- Чăвашла верси
- Русская версия
Касси-касси Элменкасси — кунта ялан тăван сасси
Çапла юрланă ĕçкĕ-çикĕре Сĕнреш шывĕ çумĕнчи ялта Кайрикас, Лешайкки, Малтикас урамĕсенче пурăнакансем. Юхан шывра пулă тытнă. Республикăри патшалăх архивĕнче упранакан ялсен планĕнче кăтартнă тăрăх, 1889 çул тĕлне ку ялта 47 кил, 91 арçын шутланнă. Истори ку тĕслĕхне эпир И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ профессорĕпе Лев Рыбаковпа «Инçет йăх йыхравĕ» /«Зов далеких предков»/ кĕнекере асăннăччĕ.
Элменкасси таврари чи пысăк масарпа паллă. Кунта вунă ытла ялта пурăннă йăхташсем — темиçе ăру — канлĕх тупнă. Вăрман ăшĕнчи «автансăр яла» кĕрлĕ-çурлă кĕрсе тухма та йывăрччĕ. Кăçал кăна çула вак чул сарса тирпейлерĕç, пĕвене тасатрĕç.
Çак тăрăхра çуралса ÿснĕ паллă çынсенчен пĕри — Александр Сергеев хăмлаçă. 1927 çултах вăл масар çумĕнчи ялта хăмла сăнав пахчи /Чăваш Енре — чи малтанхи/ йĕркеленĕ. Кунти ÿкерчĕксене вăл хăйĕн кĕнекине те кĕртнĕ. Александр Сергеевич Нарат Чакки чиркĕвĕ çумĕнчи шкултан 1914 çулта вĕренсе тухнă, чылай çул Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнче ĕçленĕ.
Хресченшĕн, çĕршĕн тăрăшакансем ялта татах пулнă. Вĕсенчен пĕри — Александр Абрамов, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕн Виталий Хмелевăн мăн аслашшĕ. Унăн ашшĕ Александр Хмелев та ялта паллă йĕр хăварнă. Хастарасем тăрăшнипе Картлай, Кистенер, Хаснарккă шывĕсем çинче шыв арманĕсем ĕçленĕ. Çакăн çинчен хальхи çыравçă, ЧПУ доценчĕ М.Иванов та, Хуракассинче ÿснĕскер, хăйĕн хайлавĕнче аса илнĕ. Фронтран аманса килнĕ Александр Хмелева, тĕслĕхрен, яла таврăнсан Хаснарккă çинчи шыв арманĕнче ĕçлеме чĕнеççĕ. Вăл ун чухне Элменкасси колхозĕн шутланнă.
Кунти колхоза иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче йĕркелеççĕ. Çавăн чухнех шкул хута яраççĕ. Пуçламăш классене малтанах А.Яковлев пÿртĕнче вĕрентеççĕ, унтан — В.Скворцов килĕнче. Ев-лампия Кангина, Вăрманлă Кушкăра çуралнăскер, малтанхи вĕрентекен пулнă. Унăн аппăшĕ Зоя Пукашра пĕлÿ панă, вăл унта качча тухнă. Унăн мăшăрĕ, шкулта ĕçленĕ А.Петров баянист, ЧАССР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ята тивĕçнĕ.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче Сĕнреш çинче пĕчĕк электростанци тăваççĕ — ун пекки таврара урăх пулман. Ку ĕçре вăрçă инваличĕ Василий Степанов, Геннадий Егоров, Юрий Степанов тÿпи пысăк. Каярах ятарлă агрегата Нарат Чаккинче те хута яраççĕ, электричество çутин юписене Ваçликассине çитичченех лартаççĕ. Унтан вара — Çулхĕрри ятлă пĕчĕк ялта та.
Тахçан шкул пулнă вырăнта халĕ Ирина Васильева тĕпленнĕ. Сăртра ларакан икĕ хутлă кирпĕч çурт аякранах курăнать. Таксире ĕçленĕ хĕрарăма республикăн тĕп хулинче чылайăшĕ паллать- тĕр: вăр-варлăхĕпе палăрса тăрать ентешĕмĕр.
Татах та нумай Элменкассире çуралса ÿснĕ маттур çынсем. А.Увольнов Шупашкарти юхан шыв порчĕн милицине ертсе пынă. Шăпчăк Кули — Н.Соловьев — купăс илемлĕ каласа хитре юрланă. Малалла вулас...
Комментари хушас