» унта суя виçĕ купюрăпа усă курнă. Кашнинчех — аптекăсенче. Унта та вăл контрацепци хатĕрĕсем туяннă. Самарта та вăрах тытăнса тăман пулас. Çапах Чăваш Ен полицейскийĕсем вĕсен асăрхаттарăвĕ преступнике тытса чарма пулăшасса шаннă.
«Приора» ăçта каять?
Шăпах икĕ кун иртсен ВАЗ-217130 автомобиле Саратов облаçĕнче «Самар-Волгоград» çул çинче чарнă. Ку шăпах Чăваш Ен полицийĕн ориентировкинче кăтартнă хайхи шурă «Приора» пулнă. Йĕркелĕх хуралçисем водительтен докуменчĕсене кăтартма ыйтсан арçын самантлăха çухалса кайнă пек курăннă — страховани полисĕ çук имĕш. Анчах вăл хумханнин сăлтавĕ, паллах, урăххи пулнă. Пакунлисем çакскер кĕсйисене васкаса тем чикнине асăрханă. Хунар çутнă та — укçа иккен! Нумай укçа...
Дагестанра пурăнакан 35 çулти арçын инспекторсем хăйне машинăран сĕтĕрсе кăларсан, аллисене капот çине хума хушсан кăна лăпланнă. Унăн курткин кĕсйисенче, машина салонĕнче 5 пин тенкĕлĕх 70 купюра тупнă. Шăпах Шупашкарта тата Самарта «тупăннă» пеккисем. Унсăр пуçне машина туп-тулли иккен — тем тĕрлĕ тавар! Çÿлерех асăннисемсĕр пуçне — çĕнĕ телефонсем, тĕрлĕ тумтир, теттесем... Водитель килне нумай-нумай парнепе таврăнма ĕмĕтленнĕ иккен. Ытларахăшне суя укçапа туяннă-тăр — шар курнисем пурте полицирен пулăшу ыйтмасса та пултарнă вĕт.
Шупашкарти тата Самарти тăхăр ултав тĕслĕхĕпе вара арçын айăпне тунман. Суя укçана, хăй каланă тăрăх, Мускавра туяннă — тăван Дагестана çитиччен çул çинче тăкакласа-улăштарса пĕтерĕп тенĕ. Республика полицийĕн следстви управленийĕн аслă следователĕ Дмитрий Прохоров пĕлтернĕ тăрăх — суя купюрăсенчен ытларахăшĕпе Шупашкарта усă курнине пула мĕн пур тăхăр тĕслĕхпе уголовлă ĕçе пирĕн республикăра тĕпченĕ. Хăйĕн çуралнă кунне те маларах пурлăх çаратнăшăн судпа айăпланнă дагестанец Шупашкарти следстви изоляторĕнче кĕтсе илнĕ — 36 çул тултарнă. Суя купюрăсене упранăшăн, вĕсемпе усă курнăшăн пуçарнă уголовлă ĕçе тишкерме тĕп хулари Ленин районĕн судне панă.
Ольга ПАВЛОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.