Кĕлĕ те ирттерет, ĕне те сăвать

Красноармейски районĕнчи Яманак çыннисем чиркÿре кĕлĕ ирттерекен Александр аттене хисеплени калаçуранах палăрчĕ. 
Хăйĕн вырăнне чиркÿре тупиччен ялти шкулта ачасене физика, астрономи, географи, информатика вĕрентнĕ вăл. Пĕлÿ çуртĕнче 15 çул ĕçленĕ.

Хĕсметре взвод командирĕ пулнă. «Салтака кайнă чухне анне хĕрес парса янăччĕ. Ăна енчĕке чиксе кăкăр тĕлĕнчи кĕсьене хуни асра», — ун чухнех Турă хăватне ĕненнине çирĕплетет пачăшкă. Çав вăхăтрах килте турăш пулнă, Мăнкунра çăмарта хĕретнĕ. «Каялла çаврăнса пăхсан пурнăç çулĕпе Турă ертсе пынине, йăнăшни чун çирĕплĕхне тĕрĕсленине ăнланатăп», — калаçăва тăсать вăл.
Пиччĕшĕ чире пула нушаланни, амăшĕ ăна сыватма тăрăшни Александр Даниловăн чунне те ыраттарнă. Паллах, унăн та хăйĕнчен аслăрах тăванне пулăшас килнĕ. Çавăнпах шăллĕ пиччĕшĕпе пĕрле чиркĕве çÿреме пуçланă. «Çынсем хĕрес хывсан — хĕрес хывмалла, чĕр куçленсен — чĕр куçленмелле», — çакăнти йăлана хăнăхса пынине аса илет Александр атте. Вăл каланă тăрăх, кĕлĕ пиччĕшне ырă витĕм кÿнĕ, чирлĕ арçын хăйне чылай лайăхрах туйнă.
Турă çулне суйлама çынна нуша хистенине пытармасть Александр атте. Учитель ĕçне пăрахса Шупашкарти тĕн училищине вĕренме кĕнĕ вăл. Пĕлÿ илнĕ вăхăтрах пачăшка вырнаçнă. Каярах ял çыннисем ыйтнипе, Александр атте тăрăшнипе Яманакра чиркÿ çĕклеме пуçланă. Турă çурчĕ 2011 çултанпа ĕçлет.
Таса пурнăçлă Николай атте турăшне, тĕслĕхрен, Вăрнарти хĕрарăмсен мăнастирĕнчен илсе килнĕ. Ăна Александр атте хăйĕн аллипе çĕнетнĕ. «Тĕн училищинче вĕреннĕ вăхăтрах турăш ÿкерме пуçларăм. Пĕрне Михаил Иванов протоиерей илсе кайнăччĕ», — ĕç майне тупнине палăртать пачăшкă.
Çак ялти хăй тĕллĕн вĕреннĕ художникăн Вячеслав Филипповăн турăшĕсене те кăтартрĕ Александр атте. Вăл аслă пачăшкăран пил илсе пуçăннă ку ĕçе.
Хастар хĕрарăмсем çветтуй Матрена турăшне ятарласах туяннă. Халĕ унпа Хĕреслĕ çула тухаççĕ.
Яманак чиркĕвĕн 500 ытла килограмм таякан чанĕ çинчен çырмасăр иртеймĕн. Вăл та хăйĕн вырăнне тупнă. 1902 çулхи чан сасă кăларми пулнине калать пачăшкă. Апла пулин те ăна Канаш тăрăхĕнчен Красноармейски районне илсе килнĕ. Мĕн тетĕр? Вăл çакăнта çĕнĕрен сас пама пуçланă.
Кунта Кăшарни тĕлне чиркÿ патне пăр хĕрес вырнаçтарассине йăлана кĕртнĕ. Ăна чиркÿ старости Виталий Львов касса кăларать. Хĕрес çине çветтуй сывлăша сăнлакан кăвакарчăн «канма ларнă». Çумрах херувим /пирĕшти/ курăнать. Пăр скульптурăна асăрхамасăр иртеймĕн. Çакăнтах Христос витере çуралнине кăтартакан вăрттăн вырăн пур.
Александр аттен килĕнче те пулса курма тÿр килчĕ. Пĕччен арçын 2 ĕне, сурăхсем, 30 ытла чăх усрать. Ĕне сăвасси ним те мар уншăн. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Марина ТУМАЛАНОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.