«Кĕмĕл ĕмĕрте» - ылтăн картинăсем

Чăннипех çапла калама пулать раштавăн 19-мĕшĕнче Наци библиотекин «Кĕмĕл ĕмĕр» галерейинче уçăлнă «Халăха юратса» курав пирки. Ячĕ хăех сăмах чăвашлăх пирки пынине систерет. Уяв йĕркелÿçисем - Чăваш художникĕсен союзĕ. Пĕрлĕх кăçал 20 çул тултарчĕ. Курава та паллă çак пулăмпах çыхăнтарнă.

1993 çулта сакăр ÿнерçĕрен тăракан ушкăн чăмăртаннă. Халĕ йышра республикăра тата ун тулашĕнче палăрнă çак ÿнерçĕсем: Владимир Агеев, Николай Карачарсков, Виталий Петров /Праски Витти/, Климентий Владимиров, Николай Енилин, Валентин Федоров, Владимир Шведов, Петр Пупин, Владислав Зотиков, Николай Балтаев, Василий Кузьмин, Олег Ксенофонтов, Виктор Егоров /Аванмарт/ Татьяна Шаркова тата ыттисем те. Вĕсем - живопиçпе е графикăпа, сценографипе е скульптурăпа ĕçлеççĕ - тăван халăх искусствин ĕмĕрхи йăли-йĕркине пĕтме памаççĕ, наци темипе çыхăннă произведенисем ăсталаççĕ.

Курава Наци библиотекин директорĕ Светлана Старикова уçрĕ. Ÿнерçĕсем вулавăша çÿрекенсене пысăк парне хатĕрленĕшĕн тав турĕ. Юрий Викторов искусствовед çамрăк союзăн ĕç-хĕлне тивĕçлĕ хак пачĕ. «Çак тапхăрта çамрăк ÿнерçĕсем ÿссе çитĕнчĕç, аслă ăрурисем чунĕпе çамрăкланчĕç,- терĕ вăл.- Çĕнĕ пĕрлĕх 1993 çултах хăй пирки ырă енĕпе калаçтарчĕ: паллă ÿнерçĕ Анатолий Миттова халалласа курав уçрĕ. Ун хыççăн та союз членĕсем тĕрлĕ выстакăра пултарулăхĕпе палăрчĕç. 2007 çултанпа Чăваш художникĕсен союзĕн пуçарăвĕпе Чăваш Ен тĕп хулине халалланă «Савнă Шупашкар» курав иртет.

Союза тĕрлĕ çулта ертсе пынă Петр Пупин, Виталий Петров /Праски Витти/, Василий Кузьмин тата пĕрлĕхĕн хастарĕсем Владислав Зотиковпа Николай Карачарсков, ыттисем иртнĕ тапхăра аса илчĕç, умри тĕллевсене палăртрĕç.

Юрă-ташă ăстисем - Анатолий Музыкантов ертсе пыракан ачасен «Суварята» ташă тата Наталья Арсентьевăн «Телей» ансамблĕсем - чăваш кĕвви-çеммипе савăнтарчĕç.

Тавах ÿнерçĕсене пире, ахаль çынсене, хĕллехи сивĕ кунсенче çу илемĕпе, улăхри чечексен ырă шăршипе, тăван халăхăн пуян культурипе киленме май туса панăшăн.

Надежда СМИРНОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕсем

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.