Кĕнекепе пыратăн - балет куратăн

16 Ака, 2015

Балета кăмăллакансене пысăк савăнăç кĕтет: апрелĕн 22-26-мĕшĕсенче Шупашкарта Пĕтĕм тĕнчери XIX балет фестивалĕ иртĕ. Хальхинче артистсем куракансене харăсах темиçе шедеврпа тĕлĕнтерĕç. Йăлана кĕнĕ тăрăх, фестивале Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен çеç мар, ют çĕршывран та хăнасем çитĕç.

Чунран кĕтнĕ фестиваль апрелĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикин патшалăх премине тивĕçнĕ "Баядерка" спектакльпе уçăлĕ. "Баядерка" чăваш сцени çинче чылай çул пулман. Хальхинче вăл куракансене çĕнĕ тумтирпе çеç мар, çĕнĕ çынсемпе те савăнтарĕ. Чылай артистшăн çак спектакль - дебют. Тĕп сăнарсен Никияпа Солор партийĕсене Мускаври Пысăк театрăн артисчĕсем, Пĕтĕм тĕнчери конкурссен лауреачĕсем Анна Никулинăпа Михаил Лобухин вылĕç. Гамзатти сăнарне чăваш сценин солистки Анастасия Абрамова калăплĕ. Апрелĕн 24-мĕшĕнче куракансем "Дон Кихот" спектакле курса Санкт-Петербургри Мариинка театрĕн артисчĕсен пултарулăхĕпе киленме пултарĕç. Партисене Пĕтĕм тĕнчери конкурссен лауреачĕ Оксана Бондарева тата Раççей тава тивĕçлĕ артисчĕ Антон Корсаков вылĕç.

Балет фестивальне кÿршĕ регионсенчи театрсен ĕçченĕсем хатĕрленĕ икĕ спектакль илем кÿрĕ. Вĕсенчен пĕри - "Лебединое озеро". Шупашкарта пурăнакансем ăна апрелĕн 23-мĕшĕнче курма пултарĕç. Раççей тава тивĕçлĕ артисчĕ, Мари халăх артисчĕ Константин Иванов балетмейстер лартнă постановкăна Э.Сапаев ячĕллĕ Мари патшалăх оперăпа балет театрĕ илсе килĕ. Чăваш сцени çине пĕрремĕш хут тухакан "Бахчисарайский фонтан" спектакле Чулхулари А.С.Пушкин ячĕллĕ патшалăх академи оперăпа балет театрĕн артисчĕсем апрелĕн 25-мĕшĕнче кăтартĕç.

XIX балет фестивалĕ гала-концертпа вĕçленĕ. Ун чухне сцена çине Мускаври Пысăк театрăн артисчĕсем Андрей Меркурьевпа Андрей Евдокимов, Санкт-Петербургри Мариинка театрĕн артисчĕ Владислав Шумаков, Пермьри П.И.Чайковский ячĕллĕ оперăпа балет академи театрĕн артисчĕ Сергей Мершин тухĕç. Куракансене Францири Роман Михалев, Италири Сара Ренда, Англири Остин Байрон хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарĕç. Хальхинче фестиваль балетпа, илемлĕ кĕвĕпе çеç асра юлмĕ. Искусствăна кăмăллакансем фойери фотокуравпа та киленме пултарĕç. Балет труппин артисчĕсене Шупашкарти Алексей Волков сăн ÿкернĕ. Мускаври Владимир Чикин фотограф "Балет&Город" проект хатĕрленĕ.

Çакна та палăртмалла: Раççейре - Литература, Чăваш Енре Константин Иванов çулталăкĕ пулнăран Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ апрелĕн 17-мĕшĕнче акци ирттерет. Куракансем театра кĕнеке илсе килсе унпа "Сарпике" балета тÿлевсĕрех курма пултарĕç. Кĕнекесене ЧР Наци библиотекине парĕç, унтан вара вĕсем ял-салари вулавăшсене саланĕç.

Ирина КОШКИНА.

Рубрика: