Кĕр! кĕрленĕ Акатуй

10 Çĕртме, 2016

Иртнĕ вырсарникун Санкт-Петербургри «Екатерингоф» культурăпа кану паркĕнче Акатуй иртнĕ. Çумăра пăхмасăр хулари тата облаçри 500 ытла йăхташ чăвашсен чи паллă уявне хутшăннă.

Акатуя официаллă хăнасем те пынă. Санкт-Петербургри Нацисен хушшинчи хутшăнусен тата миграци политикине пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе ĕçлекен комитет ячĕпе Кирилл Сперанский саламланă. ЧР Пуçлăхĕн саламне Владимир Живов вуласа панă.

Питĕрти йăхташсене сăвă-юрăпа савăнтарма Чăваш Енри пултарулăх ушкăнĕсем те килнĕ. Сăмахран, Патăрьелти культурăпа кану центрĕ çумĕнчи РФ тата ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Анатолий Шакин ертсе пыракан юрăпа ташă ансамблĕ вокалпа хореографи сюитисемпе тыткăнланă, Етĕрне районĕнчи «Телей» фольклор ушкăнĕ халăх юррисене шăрантарнă. Çавăн пекех уяв концертне ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Сергей Павлов, Раиса Казакова-Сейт юрăç, Игорь Шипков хут купăсçă, Питĕрти «Парне» ансамбль илем кÿнĕ.

Акатуйра чăвашсен йăли-йĕркине, культурине уçса паракан куравсем ĕçленĕ, презентацисем иртнĕ, наци апачĕпе — хуплупа, шăрттанпа — сăйланă. Уяв çамрăксен дискотекипе вĕçленнĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.