Кĕр сухи вĕçленсе пырать

19 Юпа, 2016

Шупашкар районĕнчи Ленин ячĕллĕ колхоз ял хуçалăх кооперативĕн механизаторĕсем типĕ кунсенче тăрăшсах кĕр сухи тăваççĕ.

СССР халăх артисчĕ Борис Алексеев çуралса ÿснĕ Паçпак ялĕн уйĕнче кунĕпех техника кĕрлевĕ тăрать. Суха йăранĕнчи тракторсем кассăн-кассăн хура тĕтĕм кăларса пĕр-пĕрин хыççăн тÿп-тÿрĕ пыраççĕ, нÿрĕ тăпрана çавăра-çавăра пăрахаççĕ. Механизаторсенчен техникăна вăхăтлăха чарса тăратма ыйтрăмăр. «Хыпар» журналисчĕсем хăйсене курма ятарласа килнине пĕлсен хаваспах килĕшрĕç.

— Тăпрана çумăр ислентермен кунсемпе усă курса юлашки гектарсене сухалатпăр, — терĕ Виктор Викторов тракторист, колхозра 1979 çултанпа механизаторта вăй хураканскер. — Авăн-юпа уйăхĕсенче нÿрĕк нумай ÿкрĕ, тăпрана шÿтерчĕ çеç. Уя кĕреймерĕмĕр. Хура пĕлĕтсен хыçĕнчен хĕвел тухса тăпрана кушăхтарсанах ĕçе пикентĕмĕр. Çурла уйăхĕнче тăпра хытăччĕ. Шăрăх çанталăк шывсăр аптранă çĕр-аннене çапла суранлатса нушалантарчĕ. Чул пек хытă тăпрана хăватлă тракторсемпе, çирĕп плугсемпе сухалама çăмăл пулмарĕ. Тĕренсем техника малалла пынă чухнех тăпраран сике-сике тухрĕç. Халь аптрамастпăр: плуг касăран сиксе тухмасть, тăпра сийне кирлĕ чухлĕ илсе пырать.

Уйăн пĕр енче — катрам-катрам тумхахсем. Мăнăшĕпе, евĕрĕпе пурте пĕрешкел курăнаççĕ, аякĕсем çуталса илеççĕ. Нумаях пулмасть кунта комбайнсем шавланă. Механизаторсемпе сăмахланă хушăра тракторсем патне УАЗ автомашина пырса чарăнчĕ.

— Кăнтăрлахи апат илсе килчĕç, — терĕ Борис Улюкин тракторист. — Хырăма тултарар та — каллех руль умне.

Кабинăран çамрăк тухрĕ. Вăл Роман Федоров агроном пулчĕ. Паллашрăмăр. Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнчен агронома вĕренсе тухнăскер колхозра тăваттăмĕш çул кăна ĕçлет-ха.

— Сухаламалли 160 гектар кăна юлчĕ, — терĕ. — Пилĕк-ултă кунран ĕçе вĕçлетпĕрех. Çичĕ тракторпа сухалатпăр. Ку уйри механизаторсемсĕр пуçне кĕр сухинче — Василипе Вадик Николаевсем, Михаил Григорьев, Александр Овчинников.

Колхозра ĕççи вĕçленсе пырать. Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен кунне Шупашкарта уявлама пухăниччен пĕтĕм ĕçе пĕтересшĕн.

— Йыхрав ярсан отрасльте вăй хуракансен ĕçне пĕтĕмлетме хапăл тусах хутшăнăпăр, — пĕлтерчĕ ЯХПК председателĕ Петр Тунгулов. — Ÿсĕм тунă хуçалăхсем çинчен пĕлĕпĕр. Çынна тĕлĕнтермелли пирĕн те пур. Сăмахран, кăçал тыр-пула типĕтмелли комплекса туллин ĕçе кĕртрĕмĕр. Культурăсен пĕр пайне ун витĕр кăлартăмăр. Хальхи вăхăтра куккурус тĕшшине типĕтетпĕр. Ăна Акрос комбайнпа пĕр лаптăкран 18 тонна пухса кĕртрĕмĕр. Ку тĕшĕлĕх çитĕнтерес ĕç пуçламăшĕ çеç. Çитес çул ăна малалла тăсăпăр. Кăçал куккурус 97 гектар акнăччĕ. Пысăкрах пайне силос тума хыврăмăр. Тыр-пул 3641 тонна пухса илтĕмĕр. Тухăç кашни гектартан вăтамран 26,1 центнер. Çуртрисене акма 300 тонна вăрлăх хатĕрлерĕмĕр. Кĕрхисене 403 гектар акса хăвартăмăр. Пирĕн ĕç кăтартăвĕсем начар мар. Уява хутшăнма кăмăл лайăх.

Акă тракторсем черетленсе каллех пĕр-пĕрин хыçне тăчĕç, йывăр плугĕсемпе нÿрĕ тăпрана хирсе тăвалла хăпарчĕç. Механизаторсем çĕртмене çак эрнере вĕçлес тĕллевпе малаллах талпăнчĕç.

Юрий МИХАЙЛОВ.

Сергей ЖУРАВЛЕВ сăнÿкерчĕкĕ

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.