КЭСăн энергетика вăчăринчи «Сапфир»

«Çавал» фольклор ушкăнĕн хаваслă юрри-кĕвви, чăваш кĕпи тата... монтажник каски /вăл хĕрсен илемне пачах та пăсмасть иккен/ тăхăннă пикесем - кунашкаллине режимлă объектра, электростанцире, куллен кураймăн. Сăлтавĕ те пур çав: Çĕнĕ Шупашкарти 3-мĕш ТЭЦра кĕçнерни кун 80 МВт хăватлă çĕнĕ турбоагрегата хута ячĕç. Юлашки теçетке çурă çул хушшинче республикăри пĕр энергообъектра та çакăн пекки пулман - кунпа шайлашуллă пысăк проектсене ас тумастăп.

Экватор хыçа юлчĕ

Проекта «КЭС» АХОн инвестици программипе килĕшÿллĕн пурнăçланă, унта Раççейĕн 9 регионĕнчи генераци хăвачĕсене çĕнетсе 18 энергообъекта хута ярасси кĕрет. Инвестицисен пĕтĕмĕшле виçи - 140 млрд тенкĕ. Ĕçтешĕсене, строительсене, уяв хăнисене саламланă май холдинг гендиректорĕ Борис Вайнзихер Раççейри Олимп çулталăкĕнче КЭС-Холдинг та энергетика рекорчĕсене çĕнетнине палăртрĕ.

- Кăçал кăна 8 энергообъект хута ярăпăр, - шантарчĕ вăл. - Нарăсра Пермьре энергоблок ĕçлесе кайрĕ, Екатеринбургра ТЭЦ строительствине пуçарнă. Энергетика рекорчĕсен эстафетине Ижевск, Владимир, Киров хулисем, ыттисем йышăнĕç. Çапах Чăваш Енре пурнăçланă проект уйрăлса тăрать: кунта энергокомпани хăйĕн пысăк инвестпрограммин экваторĕ урлă каçрĕ. Çĕнĕ Шупашкарти 3-мĕш ТЭЦри çĕнĕ турбина - холдингăн 18 проектĕнчен хута янă 9-мĕш объекчĕ. Çийĕнчен шăпах химиксен хулинче КЭС хута янă 1 ГВт хăватсен чикки урлă каçнă. Урăхла каласан Чăваш Енри турбина ĕçлесе кайнă май çĕнĕ 1001 МВт хăвата шута илнĕ.

Борис Феликсович проекта пурнăçлама пулăшнăшăн ЧР Пуçлăхне Михаил Игнатьева тав турĕ - вăл та энергетиксем патне хăнана килме вăхăт тупнă. Михаил Васильевич çак пулăм Çĕнĕ Шупашкаршăн, республикăшăн пысăк пĕлтерĕшлине палăртрĕ: «Чăваш Ен влаç органĕсем энергетика комплексне аталантармалли условисем йĕркелеме тăрăшаççĕ. Çĕнĕ турбина 30 пин çынна, Çĕнĕ Шупашкарти предприятисемпе социаллă объектсене ăшăпа, электричествăпа тивĕçтерĕ, монохулана малалла аталантарма пулăшĕ».

Ĕçшĕн - тав!

Наградăсем - тăрăшуллă ĕçе хаклани. Станци машинисчĕсем Геннадий Антонов, Василий Фомин, 5-мĕш ТГКн Мари Эл тата Чăваш Ен филиалĕн директорĕ пулнă, халĕ «КЭС-Энергостройсервис» АУО гендиректорĕ Сергей Добров, филиалăн тĕп инженерĕ Александр Шудегов республика Пуçлăхĕн аллинчен Тав хучĕ тата сехет илчĕç.

Çак хисепе энергетикăра 55 çул ĕçлекен Владимир Хрипунов та тивĕçрĕ. 3-мĕш ТЭЦа хута яма тÿрремĕнех хутшăннăскерĕн каласа памалли пур. «Хăватсем промышленноç аталанăвне энергипе тивĕçтерме çителĕксĕр пулнине кура 1961 ç. çĕнĕ электростанци тума тытăннă. Специалистсем çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ. Пĕрремĕш турбинăна 1965 ç. хута янă - раштавăн 31-мĕшĕнче çĕрле. Нумайăшĕ килне те каймарĕ, Çĕнĕ çула кунтах кĕтсе илтĕмĕр», - аса илчĕ Владимир Александрович. Çавна май 290 çын ĕçлекен коллектив, ветерансем çитес çул вĕçĕнче тăван станцин 50 çулхи юбилейне паллă тăвĕç.

М.Игнатьева хăйне те парнесĕр хăвармарĕç. Ăна тата Б.Вайнзихера ТГК-5 филиалĕн директорĕ Юрий Цешковский сапфирлă паллăсем пачĕ. Холдингăн кашни инвестпроектне хаклă чулсен ячĕсене панă: янтарь, рубин, малахит... Проекта вĕçлемессерен хаклă чул ювелирсем хатĕрлекен «энергетика вăчăрине» хушăнать. Çĕнĕ Шупашкарти ТЭЦ-3 валли суйласа илнĕ сапфир çав вăчăрара тивĕçлĕ вырăн йышăнĕ.

 

Пирвайхи - юлашки мар

...Савăнăçлă самант: КЭС гендиректорĕпе республика Пуçлăхĕ ятарласа çакнă пăрăх сыпăкне кувалдăсемпе çапрĕç те - алă çупни оборудовани кĕрлевне те хупăрларĕ. «1 гигаватт» тесе çырнă хĕрлĕ хăйăва /сăн ÿкерчĕкре/ касрĕç те - акă вăл, çĕнĕ сăрăпа тата пăрăхсен цинк тĕсĕпе илĕртекен çĕнĕ турбина, пăхса савăнăр!

Проекта пурнăçлама холдинг 1,5 млрд тенкĕ хывнă. Ахальтен мар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Сироткин кунта пулнă май тĕлĕннĕ теççĕ: «Хулан çулталăкри бюджечĕпе шайлашуллă вĕт!» Çапах пурнăçланă ĕçе тенкĕпе кăна виçни вырăнсăр, ытти единица - тоннăсемпе кубометрсем - курăмлăрах ÿкерчĕк сăнлаççĕ.

Строительствăпа монтаж ĕçĕсем çулталăк çурă тăсăлнă. Ротор кăна - 32 тонна. Унтан - 53 тоннăллă конденсатор, шыв ăшăтакан, 34-шар тонна таякан икĕ хатĕр. Тата 12 метр çÿллĕшĕнчи статор - 102 тонна! Ăна Новосибирскран кунта чукун çулăн ятарлă платформипе илсе килнĕ. Цехрах пушатнă - икĕ кран пулăшнипе. Вăт, шутлăр: пĕтĕмпе 250 тонна - кая мар. Çавăнпах никĕс яма усă курнă бетон та уйрăмах çирĕппи - 105 м3.

Республикăпа КЭСăн инвестицисемпе çыхăннă ĕçтешлĕхĕ малалла тăсăлать-тĕр. Чăваш Ен Пуçлăхĕ «пĕрле татах проектсем пурнăçлас шанăç пур» терĕ. Б.Вайнзихер та унпа килĕшрĕ: «Проект, чăнах та, юлашки мар, татах пулĕç - шухăшлатпăр...» Сăмах, филиал директорĕ Ю.Цешковский пĕлтернĕ тăрăх, 3-мĕш ТЭЦра хальлĕхе консервациленĕ çĕнĕ хуран пирки пырать. Шупашкарти 2-мĕш ТЭЦра та «ÿсмелĕх» пур: тĕп хулара ăшăпа тивĕçтермелли схема хатĕрлеççĕ - энергетиксем станци ытларах ăшă парас ыйтăва тишкереççĕ.


Николай КОНОВАЛОВ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.