Кĕрÿ çĕре юраттăр
"Хĕр çуралнишĕн савăнмалла. Вăл ашшĕпе амăшне пăхакан пулĕ", - тетчĕ пĕлĕшĕм. Патăрьел районĕнчи Тури Туçари Иван Бельдековăн пурнăçĕ ку енчен ăнăçнă темелле. Çемьере 4 хĕр ÿсет. Анчах тепĕр чух кил хуçи шухăша та путать. "Çакăн чухлĕ техника хам хыççăн кама юлать?" - тет. Тем пекех ывăл шыранă мăшăр, анчах тăваттăмĕш ачи те хĕр пулнă. "Кĕрÿсем ĕçлĕç техникăпа", - лăплантарать упăшкине арăмĕ Валентина Геннадьевна.
Хальччен иккĕшĕ те çыхăну ĕçĕнче тăрăшнă. Ялта пурăннă, çĕр ĕçĕнчен уйрăлман, анчах фермер пуласси çинчен шухăласах та кайман пулĕ. Пурнăç кукрашки тĕрлĕрен килсе тухать вĕт: пĕр вырăнта штат чакарнă, тепĕр çĕрте урăхларах сăлтав тупăннă. Ал-ура ĕçленĕ чух хальччен килте çитĕнтернĕ севок суханпа мĕншĕн çывăхрах туслашас мар? Ыттисенчен юлас темен Иван Васильевич - паллă кинофильмри пек каласан професси улăштарнă. Ара, пахчаçимĕç ÿстерсе тупăш илекен ку таврара чылай. Конкуренци пур, анчах асар-писер мар, пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлеççĕ.
Çакă мĕнрен палăрать тетĕр-и? Севок пуçтарса тиеме халăх кирлĕ. Ялта 10 çын сухана пысăк лаптăк çинче ÿстерет, çавăнпа пĕр вăхăтра йыш пуçтарма йывăр. Фермерсем калаçса татăлса çынсене черетпе пуçтараççĕ.
5 гектар çинче севок, кишĕр акса ÿстерме Иван Бельдековăн техника çителĕклĕ. Тимĕртен ăна-кăна ăсталас ĕç патне алли пырать. "Ÿркенмест, сÿтет, пуçтарать, килĕшмесен каллех тепĕр хут пуçăнать", - тет ун пирки юратнă мăшăрĕ. Чăн та, севок туса илесси пуçа лайăх шухăшлаттарать. Çак ĕçре кирлĕ агрегатсене лавккара е пасарта туянаймăн. Тĕслĕхрен, тăпраран тасатма пулăшакан барабана, сортлакан хатĕре тата ыттине промышленноç производствинче туса кăлармаççĕ. Иван Васильевич вăл е ку механизма ыттисем пек кăна ăсталамасть, май килнĕ таран çăмăллатать, ансатлатать. Ку енĕпе питĕ кăсăкланать.
Севок сухан - тупăшлă культура. Ăна çитĕнтерекене ял улпучĕ теме пулать. Кил-çурчĕ, хуралтисем чаплă, кермен тейĕн. Техника никĕсне çирĕплетсен Иван Бельдеков ĕçе пуçăнакан фермерсене патшалăх паракан гранта илмешкĕн конкурса хутшăннă. 2014 çулта пахчаçимĕç лартса ÿстерессипе хÿтĕленĕ бизнес-планпа ăна тивĕçнĕ. Укçапа "МТЗ-82" трактор туяннă.
"Тупăшне кура севок ĕç тăкакне ытлашшипех саплаштарать пулĕ", - ыйтатăп фермертан. "Э-эй, йăлт Турă аллинче, - малтанах сăмах илет арăмĕ. - Çанталăкран нумай килет". Тăкакĕ те сахал маррине палăртать кил хуçи. 1 кг вăрлăх туянма кăна вăтамран 1 пин тенкĕ кăларса хумалла. Пĕр гектар валли вара 60 кг кирлĕ. Унсăр пуçне ÿснĕ чухне сухана витаминсемпе апатлантармалла, çум курăкран алă вĕççĕн тасатмасан гербицидпа усă курмалла тата ытти те. Типпе юлмасăр вăхăтра акмалла, пуçтарса илмелле.
Тĕш тырăпа, çĕрулмипе танлаштарсан сухан хакĕ ытла "вылянмасть", паллах. Анчах Иван Васильевич палăртнă тăрăх - хак кĕтсе чĕртавара вăрах хушă вырттарни пур чухне те пулăшмасть. Çавăнпа Бельдековсем ăна хĕл пуçламăшĕнче вырнаçтараççĕ: ытла ир те мар, вăраха хăвармасăр та. Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчен килекен машинăсем сухана хăйсемех тиесе каяççĕ. Кишĕр те çапла майпа Хусана, Чĕмпĕре ăсанать.
Хĕрÿ тапхăрта 4 ача амăшĕ çине те йывăрлăх тиенет. Ĕçлекенсем валли апат пĕçермелле, çитермелле. Килте выльăх-чĕрлĕхе те пăхмалла. Хăй вăхăтĕнче нумай сысна çăвăрлаттарнă вĕсем. Халĕ çемье валли кăна усраççĕ. "Лавккара кăлпасси туянас килмест. Хамăр ÿстернĕ таса апат çиме тăрăшатпăр", - тет Валентина Геннадьевна. Чăн та, сĕтел килти шăрттанран татăлмасть.
Хĕрĕсене Бельдековсем темшĕн-çке çĕр çинче нушалантарасшăн мар. Çавах та ашшĕ каланă тăрăх - аслин, Настьăн, техника патне туртăм пур. Çемьене маттур кĕрÿ килсен çĕр ĕçченĕн йăхĕ тăсăлмаллах.
Ирина ПАВЛОВА.
Комментари хушас