Кашни тенкĕпе тухăçлă усă курмалла

Утă уйăхĕн 29-мĕшĕнче Çĕмĕрлере ĕçлĕ визитпа пулнă май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев муниципалитет активĕпе хулан социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн ыйтăвĕсемпе канашлу ирттернĕ. Унта ЧР Министрсен Кабинечĕн членĕсем Светлана Енилина, Олег Марков, Владимир Аврелькин, Альбина Егорова, çавăн пекех республикăн Предпринимательсен прависене хÿтĕлес енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Владимир Иванов хутшăннă.

Канашлăва уçса республика Пуçлăхĕ хулари объектсене пăхса çаврăннă май çуралнă шухăшĕсене, Çĕмĕрлере юлашки çулсенче пулса иртнĕ ырă улшăнусене палăртнă.

Хулана патшалăх енчен кÿрекен пулăшу курăмлă. Утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне Çĕмĕрле бюджетне куçарса панă трансфертсен калăпăшĕ 190 млн тенке яхăн - 2013 çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан ку виçе 2,2 хут пысăкланнă. Хулан бюджет тăкакĕсен пĕр пайне республика бюджечĕ хăйĕн çине илнĕ. Хула никĕсĕ шутланакан предприятисен - ятарлă автомобильсен завочĕн тата автофургонсен комбиначĕн - малашлăхĕ лайăх, вĕсем Раççей Президенчĕ Владимир Путин ют çĕр-шывсенчен кÿрекен продукцие хамăрăннипе улăштарма тĕллев лартнă май РФ Оборона министерствин миллиард-миллиард тенкĕлĕх саккасĕсене илме пултараççĕ.

Çĕмĕрле хула администрацийĕн пуçлăхĕ Любовь Дмитриева муниципалитетăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Канашлура çавăн пекех ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕсем - финанс министрĕ Светлана Енилина, строительство министрĕ Олег Марков, çавăн пекех экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин сăмах илнĕ. Вĕсем хулари çивĕч ыйтусене çĕкленĕ, вĕсене татса памалли çул-йĕре палăртнă.

Муниципалитет бюджечĕн хăйĕн тупăшĕ иртнĕ çулхинчен 3,5% пĕчĕкрех калăпланнă. Унăн ÿсĕмне бюджетсен хушшинчи трансфертсене пысăклатса тивĕçтернĕ. Çĕмĕрле бюджечĕн тупăшĕсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕнче хулан хăйĕн тупăшĕн тÿпи 18,9% чакнă. 2013 çулта 70 ытла предприяти хăйсен ĕçченĕсене уйăхри ĕç укçин чи пĕчĕк виçинчен сахалрах шалу тÿленĕ. Хулан çĕр лаптăкĕсемпе тата пурлăхĕпе усă курнăшăн татман аренда тÿлевĕ утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 5 млн тенкĕ ытла пулнă.

Муниципалитетăн пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхĕ питĕ йывăр лару-тăрура. Энергоресурссемшĕн тÿлемелли парăмсен виçи çав-çавах миллион-миллион тенкĕ капланса пырать. Республика Пуçлăхĕ право хуралĕн органĕсене "Теплоэнерго" МУП ертÿçин Дмитрий Головинăн ĕç-хĕлне тĕрĕслеме сĕннĕ, çав предприятире бухгалтери отчечĕсенчи тĕрĕсмарлăха тупса палăртнă - 147 млн тенкĕлĕх. Хула администрацийĕн пуçлăхĕн нумай çул ЖКХ тата строительство ыйтăвĕсемпе ĕçлекен, виççĕмĕш мэра улăштарма ĕлкĕрнĕ çумĕн Александр Власовăн ĕçне те япăх хак панă.

Ытти муниципалитетшăн та кăтартуллă çивĕч тепĕр ыйту та пур - спиртлă хутăшсем сутни. Муниципалитетсен влаçĕсем аптекăсемпе калаçса татăлнине пăхмасăр республика Пуçлăхĕ ыйтнипе журналистсем чылай "фанфурик" туянма пултарнă - çапла вара хула ертÿçисем аптека сетĕнче унашкал шĕвексем çук тесе ĕнентерме тăни тÿрре тухман.

Предпринмательсен парвисене хÿтĕлес енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй Владимир Иванов Çĕмĕрле предпринимателĕсем ÿпкелени пирки каланă: хулара аукциона кăларакан сутлăх çĕр лаптăкĕсем çук. Иртнĕ çулсенче лаптăксене аукционсăрах йÿнĕпе сутнă, çавна май хăйсен бизнесне аталантарас тĕллевлĕ чылай предпринматель çĕр илеймен. Халĕ бизнес тытса пымалли çĕнĕ лаптăксене вуçех те йĕркелемеççĕ.

Хăйĕн визитне пĕтĕмлетнĕ май республика Пуçлăхĕ хула влаçĕсен умне муниципалитет пурлăхĕпе усă курассин тухăçлăхне çĕклемелли тĕллевсем лартнă, вырăнти бюджета пуянлатмалли çăл куçсене палăртнă, вĕсемпе усă курни хулан, кунта пурăнакансен ыйтăвĕсене татса панă чухне лайăх тĕрев пулма тивĕç.

"Бюджета пуянлатас вырăнне ытларах чухне эсир тĕрлĕ "ăçтиçука" муниципалитет харпăрлăхне субарендăна илсе ним тумасăрах услам тума май паратăр. Ÿкĕтленипе, чĕнсе каланипе кăна нимĕн те пулмасть. Тÿрĕ кăмăллă мар арендаторсемпе тунă килĕшÿсене пăрахăçлăр, йĕрке тăвăр. Унсăрăн çакнашкал лару-тăру тата вун-вун çула тăсăлĕ. Бюджетăн хула аталанăвĕ валли уйăракан кашни тенкипе тухăçлă усă курмалла", - тенĕ Михаил Игнатьев.

О.ПЕТРОВ

О.ПЕТРОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.