- Чăвашла верси
- Русская версия
Кашни уявăн хăйĕн юрри
Тĕрлĕ йăла пĕлекен çамрăксен хушшинче çеç мар, аслисен йышĕнче те чаксах пырать. Вăл е ку уява мăн асаттесем еплерех ирттернине паян ытларах ватă çынсем çеç ас тăваççĕ. Чăвашсен авалтан пыракан йăла-йĕркине тĕпчеме, вĕренме, ăша хывма тăрăшакансем çук мар-ха.
Салтак ячĕ тухнă яша хĕсмете йышпа ăсатать чăваш. Кам илтмен-тĕр урам тăрăх салтак юрри ян! та ян! кайнине? Тепĕр тесен паян ку сайрарах тĕл пулать. Çамрăксен йышĕ чакса, мешехи сĕвĕрĕлсе пырать. Чылайăшĕ тăван-пĕтенĕпе ăсату каçĕ кăна ирттерсе сыв пуллашать.
Ача чухнехи асрах. Тете-йысна повестка килсен ал шăлли сулла-сулла ял тăрăх çÿретчĕç. Эпир, пĕчĕкскерсем, чаршав хыçне пытанаттăмăр. Вăтанаттăмăр, çав вăхăтрах вĕсене сăнама интереслĕччĕ те. «Ыран ирех пырăр, эх, ăсатма» тенисем халĕ те хăлхара. Ачалăхри кĕвĕ, тен, асăмра çеç тăрса юлнă пулĕччĕ-и... Тавах, вĕсене ас тăвакансем, чунтан шăрантаракансем пур-ха! Икĕ-виçĕ çул каялла ялти икĕ çамрăка ăсатма тÿр килнĕччĕ. Эх, купăсçи! Мĕн тĕрлĕ сăвăласа юрлаттармасть!
Паллах, юрă-кĕвĕ ăстисем татах та пур. Анчах çамрăк каччă ертсе пынипе салтак карти епле юрлани, кĕввисем чунран шăранса тухни халĕ те куç умĕнче. Çак яшпа вулакана та паллаштарас килет. Александр Майоров Комсомольски районĕнчи Çĕнĕ Мăрат ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вунă ачаран Саша - чи кĕçĕнни. Шел, ашшĕ ăшшине туйса ÿсмен вăл. Ывăлĕ тăватă уйăхра чухне арçын ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. Амăшĕ Людмила Семеновна ачисене ура çине пĕчченех тăратнă. Тĕлĕнмелле, юрлама юратакан хĕрарăмăн мĕн пур ачи кĕвĕ шăрантарма ăста. Паллах, пурнăçĕсене чылайăшĕ музыка тĕнчипе çыхăнтарман. Хĕрĕ Ирина ялти фольклор ушкăнне çÿрет. Леня юрăсем çырать. «Утас çук эпĕ урăх çакă вăрăм çулпа» юррине республикăра илтмен çын та юлман-тăр. Ăна салтака каякан кашни çамрăк чуна хывать.
Саша вара Культура институтĕнче вĕренет. Маларах Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче фольклор уйрăмĕнче ăсталăхне туптанăскер халĕ те халăх юррисене шăрантарас пултарулăхне çирĕплетет. Сăмах май, аслашшĕн хăлхине те упа таптаман. Вăл тальянкăпа илемлĕ кĕвĕсем каласа халăха савăнтарнă. Музыка училищине, тĕрĕссипе, ăнсăртран лекнĕ Саша. Сцена çине тухас ĕмĕт пулнă-ха. Анчах аттестат илсен шухăшне улăштарнă. Тĕрлĕ аслă шкула ыйту çырнă вăл. Ял хуçалăх академине инженер пулас ĕмĕтпе пырса кĕнĕ. Икĕ сыпăкри тетĕшĕ музыка училищине ертсе каять. Çапла Валера Смирновпа Саша Майоров училище студенчĕсем пулса тăраççĕ.
- Салтак юррисене тетесенчен вĕренме тăрăшаттăм. Унсăр пуçне юлташăм Рудик нумай юрă пĕлет. Ытларах унран вĕреннĕ. Вăл вара ашшĕнчен Владимир Шуряшкинран ăшне хывнă. Ăçта мĕн юрламаллине çапла пĕчĕккĕн пухрăм. Вĕренме килсен те çак йăла-йĕркенех тишкерме тытăнтăмăр. Пушшех ăнкаракан пултăм, - каласа кăтартать йĕкĕт.
Каçал тăрăхĕнчи салтак юррисен сыпăкĕсемпе вулакана та паллаштарар-ха. Ялти тус-тăван патĕнче çÿренĕ чухне çапла юрламалла иккен:
Шухăшне кура кашни йĕрке хыççăн каламалли сăмахсем те пур. «Ял-йыш каяс килмест, ой, мĕн тăвас?», «Сыхлас пулать, ой, çуралнă çĕршыва» е «Ăсатса яр, савни, ой, савсассăн» тата ытти те. /Кĕвĕ пĕрешкел пулсан та сăмахĕсем кашни тăрăхăн расна. Сăмахран, кÿршĕ пирĕн ялтах «ой» тесе мар, «эх» тесе юрлаççĕ. - Авт./.
Саша купăс калама ачаранах пĕлнĕн туйăнать. Вăл вара малтанласа ăна тыткаласа çеç пăхнă иккен. Вун пĕрмĕш класра вĕреннĕ чухне çине тăрса тăрăшма пуçласан çеç кĕвĕсем тухма тытăннă. Малтан такмаксем калама хăнăхнă, майĕпен ытти юрăсем çине те куçнă. Шăпах çакăн чухне аппăшĕсем ăна гитара парнеленĕ.
- Пĕрремĕш хутчен салтак ачисемпе купăсçă пулса 1-мĕш курсра кĕркунне çÿрерĕм. Çавăн хыççăн чĕнме тытăнчĕç те. Çуркунне тÿрех 20 ачана ăсатрăм. Ăçта кăна çитмен-ши? Виççĕмĕш курсра купăс чăнласах калама вĕрентрĕç. Малтан ăна тĕрĕс уçса хупасси пирки шухăшламан та. Халĕ, паллах, хитре выляма тăрăшатăп. Çавах та хам кахалранах вĕренсе çитеймерĕм-ха, - пĕлтерет яш. Малтанах вăл тетĕшĕн Леньăн музыка инструменчĕпе каланă пулсан хулана килсен пĕр курсри тусĕ Саша Сорокин ăна купăс парнеленĕ.
Маттур та пултаруллă çамрăксем тĕк ларма пĕлмеççех ĕнтĕ. Пĕрле вĕренекенсемпе уявсем ирттересси, экскурсисем йĕркелесси пурин те пурах. Фольклор вăрттăнлăхĕсене шĕкĕлчекенсем вара пысăк уявсенче парксене тухса халăха савăнтарма та ăста иккен. Кун пек пĕрре мар тунă вĕсем.
Комментари хушас