Кĕнекере - пĕлÿ, чун ырăлăхĕ
Ака уйăхĕн 2-мĕшĕ - Ачапча кĕнекин пĕтĕм тĕнчери кунĕ. Ăна 1967 çултанпа, датсен чаплă юмахçи Ганс Христиан Андерсен çуралнă кун, паллă тума пуçланă. Тĕллевĕ пархатарлă: общественноçа ачапча вулавĕн культурипе кăсăклантарасси, çитĕнекен ăру валли тивĕçлĕ литература пичетлесси, кĕçĕн çултисен вулавне анлă çул парасси.
Асăннă çак пулăм пирки республикăри паллă çынсен шухăшне пĕлес килчĕ.
Вадим Ефимов, Чăваш Республикин культура министрĕ:
- Ачалăх тÿрех аса килет. Кĕнеке çÿлĕкĕ юмах тĕнчи пекех туйăнатчĕ. Алăри кĕнеке таçта та илсе çитерме пултаратчĕ. Çĕр-шывсене çеç мар, тĕрлĕ вăхăта, саманана çитсе курма, унти пурнăçпа киленме, кирлĕ тĕк кĕрешме те май пулнă. Кама илĕртмĕ çакă. Туслăх, мир, шанчăклăх, юрату пирки пуçласа пире кĕнеке каласа кăтартнă. Çав туйăмсем паян та пирĕнрех. Çавăнпа та ачапча кĕнекин уявĕ - аслисемшĕн те, çыравçăсемпе вулавçăсемшĕн те тата, паллах, юмаха хальлĕхе итлеме çеç пултаракансемшĕн те, чăтăмсăррăн кĕтнĕ кун.
Валерий Комиссаров, Чăваш кĕнеке издательствин директорĕ:
- Издательство ачасем валли кăларакан кĕнекесен шучĕ çеç мар, вĕсен пахалăхĕ те ÿссе пырать. Икĕ чĕлхепе пичетленĕ, хитре илемлетнĕ кĕнекесене килĕштереççĕ шăпăрлансем. Иртнĕ çул издательство ĕçченĕсем пĕчĕк вулавçăсене тĕрлĕ жанрпа çырнă 22 кĕнекепе /29,5 пин экз./ савăнтарчĕç. Унсăр пуçне ачасем валли тата 34 учебник, тĕрлĕ предметпа ĕç тетрачĕсем /125 пин экз./ пичетленĕ. Кăçал та унран кая пулмĕ.
Çак кунсенче кăна акă Арсений Тарасовăн «Чăваш кĕпи» кĕнеки кун çути курчĕ. Кăнеке ал çырăвĕ ачасемпе çамрăксем валли чăвашла çырнă произведенисен 2013 çулхи конкурсĕнче мала тухнă. Тепĕр çĕнтерÿçĕн Елен Нарпин /Чекушкинăн/ ĕçĕ те - «Пăрлă шыври хĕвел пайăрки» кĕнеки - кăçалах пичетленĕ.
«Чăваш кĕнеки. Çамрăк талантсем» конкурс кăçалхипе пиллĕкмĕш хут иртет. Ăна кĕçĕн çулти вулавçăсене хавхалантарса тĕллевпе йĕркеленĕ. Ачасенчен хăйсем вуланă кĕнекесем пирки калав, ÿкерчĕк, буклет, эссе, открытка, сăвă тата ыт. те кĕтетпĕр. Çĕнтерÿçĕсене пилăк номинаципе чыслатпăр.
Тамара Григорьева, Ачасемпе çамрăксен республика библиотекин директорĕ:
- Ачасем çак куна тахçантанпах кĕтеççĕ. Эпир те хатĕрленетпĕр. Хальхинче вĕсене кĕнеке авторĕсемпе тĕл пулу йĕркелесе парас терĕмĕр. Ĕнер библиотекăра хăнара Валентна Пугачева, Елена Светлая çыравçăсем, Татьяна Немцева ÿнерçĕ-иллюстратор пулчĕç.
Библиотекарьсем ачасене кун тăршшĕпех кĕнеке тĕнчипе паллаштарчĕç. Çак кун тĕлне ятарласа темиçе курав хатĕрленĕ.
Наталья Романова, Елчĕк районĕнчи ял тăрăхĕсен хушшинчи тĕп библиотека директорĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлаканĕ:
- Вулавăшăн ачапча пайĕнче ĕçлекенсем ятарлă куравсем, стендсем хатĕрлерĕç. Аслисем те кĕçĕн туссене манăçа хăварман - Елчĕкри вăтам шкулти 7 «б» класра вĕренекенсене - йышăнчĕç. Наталья Петрова пай пуçлăхĕ ачасемпе Андрей Платоновăн «Неизвестный цветок» кĕнекин презентацине ирттерчĕ. Ку кĕнекен тĕп шухăшĕ - чун ырăлăхĕ. Вăл пире тĕнчене юратма, пĕр-пĕринпе туслă пурăнма вĕрентет.
Олег МАЛЬЦЕВ сăн ÿкерчĕкĕ
Ыйтса пĕлнĕ
Комментари хушас