Кĕрсе тăчĕç - маскăпа???

27 Юпа, 2015

Пĕри 19 çулта, тепри 41-ре - тĕрлĕ ÿсĕмре пулнине кура вĕсене пĕтĕçтерекенни нимĕн те çук пек. Пулнă çав - усал шухăшпа каварлашнă. Иккĕшĕ те çак кунсенче суд умне тăнă.

Следстви комитечĕн Канашри пайĕ тата суд çирĕплетнĕ тăрăх - кăçалхи пуш уйăхĕн 11-мĕшĕнче каçхине Йĕпреç районĕнчи пĕр ялта çакскерсем хăйсен ялĕн çыннин килне пырса кĕнĕ. Ăна вĕлерессипе хăратнă, çак ялтах пурăнакан 48 çулти хĕрарăм пÿртне чÿречерен шаккама хушнă: «Вăл сана лайăх пĕлет - уçатех...» Ирĕксĕрех вĕсем ыйтнине пурнăçлама тивнĕ.

Чăнах та, хĕрарăм вăл ыйтнипе алăка уçнă. Пÿрте тÿрех чĕнмен хăнасем кĕрсе тăнă. Хăйсене палласран шикленни куçкĕрет - иккĕшĕ те маскăпа! Çакскерсем хĕрарăма ирĕксĕрлесе харăсах 3 стакан сăмакун ĕçтернĕ, унтан черетпе... мăшкăлланă, тухса тарнă.

Йĕпреç районĕн сучĕ ют çурта саккуна пăсса кĕнĕшĕн, çынна вĕлерессипе хăратнăшăн, хĕрарăма каварлашса ушкăнпа мăшкăлланăшăн тата секспа çыхăннă ĕçсем тунăшăн çамрăк пусмăрçа - 8 çул çурăлăха, унăн аслă юлташне 6 çул та 9 уйăхлăха ирĕклĕхсĕр хăварма йышăннă.

К.НИКОДИМОВ.

Рубрика: