Кăвак хуппи уçăлатех

14 Çу, 2014

"Хыпар" редакцине Канаш районĕнчи Анат Сурăмри ĕç ветеранĕнчен Сергей Русаковран ял пурнăçне хак панă самай хивре çыру килчĕ. Хуçалăхсен ĕçĕпе паллашмашкăн журналиста Кăшнаруй тăрăхне пырса курма йыхравлать. Çырура хускатнă ыйтусене авторпа пĕрле вырăнта тишкертĕмĕр.

- Малтан "Правда" колхозран Анат Сурăмра юлнă производство-социаллă пурнăç çурт-йĕрне пăхса çаврăнар, - терĕ совет тапхăрĕнче хуçалăха ертсе пынă Сергей Васильевич. - Пасар реформисен тапхăрĕнче унăн никĕсĕпе ЯХПК йĕркелерĕç. Вăл панкрута тухсан Кăшнаруйри, Йĕрĕхçырминчи, Шăхальти тата пирĕн ялти пурлăхĕ йÿнĕ хакпа предпринимательсене, тулли мар яваплă обществăсене, фермерсене, хăш-пĕр килти хуçалăха куçрĕ. "Правда" ĕçченĕсем вун-вун çулта тар юхтарса тунăскере кĕске хушăра салатрĕç. Чылайăшĕ паян та юсавлă, тупăш кÿрет.

- Колхоз ĕçченĕсем пурнăçа епле сыпăнтарса пынине аса илеймĕн-и?

- "Правдăра" пин пуç сысна, 600 ĕне выльăх, 80-100 лаша, темиçе çĕр сурăх пулнă, вун-вун нутри /10-12 хĕрарăм ялти çĕвĕ цехĕнче унăн тирĕнчен сумка çĕленĕ/ усранă, тăватă пин ытла гектар çĕр çинче ял хуçалăх культурисем çитĕнтернĕ. Продукци сутса тунă тупăша колхоза аталантарма, социаллă ыйтусене татса пама янă. Колхозникăн ĕç укçи хула рабочийĕнчен пĕчĕкрехчĕ. Çапах вăл кашни çемьене 5-8 ача çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине тăратма, çурт-йĕр çавăрма çитнĕ. "Правда" хыççăн йĕркеленнĕ обществăсемпе фермер хуçалăхĕсем çынсене этем пек пурăнма май паракан ĕç укçи тÿлеймеççĕ. Темиçе теçетке çынна çеç чун усрамалăх кĕмĕл параççĕ. Вĕсен шайĕпе урăхла пулаймĕ. Мĕншĕн тесен производстви "Правда" кăтартăвĕнчен нумай хут пĕчĕкрех. Хăвăрах шухăшласа пăхăр. Пирĕн ялта кăна механизациленĕ 9 витеччĕ! Кашнинче 8-10 çынран сахал мар вăй хунă. Машина-трактор паркĕнче, виçĕ ялти уйрăмĕсенче пурĕ 150-170 механизатор тăрăшнă. Акана, вырмана, утă хатĕрлеме, пахча çимĕç пухса кĕртме çĕр-çĕр çын хутшăннă. Тăватă ялта тĕп тата вăтам специалист, клубпа библиотека ĕçченĕ 50-ран кая мар тăрăшнă. Юлашки çулсенче Анат Сурăмри 9 витерен пĕринче кăна 40 яхăн ĕне выльăха, вăл шутра сăвакан 22 ĕнене хĕл каçараççĕ. Иккĕмĕшĕнчен кăшкарĕ çеç юлнă. Ыттине тахçанах сÿтнĕ.

- Хытă сийлĕ çулпа ялăн кăнтăр енчи хĕррине тухрăмăр. Умра мĕнле çурт-йĕр?

- Пĕрремĕшĕ - Чăвашпотребсоюзăн çăкăр пĕçерекен "Кооператор" обществин цехĕ. Унăн алăкĕ реформăсен тапхăрĕнче те хупăнмарĕ. Коллективра ĕçлекенсенчен ытларахăшĕ - Анат Сурăмсем. Кăшнаруйран 3-4-ăн. Юнашарах Тăван çĕр-шыва нимĕç фашисчĕсенчен хÿтĕлесе пуç хунă, пирĕн ялта çуралса ÿснĕ Кĕçтук Кольцов сăвăç музейĕччĕ. Культурăна нухрат çителĕксĕр уйăрма тытăнчĕç те ял администрацийĕ çурта хутса ăшăтма, электричествăшăн тÿлеме вăй çитереймерĕ. Музее, шкула хупрĕç. Цеха хирĕç - культура çурчĕ. Унта кĕрсе юрă-ташă ăстисемпе сăмахлама кăмăл пур-и? Алăкĕ çине çырса çапнă пĕлтерÿре клубăн ĕç йĕркипе паллаштарнă. Вăл эрнере пилĕк хутчен яра куна тăсăлать, клуба каçхине икĕ хутчен çеç уçаççĕ. Çамрăксен ĕç е вĕренÿ вăхăтĕнче кунта килме вăхăт çук. Вĕсене клубра 19-23 сехетсенче пухма май çук-ши?

- Тата мĕнле объекта кăтартатăн?

- Пĕтĕмĕшле врач офисĕнче пациентсене врачпа медсестра йышăнаççĕ. Унта аптека уçмаллах. Çынсем транспортпа эмел туянма е Шăхасана, е Канаша каяççĕ. Ялта лавккапа хупах лайăх ĕçлеççĕ. Эрех-сăра ассортименчĕ иккĕшĕн те питĕ пуян. Ĕлĕк ял библиотекине кĕнеке, хаçат-журнал вулама йышлă çÿренĕ. Халĕ темиçе çухрăмри Кăшнаруя утатпăр. Анат Сурăмри ача сачĕ кунĕпех пыл хурчĕн вĕлли пек сĕрленĕ. Хупрĕç. Пĕчĕккисене Кăшнаруя леçеççĕ.

Авă колхоз укçипе кирпĕчрен çĕкленĕ темиçе хутлă çурт. Ăна предпринимателе йÿнĕллех сутнă. "Правдăн" çăнăх авăртакан арманĕн, автотарасин, çăм таптаракан арманĕн алăкĕ ял-йышшăн куллен уçăччĕ. Виçĕ утăмрах - тырă типĕтмелли комплексчĕ. Пурне те юхăнтарчĕç. Йĕтем юписем вырма пынă вăхăтра кунĕ-çĕрĕпе ĕç шавĕ кĕрлесе тăнине тунсăхлăн аса илтереççĕ. Çурла-авăн уйăхĕсенче кунта аслисемпе танах шкул ачисем те ĕçлетчĕç. Авă, курăр, йывăçсен çумĕнче тахçан кашта таран тырă йăтăнса выртнă, халĕ çил вылякан пушă кĕлет ларать. Анаталла ик çĕр метр утсан колхозăн хăмла упрамалли складне куратпăр. Председатель ăна тата кирпĕчрен хăпартнă икĕ хутлă пÿрте ывăлне качака укçилле сутса ячĕ. Ял администрацийĕ çав объектсем йышăнакан çĕр лаптăкне те ăна уйăрчĕ. Паян ялта çĕрпе тухăçлă усă куракан, çулталăкра вун-вун тонна продукци сутакан, нумай çынна ĕçе явăçтаракан пĕр предприяти те çук.

- Хресчен хуçалăхĕсем, тулли мар яваплă обществăсем "Правда" ĕçне тăсманшăн чунна ыраттарса пурăннине туятăп. Мĕншĕн вĕсем производство объекчĕсемпе кирлĕ пек усă курайман, колхоз хăвачĕсене упраса хăварса хушайман? Ытти районти нумай колхозăн харпăрлăхçи улшăнчĕ пулин те производство хăватне упраса хăварчĕç, продукци туса илеççĕ, çынсене ĕçлеттереççĕ. Кукăр-макăр çул "Правдăна" мĕншĕн шурлăх патне илсе тухнă?

- Малтан колхоза, каярахпа ЯХПКна ертсе пыма рынок экономикин саккунĕсене лайăх ăнланакан, хуçалăх укçине перекетлĕ тытакан, унта ĕçлекенсене тÿрĕ çулпа ертсе пыракан, тăкака тупăшпа хупласа пыма пĕлекен çынна лартмарĕç. Кооператив тилхепине ÿсĕм тăвайман, ЯХПК çурт-йĕрне, техникине салатакансене тыттарса йăнăш турĕç. Ку ыйтăва колхоза реформăсен пуçламăшĕнче тата ЯХПКна ертсе пынисене памалла. Мĕншĕн "путлăха лекнине" вĕсем хуравлаччăр. Хăвăрт улшăннăскерсем пĕрлехи пурлăха салатнине ял-йыш часах асăрхарĕ, чылайăшĕ ертÿçĕсемпе пĕрлех килти хуçалăха сĕтĕрчĕ. Пурлăха пайланă хыççăн çынсене ĕç вырăнĕпе тивĕçтернĕ пулсан паян никам та ятламĕччĕ. Нумай çынна хăйĕн тарĕпе тунă пурлăхăн пĕр татăкĕ те лекмерĕ.

- Каçар та, çитменлĕхе çĕклекен ветерансене пенси ÿстерсе параççĕ-и? Мĕншĕн вĕсене пуху-тĕл пулура хускататăн?

- Пенсие ÿстермеççĕ, ертÿçĕсем юратса пуçран шăлмаççĕ. Тен, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ: "Хыпара" мĕншĕн начаррине çырса пĕлтертĕн? Сана çынран нумайрах кирлĕ-и?" - тесе ыйтĕ. Ялти вăй питти çынсем республика тулашне укçашăн çÿрени, вĕсене вырăнта ĕç вырăнĕ туса паманни кулянтарать. "Правда" хыççăн никĕсленĕ ОООсемпе фермерсен ĕçĕ мана тивĕçтермест. Кунсăр пуçне ялта социаллă ыйтусем пухăнаççĕ. Пĕри хамăн çемьенех пырса тиврĕ. Мăшăрăм йывăр чирлерĕ те стационара вырттарасса шанса Шăхасана, районăн тĕп больницине, кайрĕ. Врач ăна эмел ĕçме çырса панă, сиплеме больницăна хуман. Пусăрăнчăк кăмăлпа таврăнчĕ. Стационара вырттарас тесе унта икĕ хутчен кайрăм - ыйтăва татса параймарăм. "Йышăнма вырăн çук", - хурав пачĕ тĕп врач çумĕ. Ĕненмерĕм, палатăсене кĕрсе пăхса çÿрерĕм: пушă пĕр вырăн та курмарăм. Врач çумĕ патне виççĕмĕш хут кĕрсен çеç мăшăра сиплеме йышăнчĕç. Тĕп больницăн койка-вырăнне мĕншĕн сахаллатнине пĕлес тĕллевпе республикăн Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерствине çыру ятăм. Министр çумĕ республикăра пурăнакансен сывлăхне çирĕплетес тĕлĕшпе тăвакан калăплă ĕçсене пĕлтерчĕ. Çырура пирĕн тĕп больницăн койка-вырăнне сахаллатни çинчен пĕр сăмах та пулмарĕ.

- Информаци кунне хутшăнатăн-и?

- Хутшăнма тăрăшатăп, кашнинчех ыйту паратăп. Сăмахран, ройонăн тĕп больницин туалетне паянхи пурнăç ыйтнă пек юсама ыйтатăп. Пациентсен сывлăха тĕрĕслеттермешкĕн анализ пама унта кĕмесĕр май çук. Картишĕнчи туалетра хĕлле сивĕ, халсăр çынна шуçлак урайĕнче утăм тума çăмăл мар. Ăна хăтлăлатмалла, хĕлле ăшăтмалла. Хальлĕхе тĕп врач çак ĕçе пурнăçлама палăртнине мана пĕлтернипех çырлахать пек туйăнать.

- Çыру çырса тата кама пулăшма май килчĕ?

- "Кооператор" обществăра çăкăр пĕçерекенсене ĕç укçи сахал тÿленине, отпускра саккунра пăхнă 32 кун кантарманнине систерчĕç. Йĕркене пăсни çинчен Чăвашпотребсоюз канашне çыру ятăм, чирленĕ пирки пĕр хушă производствăна хутшăнайман çынсене сипленмешкĕн укçа уйăрма сĕнтĕм. Виçĕ ыйтăва та коллектив майлă татса пачĕç.

- Калаçăва пĕтĕмлетер-ха. Кăшнаруй ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алевтина Васильева пĕлтернĕ тăрăх - "Нива", "Сормовский" ЯХПКсем те саланнă, пурлăхне сутнă. Хальхи вăхăтра "Сормовский" общество 200 яхăн гектар çĕрпе усă курать, 100 ытла ĕне выльăх тытать, 20 яхăн çынна ĕçе явăçтарать. Кăçалхи ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче иртнĕ аукционра вăл ял тăрăхĕнчи ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ 433 гектар лаптăка туянма укçа çитереймен. Ăна Мускаври "Триумф" общество малтанхи хакран виçĕ хут ытларах тÿлесе алла илнĕ. "Мария" обществăн Ешкилтре - 150, Г.Иванов фермерăн Анат Сурăмра - 250, "Пинер" тата "Ямашевский" обществăсен 200 тата 169 гектар. Ултă харпăрлăхçă аллинче пурĕ 1400 гектар çеç. Мускавсем хăйсен тÿпине çак уйăхра пусă çаврăнăшне кĕртесси паллă мар. Вĕсен вырăнта техника хатĕрĕ çук. "Правда" колхозăн пулнă пин ытла гектар пушă выртать. Ытти ял таврашĕнче те тухăçлă усă курман лаптăк çĕр-çĕр гектар. Вĕсене пусă çаврăнăшне кĕртекенсем, çынсене ĕçе явăçтаракансем тупăнĕç-ши?

- Реформа нумай хуçалăхшăн майлă пулмарĕ. Апла пулин те чылайăшĕ йывăрлăха çĕнтерчĕ, аталану çулĕпе малалла кайрĕ. Пирĕн ял тăрăхĕнчи çĕр ĕçченĕсен пасар хутшăнăвĕсенче ÿсĕм тăвакансенчен мĕншĕн кайра пулмалла? Вĕсем ура çине çирĕп тăрасса - ял тăрăхĕнче пурăнакансемшĕн кăвак хуппи уçăласса - çирĕп шанатăп.

- Хăш ертÿçĕсенчен ырă тĕслĕх илме сĕнетĕн?

- Канаш районĕнчи Киров ячĕллĕ колхоз председателĕнчен Николай Андреевран, çĕнĕ саманара кирек хăш харпăрлăхлă хуçалăха аталантарса çынсене ĕçпе тивĕçтернĕ ертÿçĕсенчен, совет тапхăрĕнче ÿсен-тăранран, выльăхран продукци нумай туса илсе çынсен пурнăçне лайăхлатнă "Цивиль", "Канаш", "Путь Ленина", "Правда" колхозсене ертсе пынă Григорий Дмитриевран, Василий Дмитриевран, Василий Платоновран, Николай Ефимовран.

 

Калаçнă

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.