Кавир тасатма
Кил-тĕрĕшре усă курмалли тĕрлĕрен çумалли-тасатмалли япаласене йăлтах лавккаран туянтăр-и? Туянни килте хатĕрленинчен витĕмлĕрех, чаплăрах тетĕр-и? Йăнăшатăр. Килте хатĕрленĕ шĕвек е паста, савăт-сапа çумалли хутăш лавккаринчен пачах та кая мар, тен лайăхрах та. Туяннă шĕвекĕн тытăмне эпир пĕлместпĕр те.
Кавире тасатакан шĕвек хатĕрлесе пăхар-ха. Вăл тем чухлĕ химисĕрех тата чылай йĕнĕрех пулĕ. Чи кирли — лайăх тасатать.
Кирлĕ пулать: пĕр литр кĕрекен савăт, пульверизаторпа; 40 г уксус, вĕри шыв /вĕрекенни мар/, ăна савăта, хĕррине 5 см çитермесĕр, яратпăр; пĕр апат кашăкĕ япала çумалли порошок.
Йăлтах савăта тултаратпăр та силлесе хутăштаратпăр. Çак шĕвекпе кавире пĕрĕхетпĕр. Вараланчăк вырăнсене вăйлăрах пĕрĕхсе тытатпăр, тасататпăр.
Шĕвеке хаклама пултаратăр.
Комментари хушас