Кайăк-кĕшĕк те сиплет
Пирвайхи çулсенче килĕшнĕ чăх-чĕппе кайăк-кĕшĕке курсан вăл чăтайман, тÿрех туяннă. Çапла майпа Канаш районĕнчи Шăхасан салинчи Алиса Куропаткинăн хушма хуçалăхĕнче пĕр ăрат çумне тепри хушăннă. Малтанах хĕрарăм çакăншăн хĕпĕртенĕ, анчах куляну та вăрах кĕттермен. Çынран туяннă чĕпсем чирлĕ пулнă, çакна кура ыттисене те пĕтерме тивнĕ.
Унтанпа 4 çул иртнĕ. Халĕ Алиса Витальевна чăх-чĕп ăрачĕсене асăрханса суйлать. Малтанхи пек чĕп мар, çăмарта туянать, чиртен хÿтĕлесе кварц айне хурать, ун хыççăн килти инкубаторпа кăларать. Капла шанчăклăрах тата йÿнĕрех. Сайра тĕл пулакан ăратсемпе кăсăкланасси уншăн ăнсăртран пуçланнă темелле. Юлташĕ сĕннипе интернетпа туслашнă. Çакăн хыççăн илемлĕ чăх-чĕп усракансем патне шăнкăравлама, çÿреме пуçланă. Пĕччен мар, ĕçри юлташĕпе, Ухман ялĕнчи Валентин Даниловпа пĕрле. Иккĕшĕ те вĕсем Шăхасанти психиатри больницинче ĕçлеççĕ.
"Ăс-тăн тĕлĕшĕнчен айван çынсене сиплеме çăмăл мар. Сменăран пусăрăнчăк чунпа, йывăр кăмăлпа таврăнатăн. Кун пек чух тÿрех чăхсем патне кĕретĕп, вĕсемпе калаçатăп, хушăран вăрçатăп та. Апла пулин те мана курсан вĕсем ниçта кайса кĕрейми савăнаççĕ. Хама çапла сиплетĕп", — тет хĕрарăм.
Мăшăрĕ, 3 ывăлĕ амăшĕ кайăк-кĕшĕкрен уйрăлма пĕлменнине хăнăхнă ĕнтĕ. Упăшкипе аслă ачи Мускавра ĕçленĕ май ăна ăратлă чăх-чĕп туянма укçапа пулăшаççĕ.
Хальччен вăл сахал мар выльăх усранă, ку шутра — хур-кăвакал, сысна, пăру. Хăшĕ те пулин чирлесен е ăнмасан чунне ыраттарнине курсан килтисем ăна текех нушаланмастăн тесе каланă. Ара, унсăр пуçне хĕрарăм халĕ йывăр чирлĕ ашшĕне пăхать.
Вăл чăх-чĕпе тĕрлĕ чиртен хÿтĕлеме тăрăшать. Хĕлле сарайне йăлт дезинфекцилет, кварц лампипе, йод шашкипе усă курать. Апата витаминпа пуянлатать, сăмсалантарнă тулă хушать. Ăна темиçе хут марганцовка шĕвекĕпе чÿхет. Антибиотикпа пач усă курмасть. Унашкал аша мĕнле çийĕн? Ăрат тасалăхне çухатас мар тесен инçетрен туяннисемпе пĕтĕçтермелле.
Сайра тĕл пулакан кайăк-кĕшĕк ĕрчетсе пуяймăн. Тăкак апат хакне саплаштарни те темĕн пекех. Халĕ Алиса Витальевна чăхăн 6 ăратне /кашниех темиçе тĕслĕ\ кăна хăварнă. Хаклине вырнаçтарма хĕн. Ял çыннишĕн илемрен ытла вăл ашлă пулни тата çăмарта туни пĕлтерĕшлĕ.
Куропаткинсен хушма хуçалăхĕнче хитрелĕхшĕн усракан кайăксем те пур: фазан, цесарка, хир чăххи /куропатка\ тата ытти те. "Хамăр хушаматпа çыхăннăскере мĕнле манăн?" — тет кил хуçи хĕрарăмĕ. Кăвакал та темиçе тĕрли. Кăçал Мускавран "американская каюга" ăратăн çăмартине илсе килнĕ. Вăл Чăваш Енре хальлĕхе çук-мĕн.
Ялан çĕннине шырас килет унăн. "Пакша ĕрчетесшĕн. Темшĕн-çке пирĕн вăрманта вăл сахал, пач курман тесен те юрать. Анчах туяниччен усрама читлĕх хатĕрлемелле. Укçа та кирлĕ, пĕри сахалран та 5-6 пин тенкĕ тăрать", — шухăш-ĕмĕчĕпе паллаштарчĕ кайăк-кĕшĕк тусĕ. Сăмах май, хушма хуçалăхри илемпе киленме çулласерен ачасем те йышлă çÿреççĕ. Пĕри унран опыт илесшĕн, тепри ăна итленĕ хыççăн хăй те çĕнĕ ĕçе пуçăнасшăн.
Ирина НИКИТИНА.
Автор сăнÿкерчĕкĕ.
Комментари хушас