Казахсем фильм ÿкереççĕ
«Казахфильм» чăвашсем çинчен фильм ÿкерет.
Пултарулăх ушкăнĕ Шупашкарта çу уйăхĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа çĕртме уйăхĕн 2-мĕшĕччен ĕçлет, «Чăвашсем. Казахстан — ман иккĕмĕш тăван çĕршыв» документлă фильм валли кадрсем ÿкерет. Киностуди ĕçченĕсем фильмра чăваш халăх историне, йăли- йĕркине, пуян культурине кăтартса парассине тĕпе хураççĕ. Вĕсем «Ясна» этноэкологи комплексĕнче фольклор ушкăнĕсене явăçтарса чылай кадр ÿкернĕ ĕнтĕ. Малалла Чăваш наци музейĕнче, Чăваш тĕррин музейĕнче, «Амазони» этнокомплексра, «Сувар» этнопаркра киноÿкерÿсем тумалла.
Казахстанри Павлодар хулинчи чăваш наци культура автономийĕн ертÿçи Елена Софронова пĕлтернĕ тăрăх — пултарулăх ушкăнĕ Чăваш Енрен Павлодара каять. Документлă фильмра унти пирĕн ентешсем мĕнле пурăннине кăтартса пама тĕллев лартнă.
Комментари хушас