Кĕçех çĕр ĕçĕ пуçланĕ
Çулталăкăн кирек хăш тапхăрĕнче те ахаль ларма хăнăхман ял çынни. Çĕрпÿ районĕнчи Чиричкасси хĕрарăмĕсем çĕр ĕçĕ пуçланиччен çыхаççĕ-тĕрлеççĕ, Скандинави уттипе ял тавра çаврăнаççĕ. Библиотекăра ятарласах вĕсем валли ал ĕçĕсен кĕнекисен куравне йĕркеленĕ. Юлашки вăхăтра хăюпа картина ăсталакансен йышĕ ÿснĕ. Вĕсенчен пĕри — Валентина Петрова — кил-çуртне хăйĕн ĕçĕсемпе хăтлăлатнă. Унсăр пуçне картинăсене çывăх çыннисене парнелет вăл. Ал ăсти çавнашкалах вырăн таврашне тĕрĕпе илемлетнĕ, хутран ваза, чĕр чун кĕлеткисем тунă.
Ял хуçалăх академийĕнче вĕреннĕ чухнех практикăна Çĕрпÿ районĕнчи «Шурăмпуç» хуçалăхра ирттернĕ Валентина. Пулас агронома Геннадий Петров водительпе кĕрхи тыр-пул шăтнине тĕрĕслемешкĕн хире кăларса янă. Пылчăк ашнине хальхи пекех ас тăвать хĕрарăм. Те çакă çывăхлатнă вĕсене? Тепĕр тăватă уйăхранах пĕр çулпа утма тĕллев тытнă çамрăксем.
«Пиччĕшĕпе йăмăкĕ-и е аппăшĕпе шăллĕ-и эсир? Иксĕр те пĕр сăнлă», — кирек ăçта кайсан та кăсăкланнине палăртать Валентина Павловна. Çавăнпа телейлĕ те упăшкипе арăмĕ. Малтан совхоз хваттер уйăрса панă çамрăк специалистсене, кайран хăйсем çурт лартнă.
Хуçалăхри хăмла пахчинчи ĕçе йĕркелесе пынă хĕрарăм. Ачисене те хăйĕнпе пĕрле ана çине илсе тухнă. «Римма Анисимова, Зоя Захарова, Валентина Абрамова, Татьяна Филиппова... тăрăшса вăй хуни халĕ те куç умĕнче. Туслă йыш ĕçе вăхăтра пурнăçласа хисепе тивĕçнĕ. Аслă ăрурисем анне пекех пулнă маншăн», — каласа кăтартать Валентина Петрова.
Çĕр уявĕнче хăмла ани патĕнче ĕçсе çиессине йăлана кĕртнĕ вĕсем. Паллах, çулленех пысăк тухăç пуçтарса кĕртме ĕмĕтленнĕ ял-йыш.
Хăмла плантацине пĕтерсен кладовщикра 9 çул ĕçленĕ вăр-вар хĕрарăм. Совхоз çуршар çул шалу тÿлемен вăхăтра та аптăраман вĕсем. Килтех печени-пĕремĕк пĕçерме хăнăхнă. 3 тĕпренчĕкне алсиш-нуски кăна мар, кофта, калпак таранчченех çыхса тăхăнтартнă.
«Çу çитсен Андрей çемйипе Ленинград облаçĕнчен тăван тăрăха килессе кĕтетпĕр. Тунсăхларăмăр вĕсемшĕн», — чунне уçать амăшĕ. Халĕ те кичем мар Петровсене. Шăпах Шупашкарта пурăнакан хĕрĕ Галина пĕчĕк ачисемпе хăнана килнĕччĕ.
Çĕр ĕçне юратаканскер калча тăвас вăрттăнлăхсене те пĕлет. Шăтса тухнă пăрăçа, тĕслĕхрен, хутпа чĕркенĕ вăл. Курупка тĕпне пенопласт хунă. Ял çыннисем каланă тăрăх, унăн калчи яланах парка та çирĕп пулать.
Марина ГРИГОРЬЕВА.
Комментари хушас