Кĕнекере çуккине те шыраса тупать

9 Çĕртме, 2017

Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районĕнчи Аслă Нагаткино шкулĕнче вĕренекен Люба Сультеева — нумай пĕлме тăрăшакан хĕр ача. Вăл шкул программипе кăна çырлахмасть, тавра пĕлÿпе кăсăкланать. Пултаруллă пике — облаçри чăваш тавра пĕлÿçисен пĕрлĕхĕн хастарĕ. Гуманитари ăслăлăхĕсене тарăнрах вĕренме тăрăшнă май тĕпчев ĕçĕ нумай ирттерет вăл.

Любăна кирек епле йывăр ĕç те шанма юрать. Учебникра çук материала та шыраса тупса хыпар, презентаци хатĕрлет, реферат çырать вăл. Пултарулăхра та маттур. Пур ĕç те унăн аллинче ăнăçать. Вĕрентекенсем питĕ мухтаççĕ ăна. Любăпа иксĕмĕр облаçри шкулсенче тĕл пулу, конференци ирттеретпĕр. Çут çанталăк тĕнчи уншăн питĕ çывăх. Кайăксемпе чĕр чунсен чĕлхине те ăнланнăн туйăнать вăл мана.

Лăпкă пуплев, пуян чĕлхе — çаксем йăлтах Любăра пур. Унран лайăх оратор пуласси иккĕлентермест. Вăл классика литературине нумай вулать, публицистикăпа кăсăкланать. Малалла вулас...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.