Кашни Çĕнтерÿ уявĕнче тăватă çурта çутатчĕ

21 Ака, 2020

Вăрçăра пуç хунă упăшкине, виçĕ ывăлне çапла асăнатчĕ

Ĕмĕр иртсе пынăçемĕн çак шухăша тарăнрах та тарăнрах ăнланса пыратăп: çул хыççăн çул черетленни хуйха иксĕлме пулăшаймасть. Вăхăт сиплет тени те чуна лăплантарни, ăна тепĕр шухăшпа самантлăха пусарни çеç...
Пĕри те таврăнайман Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул çитнĕ май кăтра çерем çинче чупса ÿснĕ ачалăха таврăнса хам çуралса ÿснĕ Туçари аттеанне çуртне шухăшăмпа йăпăртлăха çеç кĕрсе тухрăм пулин те чун-чĕререн хурлантăм. Куç умне тÿрех кукамай Любовь Петрова тухса тăчĕ. Ялта ăна Люпинкка аппа тесе чĕнетчĕç. Карчăк малти пÿртре турăшпа юнашар вырнаçтарнă тăватă сăн ÿкерчĕк умне кашни кун тенĕ пек чĕркуçленсе йĕни паянхи пек хăлхара янăрать: «Митя, Куçма, Çумкка, Çемен... Мĕншĕн сире пĕрне те киле таврăнма пÿрмен? Пурте тăшман мăшкăлĕ пултăр-ши?» Е тата вăрçа каяс умĕн куккасем хăйсен ячĕпе пÿрт умне лартса хăварнă тăватă йăмрана /шел, вĕсем хăрчĕç, çĕрчĕç/ черетпе ыталаса такмакласа йĕни те куç умĕнчех. Хушăран тарăхса: «Врош!» /«врешь» тенĕ ĕнтĕ вăл вырăсла/, — тесе те вăрçатчĕ такама... Çемьене килнĕ усал хыпарсене чунĕ йышăнманран кукамай çапла каланине паян питĕ лайăх ăнланатăп. Мăнтарăн, вăл ялан ачисене, мăшăрне кĕтетчĕ, пĕри те пулсан тупăнасса, темиçе çултан та пулин таврăнасса шанатчĕ. Уксах-и, сусăр-и — пĕрех. Эпир вара, айван та шухăшсăр пĕчĕк мăнукĕсем, çакна ăнланман, вăхăтĕнче кукамай хуйхине çăмăллатма пуç çитмен. Тăратса лартса каçару çеç ыйтасчĕ те...
Пĕр çемьерен тăваттăн нимĕç фашисчĕсемпе çапăçса çичĕ ютра выртса юлнă! Дмитрий, Николай, Семен ывăлĕсем тата мăшăрĕ Кузьма Митрофанович. Кун пек çухату ялта урăх çук. Тури Туçаран 1418 куна тăсăлнă вăрçа 228 çынна ăсатнă. Вăл шутра 7 хĕр пулнă. Вĕсенчен 102-шĕн ячĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăк умĕнчи мрамор плита çине ĕмĕрлĕх çырăннă. Петровсен хушамачĕ хыçĕнче — тăватă ят.

Вилĕм ункинче пурте тан

Вăрçă Тури Туçари кашни çемьене кĕрсе тухнă. Тăван çĕршыва тăшманран хÿтĕлеме колхоз тата ял канашĕн председателĕнчен пуçласа бригадир, звеньевой, ферма заведующийĕ, учитель, тракторист, колхозник таранах фронта кайнă.
рист, колхозник таранах фронта кайнă. Тĕрлĕ аса илÿрен тата çырусенчен Петровсен ывăлĕ Çемен бригадиртан çар тумĕ тăхăнни паллă. Çакна фронтран янă çырăвĕсенчен те вуласа ăнланма пулать. Сăмах май, вăл ывăлĕсенчен чи кĕçĕнни. Семен Кузьмич 1925 çулта çуралнă. Чăваш Республикинче 1995 çулта кăларнă «Астăвăм» кĕнекере темшĕн салтак вăрçа хăçан кайни паллă мар. Шел те, çемье архивĕнче те çак информаци упранман. Анчах çак кĕнекерех «Рядовой Семен Кузьмич Петров пропал без вести в феврале 1944 года» йĕркесем пур. Çар комиссариачĕ тăратнă материалсенчен пĕтĕмлетсе çакна калама пулать: Петровсен çемйине фронтран чи юлашкинчен ун пирки усал хыпар килнĕ. Кукамайăн чи кĕçĕн ывăлĕнчен. Çавăнпа паян манăн алла лекнĕ çырусене /вĕсене хисеплĕ тавра пĕлÿçĕ, ял историйĕн кĕнекисен авторĕ Геннадий Мулюков пуçтарнă/ ытларах пĕр почеркпа çырнă. 19 çулта тăшман мăшкăлĕ пулса пурнăçне татнă Семен çырусенче вăрçăри лару-тăру пирки кĕскен пĕлтернипе пĕрлех амăшĕпе йăмăкĕшĕн Саньăшăн, колхозри ĕçсемшĕн, пурнăçа кĕртеймен шухăшĕсемшĕн пăшăрханса çырать. «...Анне, сирĕн 500 тенкĕре илтĕм. Хăв та пĕлетĕн, унпа нумаях пурăнма çук. Çынсем валли кашни кун сухари илсе килеççĕ. Вăл пулсан пĕр уйăх лайăхах пурăнма пулать ĕнтĕ... Мĕнле те пулсан парса яма тăрăш-ха. Пĕр вăй та юлмарĕ. Пĕр çур çухрăм та чупаймастăп. Хамăр енчи чăваш ачисем пурте пĕрлех. Çуммăнах выртса тăратпăр. Анне, Патăрьеле больницăна вутă турттарнăччĕ, çавна ĕç кунне лартман, лартăр. Посылка ан яр. Атте халĕ те илмен. Чипер юлăр. Эпир тытăнса тăратпăр. Тепĕр çыруччен. Ваççа лайăх вĕренет-и? 1943 çул, мартăн 16-мĕшĕ...» — тенĕ пĕр çырăвĕнче. Тепрехинче салтак çапăçу хирĕнчен аякра мар çырни паллă: «...Эпĕ шăтăкраччĕ. Манран 5 метрта мина çурăлчĕ. Сывă юлтăм. Çапла пурнăç кунта. Эпир Винницăран 50 çухрăмра тăратпăр. Ну, анне, урăх нимĕн те çырмастăп. Хăвăр та пĕлетĕр вăрçă мĕнле иккенне. Атте пирки начар хыпара Сачков пичче каларĕ. Ну все пока. Çыру ярăр. Анне, Саня, сывă юлăр. Унта может быть ман пирки çухалнă хыпар çитнĕ пуль. Ан ĕненĕр. Эпĕ таврăнатăпах яла. Ну все. Хамăр бригадăри работниксене пурне те хĕрлĕ армеецла салам...»
Кукаçи Кузьма Петров вăрçа кайнă чухне çулланнă арçын, тăватă ача ашшĕ пулнă. Пурнăçа сыпăнтарса ялта пурăнас вырăнне унăн та алла пăшал тытма тивнĕ. Киле Люпинккапа 9 çулти Саня хĕрĕ çеç юлнă. Хĕрарăм аллине куçнă хресчен çемйи ыттисем пекех нушана кĕрсе ÿкнĕ. Ĕçми-çими, тырри-пулли çителĕксĕр, çурт-йĕрне тĕреклетмелле, выльăх-чĕрлĕхне усрама та хевти сахал... Кашни кун колхоза тухсан та ĕç кунĕшĕн тырă нумай парайман. Хуçалăхра ака-суха тума, тыр-пула пуçтарса илме йывăрлансах, кăткăслансах пынă. Ĕçе ытларах хĕрарăмсем тата ватă арçынсем, сусăрсем çеç хутшăннă.
Çемье пуçĕ хăйĕн çырăвĕсенче хăрушă вăрçă синкерне, кирек хăш вăхăтра та вилĕмпе куçа-куçăн тăма тивнине пăхмасăр ялта юлнă мăшăрĕпе хĕрĕ пирки пăшăрханать: «...Люпинкка, эсир унта мĕн çĕмĕрттерсе пурăнатăр? Колхозра ĕçсем мĕнле пыраççĕ? Ĕç кунĕ пуçне мĕн чухлĕ тырă лекет? Лекет-ши тата? Микульпе Митян хыпарсем çук-и, çавна çырса пĕлтер...» Кукаçи çак çырăва кукамай патне çырнă чухне икĕ ывăлĕ те — Дмитрий Кузьмичпа Николай Кузьмич — вилнĕ. Кун пирки хыпар каярахпа çеç çитнĕ. Çар комиссариатĕнчен умлăн-хыçлăнах икĕ хыпар пĕлтерсен салтак амăшĕн тата салтак арăмĕн Любовь Александровнăн чĕринче упранакан çутă лапах сÿннĕ. 1914 çулта çуралнă Дмитрий Кузьмич рядовой 1941 çулхи авăн уйăхĕн 14-мĕшĕнчи çапăçура вилнĕ, ăна Ленинград облаçĕнчи Киров районĕнчи Хандрово ял масарĕнче пытарнă. Паттăр салтак виçĕ ача ашшĕ пулнă. Ывăлĕсене Василие, Радие, Геннадие мăшăрĕ Васса пĕчченех ура çине тăратнă. Сăмах май, 1991-1996 çулсенче Патăрьел районне ертсе пынă Василий Петров — вăрçă паттăрĕн ывăлĕ, ЧАССР ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, ЧАССР Аслă Канашĕн депутачĕ тата хисеплĕ нумай ята тивĕçнĕ çын.
Вилĕм аллинче пурте пĕр тан. Микуль шăпи те синкерлĕ çаврăнса тухнă. Вăл та вăрçă пуçланнă хыççăн темиçе уйăхранах, 1941 çулхи çурла уйăхĕн 5-мĕшĕнче, йывăр сурана пула вилнĕ. 22 çулти Николай Петров ефрейтор-танкист Псков облаçĕнчи Игнатово ялĕнче канлĕх тупнă.

Телейлĕ çын телейсĕррине ăнланĕ-и?

Тăлăх йывăçа тăвăл та хуçать, унăн нуши те тăхăр сыпăклă. Пĕр варта ÿтленнĕ тăватă пĕртăванран пĕччен тăрса юлнă аннене Александра Кузьминичнăна çăмăл пулман. Кукамайăн пуçа шăнăçайми йывăр хуйхине пайлаканĕ, ăна ăнланаканĕ пĕр вăл çеç пулнă. «Çынсем телейлĕ, вĕсен ашшĕ те, пĕртăванĕсем те вăрçăран таврăнчĕç. Пирĕншĕн çеç шăпа çапла çаврăнса тухрĕ-ши?» — çак сăмахсене анне кашни Çĕнтерÿ кунĕ умĕн каласа хурланатчĕ.
Çу уйăхĕн 9-мĕшĕ пирĕн çемьешĕн чăн-чăнах та асăнупа хурлăх, куççуль кунĕ пулнине аса илетĕп. Кукамай çак кун турăш вырнаçнă малти пÿртре тăватă çурта çутатчĕ, чĕркуçленсе ури хытса кайичченех йĕретчĕ. Чунне лăплантаракан — Митя, Куçма, Çумкка, Çемен — тăватă ята такмакла-такмакла калатчĕ...
Хуйхă хуçнă пулин те кукамай ватăличченех пурăнчĕ, 87 çула çитсе вилчĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Альбина ЕГОРОВА. Çемье архивĕнче упранакан сăн ÿкерчĕксем.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.