Кĕлетке тасалăхĕ пирки çеç-и?

Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕсем хатĕрленĕ «Мунча кунĕ» премьера пулассине пĕлсен пуçра тĕрлĕ шухăш явăнчĕ. Канмалли кунсем... Çемьепе ирттермелли вăхăт. Уйрăмах çуралнă килте, атте-анне патĕнче, мĕн пур тăван пухăнни паха. Пÿртре - тутлă кукăль, картишре мунча шăрши сарăлать. Мунча хутса кĕни кĕлеткене те, чуна та тасатнăн туйăнать. Çапах ватăсем: «Çылăхлă чуна мунчара çăвăнса та тасатаймăн», - тенĕ. Кĕлетке тасалăхĕ çинчен çеç каласшăн пулнă-ши пьеса авторĕ Арсений Тарасов?

Паянхи ял пурнăçĕ. Кĕтерук /РСФСР халăх артистки Нина Яковлева/ патне икĕ ывăлĕ килнĕ. Вăхăтран-вăхăт манакан ватă çын 6 çул киле пырса курман Виталие /Сергей Павлов/ тÿрех палласа та илеймест. «Раççей çинчен шухăшлатпăр. Анне патне килсе кураймастпăр», - хăйне хăй ÿпкелет капитан. Вăл амăшне хăйĕн патне илсе кайĕччĕ - умра вăрăм çул. Георгин /Чăваш халăх артисчĕ Вячеслав Александров/ хулара тĕпленнĕ çемйи карчăка йышăнмасть. Чи çывăх çыннине ватăсен çуртне вырнаçтарасси пирки те сăмах пуçараççĕ вăй питти арçынсем, анчах пире пурнăç парнелекенсем çакна илтме тивĕç-ши?

Ватăсемшĕн çумра çын пурри, унпа чуна уçса калаçни хаклă-çке. Кĕтерук хăйне тĕпренчĕкĕсен умĕнче айăплă, вĕсене пурăнма кансĕрленĕн туять. Вăл вилĕм ун патне килме маннине пĕрре мар асăнать. «Турă касса панă чĕлле çисе янă. Тĕпренчĕкĕсене пуçтармалли кăна юлнă ĕнтĕ», - пуплет «пĕччен» ватă. Çук, пĕччен мар вăл. Кĕтерук пек ватăсене ял хĕрт-сурчĕ упрать. Чĕлхесĕр Мисаил /Евгений Урдюков/ вĕсене ĕçлесе пулăшать, пĕччен пурăнакансен чунне йăпатасшăн çунать. Чун ыратăвне вăл сăмахпа калаймасть. Çапах çакна куракан унăн кашни хусканăвĕнче асăрхать. Вăл каярахпа калаçма пуçлани ял пĕтменнине, çĕнĕрен вăй илсе чĕрĕлме шанăç пуррине ăнлантармасть-и-ха?

Постановка вĕçленсен куракансем артистсене, спектакле лартакан СССР халăх артистне Валерий Яковлева, Наталия Сергеева режиссера, пьеса авторне Арсений Тарасова тăвăллăн алă çупса тав турĕç. Çакă премьера ăнăçлă пиçсе тухнине ăнлантарать. Арсений Алексеевич сцена ăстисене пурне те алă парса саламларĕ. Евгений Урдюкова вара ыталасах илчĕ. Хăлхинчен мĕн пăшăлтатнине пĕлес тесе Арсений Алексеевичран хăйĕнчен ыйтма хăюлăх çитертĕм.

- «Маттур!» тенĕ пуль, - ăшшăн йăл кулчĕ драматург. - Кашни артист хăйне шаннă роле уçса пачĕ. Женя Урдюков çамрăк пулин те, чăннипех те, хăйĕн пултарулăхĕпе залра ларакан кашни çыннах тыткăнларĕ-тĕр. Вăл хăш-пĕр актер пек Мускавра вĕренмен. Шупашкарти вĕренÿ заведенийĕнче ăс пухсах çавăн пек выляма пултарнине ырламалла. Манăн шухăшпа, çапла тăрăшса ĕçлесен ăна çутă малашлăх кĕтет. Анчах çакна шута илмелле. Ахăртнех, Женьăна эпĕ çеç мар, ыттисем те мухтаççĕ. Çавăнпа ырă сăмахсене итле-итле «çăлтăрланассинчен» те асăрханмалла.

Куракан Чăваш Ен каччипе çемье çавăрнă Мариша /Оксана Драгунова/ Самар тăрăхĕнчен пулнине сисмесĕр юлмарĕ пуль. Учительре ĕçлекен Лешăпа /Александр Петров/ арăмĕн пепке çук, çавăнпа çамрăк арăм Кĕтерук ывăлĕнчен Виталирен çуратма шухăшлать. Пьеса авторĕ мĕншĕн икĕ тăрăхри чăваша суйланине те ăнлантарчĕ.

- Валерий Николаевич Маришăн сăнарне кăшт «çемçетме» сĕнчĕ, сăпайлă чăваш хĕрĕ çавнашкал утăм тунине ĕненме йывăррине пĕлтерчĕ. Çак сăнар ахальтен мар çуралчĕ. Ытти региона асăнас пулсан, сăмахран, Тутар тата Пушкăрт республикисенче чăвашсем тĕпленнĕ. Вĕсенчи тĕп халăх нацие упраса хăварас тĕлĕшпе чылай ыйту çĕклет. Çавăнпа унти чăвашсене, Самар тăрăхĕнчисемпе танлаштарсан, чылай çăмăлрах, - шухăшне палăртрĕ Арсений Тарасов. - Мĕншĕн тесен виççĕмĕшĕсен вырăссен хушшинче пурăннă пирки нацие упраса хăварма тата ытларах тапаçланма тивет, çавăнпа Самар чăвашĕсем, манăн шухăшпа, ытти тăрăхринчен урăхларах, çирĕпрех кăмăллă.

Арсений Алексеевич чăваш поэчĕ Стихван Шавли çуралнă тăрăхра ирттернĕ пĕр мероприятие аса илчĕ. Унта пурăнакансем чăваш сăвви-юррине еплерех хăватлă туйăмпа янăраттарнине курсан пĕрре тĕлĕннĕ, тепре савăннă вăл.

Пире çутă кун панă çынсене канлĕ ватлăх парнелесси, ял-салан малашлăхне упрасси, тăван халăха сыхласа хăварасси... Çивĕч çак ыйтусене кăна мар, юрату темине те асăрхатпăр спектакльре. Вĕсем пĕр-пĕрин хушшинче тачă çыхăннă. Телейсĕр юратăва пула Соня /Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки Елизавета Хрисанфова/ такăр çултан пăрăнать. Эрех-сăра серепинчен тухма хăйне çеç мар, юратнă арçыннине те пĕрре мар сăмах паракан хĕрарăм хаяр шĕвекпех чунне йăпатать. Паянхи кун ялсенче пурăнакан хĕрсене, амăшĕн ятне илтнисене пăхас тăк, шел те, кирек ăçта та çав инкекпе асапланакансем пур.

Пĕр-пĕр сăнара калăплама, чун витĕр кăларма епле йывăррине артистсем çеç пĕлеççĕ. Ăна чутласа якатсан кăна куракан патне çитереççĕ. Анчах хăш-пĕр чухне кăлтăксемсĕр пулмасть-тĕр. «Ĕçлемен çын çеç йăнăшмасть», - теççĕ халăхра. Спектакле сăнанă май пĕр самант куçа тăрăнчĕ: шыв тултарнă витрене пушши пек йăтаймăн-çке...

Гардероб умĕнче черет йышăннисем те, фойере тăракансем те премьера пирки хĕрÿллĕн калаçрĕç. «Чăн-чăн пурнăç! Пĕтĕмпех пурнăçран!» - тени унтан та, кунтан та илтĕнчĕ. Курма пыракансен пысăк пайĕ, ахăртнех, ял-салара çуралса çитĕннĕ. Эппин, вĕсем çапла калани пьеса авторĕ çивĕч ыйтусем хускатнине, халăх нушине курнине тепĕр хут çирĕплетет.

Елена ТРОФИМОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.