Кăтартусем лайăхланнă

Иртнĕ уйăх вĕçĕнче республика ертÿлĕхĕ ЧР Министрсен Кабинечĕн ĕç-хĕлне, çавăн пекех Чăваш Енĕн 2013 çулхи бюджетне епле пурнăçланине пĕтĕмлетнĕ. Социаллă пурнăçпа экономика, финанс кăтартăвĕ пĕтĕмĕшле лайăхланнине палăртнă.

Пĕлтĕр республика бюджечĕн харпăр хăй тупăшĕ кризисченхи 2008 çулхинчен 1,44 хут ÿснĕ /Раççейĕпе - 133,6%, федерацин Атăлçи округĕпе /ФАО/ - 136,5%/. Харпăр хăй тупăшĕн тÿпи 2011 çултанпа тăтăш хушăнса пынă. Ÿсĕм налук тÿлекенсенчен çирĕпрех ыйтнинчен, республика ертÿлĕхĕ тухăçлă йышăнусем тунинчен килнĕ.

ЧР республика бюджечĕн харпăр хăй тупăшĕн тытăмĕнче налукран кĕнĕ услам 95,3 процентпа танлашнă, налукпа çыхăнманни - 4,7%. 2013 çулта республика бюджечĕн налук тупăшĕ ăнăçлă пухăннă: 19 млрд та 419,8 млн тенке çитнĕ, 2008 çулăн 142,3 проценчĕпе танлашнă.

Бизнес-секторта лару-тăру кризис хыççăн та çĕр-шывĕпех йывăр пулнине пăхмасăр Чăваш Енре организацисен усламĕ çине хуракан налукăн тупăшĕ пысăкланнă, 2008 çулăн 109,4 процента çитнĕ /Раççейĕпе - 99,7%/. Çак кăтарту организацисен экономики çирĕпленсе пынине кăтартать.

2013 çулта республика халăхĕ 2008 çулхинчен 43,1% нумайрах услам илнĕ, çавна май унăн пурнăç шайĕ те хăпарнă.

Пĕрлехи тупăш çине çăмăллатнă йĕркепе налук хуни те пулăшнă. Вăл пĕлтĕр 1 млрд та 209,1 млн тенке çитнĕ /2008 çулăн 195,3%/. Сăлтавĕ - предприятисем финанс-хуçалăх лару-тăрăвне лайăхлатни.

Чăваш Республики пилотлă проектсене пурнăçлама çулленех хастар хутшăнать. Пĕлтĕр «Электрон бюджета» ĕçе кĕртесси малалла пынă, ĕç тăвакан влаçпа вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче бухгалтери учечĕн тытăмне централизацилекен проект пурнăçа кĕрет. Инвестици илĕртÿлĕхне вăйлатас тĕллевпе Шупашкарта Индустри паркне тума тытăннă, технологин кунашкал паркĕсем пысăк муниципалитет территорийĕсенче те пулмалла.

Кăтартусене танлаштарса тишкернĕ май çапла пĕтĕмлетнĕ: ЧР Правительстви 2013 çулта республика бюджечĕн харпăр хăй тупăшне ÿстерес, çав вăхăтрах РФ умĕнчи парăма чакарас, регионта инвестици лару-тăрăвне лайăхлатас тĕлĕшпе тухăçлă ĕçленĕ.

 

В.ВАЛЕНТИНОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.