Кашни тĕл пулу хăват хушать

Автобусран юлни чăрмав кÿмен

«Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат йĕркеленĕ «Асра юлнă Хĕл Мучи» конкурса хутшăннисем Пичет çуртне чыслава пухăнчĕç. Вĕсене чăвашла калаçакан Хĕл Мучи кĕтсе илчĕ, ташлаттарчĕ, юрлаттарчĕ, сăвă калаттарчĕ. Тĕрлĕ ÿсĕмрисем Шур сухалăн кăмăлне тупма тăрăшрĕç. Пĕрисем ача чухне вĕреннĕ сăвăсене аса илчĕç, теприсем хăйсем хайланă йĕркесемпе Хĕл Мучин чунне хускатрĕç. Ашшĕ-амăшĕпе, йăмăкĕпе пĕрле килнĕ Илья Назаров Çĕнĕ çул сăввине, ыттисем пекех, пĕр такăнмасăр каласа кăтартрĕ. Вĕрентекен ăна «5» паллăпа хавхалантарĕччĕ паллах. Уяври Хĕл Мучи вара пылак кучченеçпе савăнтарчĕ. Вăрттăн калас тăк — сумлă хăна, Татьяна Тихоновăн, Марина Степановăн хайлавĕсенчи Шур сухал майлă, канфет валеçнĕ чухне миххине çухатса хăварнă. Апла пулин те хăй çухалса кайман, парнисене алсишне тултарса килме май тупнă. Ир такăнсан каçчен тенĕ майлă унăн мăнукĕ — Юр пике — çанталăк ăшă тăнине пула ирĕлсе кайнă, çавăнпах Шур сухалăн пĕчченех килме тивнĕ. Çапах Шупашкарти 53-мĕш вăтам шкул вĕренекенĕ Константин Таймасов /ăна Надежда Степанова вĕрентекен конкурса хатĕрленме пулăшнă/ çырнă пекех, виçĕ урхамахпа çула тухнине пытармарĕ вăл.
«Эсир тĕреклĕ, вăйлă тымарлă халăх ачисем. Çак хăвата яланах туйса пурăнăр. Сăваплă ĕçе пуçăнмашкăн сывлăх тата укçа пултăр», — ăшă кăмăлпа ыр сунса сăмах илчĕ Хĕл Мучи.
Конкурса хутшăннисене «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина саламларĕ. Кукамăшĕ ÿсĕмне пăхмасăр «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçата юратса вуланине, ыттисене те çак кăларăмпа туслаштарма тăрăшнине, уява килнисем те чăваш хаçачĕсене сарма пулăшасса шаннине палăртрĕ. Тĕп редакторăн заместителĕ Геннадий Максимов, «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат редакторĕ Маргарита Ильина пурне те малашнехи конкурссене те хастар хутшăнма чĕнсе каларĕç.
Эпир вулакансемпе яланах чуна уçса калаçма хăнăхнă. Çавăнпах кашни тĕл пулу хăват панăнах туйăнать. «Паян яла килекен рейс автобусĕнчен юлтăм. Çапах Хĕрлĕ Чутай урлă Шупашкара çитме май тупрăм», — ăнлантарать хастар автор Галина Зотова. Ĕни пăруланăран вăл чыслава килесси те иккĕленÿллĕччĕ-ха малтан. Тепĕр тесен, çаврăнăçуллă хĕрарăмшăн чăрмав пур-и вара? «Чăваш хаçачĕсене вуласа тăван чĕлхе мĕнешкел хитрине чунпа туйма пулать», — палăртрĕ Етĕрне тăрăхĕнчен килнĕ Алевтина Расторгуева. Хăй вăхăтĕнче Татьяна Назарова «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатра практикăра пулнă. Вăл Элĕк районĕнчи Мăн Карачура шкул ачисем Нина Михайлова вĕрентекен пулăшнипе Зоя Космодемьянскаян амăшĕпе, юлташĕсемпе çыхăну йĕркеленине аса илчĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче тăшмана çĕнтернĕренпе 75 çул çитнине уявлама хатĕрленнĕ май çакăн тавра сăмах пуçарни уйрăмах вырăнлă пулчĕ.
«Асра юлнă Хĕл Мучи» конкурса хутшăннисем чыслава пурте килни пире, редакци ĕçченĕсене, çав тери савăнтарчĕ. Вĕсене пурне те дипломпа, парнесемпе хавхалантартăмăр. Эх, пĕр-пĕринпе туслă пурăннине, карталанса ташласа юрланине мĕн çиттĕр?!

Кам тутлăрах пĕçерет?

Пирĕн уяв сĕтелĕ апат-çимĕçпе тулли пулчĕ. Çавăнпах тутлă пĕçерекен авторсене мухтаса хăварас килет. Ара, чыслава кучченеçпе килнине кура çакăнтах тепĕр конкурс йĕркелеме шухăш тытрăмăр. Жюри членĕсене çĕнтерÿçĕсене палăртмашкăн питĕ йывăр пулчĕ. Пĕрисем чăваш апатне — шăрттан, чăкăт, ĕне ырри, хуран кукли — тутанса пăхма сĕнчĕç. Теприсем хак паракансен кăмăлне тортпа, тĕрлĕ кукăль-çăмахпа, ăшаланă пĕверпе, «кĕрĕк» айĕнчи пулăпа çавăрма тăрăшрĕç. Виççĕмĕшĕсем тĕрлĕ салатпа сăйларĕç. Çав вăхăтрах сĕтел çинчи пысăк савăтри пыл куçа илĕртрĕ. Хаçат тусĕсем садри пан улмине те çак таранчченех упрама пултарнă — уява сумкипех илсе килнĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Марина ТУМАЛАНОВА. Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.