Кашкăрсем

24 Çурла, 2018

Хĕл кăçал хаяр пулчĕ. Пĕтĕм чĕр чун ăшă вырăнсене пытанса пĕтнĕ. Вăрçă хыççăнхи хĕлсем питĕ сивĕ пулчĕç çав, выçлăх аптăратрĕ, пурнăç йывăрланчĕ. Çапах та халăх шанăçа çухатмарĕ, пĕтĕм йывăрлăха тÿссе ирттернĕ хыççăн пурнăç юсанасса, çĕршыв ура çине тăрасса, инкек-синкек сахалланасса ĕненчĕ.
…Хуйхă-суйха пăхмасăр Петьăна сыватрĕç, ура çине тăратрĕç. Ачасем шкул çулĕнчен тухсан кунта, Пăвари ача çуртĕнче, вĕсене тек тытмаççĕ, интерната ăсатаççĕ. Тăван киле хăнăхнă пек хăнăхнăран ача çуртне, унăн тăван стенисене пăрахса кайма çав тери йывăр. Уйрăмах кунта çулла, пĕтĕм тавралăх чĕрĕлнĕ, симĕсленнĕ, чечекленнĕ, ырă шăршă сарнă чухне ырă. Ачасем кунĕпех çурт тавра савăнăçлăн чупаççĕ, няня каçалапа хăваласа кĕртмесĕр те алăк çывăхне пымаççĕ. Тепĕр енчен, çулла выçă хырăма кăшкар утипе, çырлапа, кăмпапа пусарма пулать. Арçын ачасем Киряна пулă тытма çÿреççĕ. Çут çанталăкăн çак хатĕр çимĕçĕсемпе хăйсен имшер сывлăхне тытса тăраççĕ.
Кам 8 çул тултарать, вăл шкула çÿреме пуçлать. Сывалнă хыççăн Петьăна, хальлĕхе вăйсăрскерне, Йĕпреç урлă Патăрьелне илсе кайрĕç. Каç тĕлне вырăна çитрĕç. Кунта йĕри-таврах тÿрем вырăн, йывăçсем сайра хутра çеç тĕл пулаççĕ. Çакă арçын ачана питĕ тĕлĕнтерчĕ, урăх патшалăха лекнĕнех туйăнчĕ.
Пĕтĕмпех юрпа хупланнăскер, çывăрса кайнă урисемпе аран малалла куçса, стенаран тытса Петя юлашкинчен алăк патне çитрĕ, ăна аран- аран уçрĕ. Коридора халĕ те ачанни пек сăн-питлĕ хĕрача тухрĕ. Кĕлетки черчен, кулли вара савăк та тарават.
— Ну, ирт, çамрăк ăру…
Чылай хушă пĕр тапранмасăр ларса килнĕрен çывăрса кайнă урисемпе вырăнтан тапранас килмерĕ Петьăн. Пĕр вырăнта хытса тăрса вăл хĕрача хуçа çине куçсемпе мăчлаттарса пăхрĕ.
— Эпĕ санăн воспитатель те, учитель те пулатăп. Мана Анна тесе чĕнеççĕ, çитĕннисен умĕнче вара Анна Васильевна темелле.
Çак сăмахсемпе вăл хăйĕн аллине унăн хулпуççийĕ çине ачашшăн хучĕ. Фуфайка витĕр пулин те хĕр ăшшăн тĕкĕннине Петя туйрĕ пек, вара вăл ун хыççăн столовăйне утрĕ. Хĕр аппăшĕ пекех туйăнчĕ. Анна повар хăлхинчен пăшăлтатрĕ, вара тулли чашăк тыттарчĕ. Выçă пулин те, пăтта аран çисе ячĕ арçын ача, чейне вара вăйпа ĕçрĕ. Çывăрас килсе кайрĕ, куçĕсем хупăнма пуçларĕç. Вăл сĕтел хушшинче ларсах çывăрса кайрĕ. Мĕнле майпа кравать çине лекнине, ăна утиялпа кам витнине
вăл астумасть.
Арçын ачасен сассисемпе урасем тăпăртатни вăратрĕç. Пурте алăри ал шăлли-семпе умывальниксем патне чупаççĕ, пĕр-пĕринпе тĕркешсе шавлăн калаçаççĕ, пĕр-пĕрне шывпа сирпĕтеççĕ, хаваслăн кулаççĕ.
Кун хушшинче пĕрремĕш класс ачисемпе пуринпе те паллашма ĕлкĕрчĕ Петя, хăйĕн ятне каласа, кашнин аллине чăмăртарĕ. Уйрăмах йĕкĕрешсем килĕшрĕç ăна. Иккĕшĕ те хаваслă, пуринчен те вăр-вар. Петя та кăмăла кайрĕ пулас хайхи-скерсене, унпа юнашар пулма тăрăшрĕç, унра хăйсемшĕн çывăххине, тăванлине курчĕç пулмалла.
Кăнтăрла тĕлнелле интерната хура сухаллă арçын килчĕ. Ачасем пĕр харăс шавларĕç: «Тутар килчĕ, тутар килчĕ!» Çавăнтах сасартăк шăпланчĕç, кам ăçта пĕлнĕ çавăнта пытанчĕç, никамăн та çак сухаллă тутар патне усрава каяс килмерĕ. Тутар йĕкĕрешсене суйласа илчĕ. Лешсем Анна Васильевна юбкинчен йĕре-йĕре хăпрĕç. Воспитателĕн хăйĕн те куççулĕ тухрĕ. Вăл куçĕсене пĕчĕк тутăрпа вăрттăн шăла-шăла илчĕ. Анчах йĕкĕрешсене нимĕнпе те пулăшма пултараймарĕ Анна Васильевна, вĕсен шăпине интернат пуçлăхĕсен шайĕнче татса параççĕ-çке. Ăсатма пĕтĕм класс тухрĕ, уйрăлнă май ачасем аллисемпе сулчĕç, хыçалтан: «Лайăх пурăнмалла пултăр çĕнĕ çемьере, ан манăр пире!» — тесе кăшкăрчĕç. Йĕкĕрешсем çуна çинчен сиксе анса тĕрлĕ еннелле тарас терĕç, анчах тутар вăхăтра тавçăрса илчĕ вĕсен шухăшне, аллисенчен ярса илме ĕлкĕрчĕ, унтан вĕсене вăрăм шарфпа пĕр-пĕрин çумне çыхрĕ.
Темиçе кун иртрĕ. Йĕкĕрешсем каялла тарса килчĕç, хăранипе чĕтреççĕ, хăй-сем палăрмаллах начарланнă, çи-пуçĕ çĕтĕлсе пĕтнĕ, куçĕсенче куççуль тăрать.
— Килĕшместпĕр вĕсем патĕнче пурăнма, кашни кун хĕнет вăл пире, иртен пуçласа каçчен ĕçлеттерет, пĕр ирĕклĕ минут та хăвармасть пире валли…
Арçын ачасем вĕсене хупăрласа илчĕç те хайхи апăршасен калавне итлерĕç. Пурин çинчен те каласа пĕтерсен йĕкĕрешсем лăпланчĕç пек, анчах çавăнтах çимелли ыйтрĕç. Кашниех хăйĕн вăрттăн вырăнне кĕрсе кайрĕ те мĕн те пулин çимелли шырарĕ. Йĕкĕрешсем антăхса çирĕç…
Алăкран ăшă çăм тутăр çыхнă Анна Васильевна курăнчĕ. Йĕкĕрешсем савăнăçлăн ун патне чупса пычĕç, чутах ураран ÿкмерĕç.
— Асăрхануллăрах, атьсемри, мĕн пулса иртнĕ сирĕнпе, шăпăрлансем?
— Анна Васильевна, пирĕн унта урăх пурăнас килмест.
— Шел пулин те, ку ыйтăва татса пама манăн ирĕк çук, анчах пуçлăхсемпе калаçса пăхма сăмах паратăп, тен, шкула каялла илĕç...
Сасартăк алăк яри уçăлса кайрĕ, хăйсен чĕлхипе хыттăн калаçса хура сухаллă тутар вирхĕнсе кĕчĕ:
— Ăçта вĕсем?
Йĕкĕрешсене кравать айĕнче курсан вĕсем патне чупса пычĕ, урисенчен ярса илчĕ те алăк еннелле сĕтĕрсе кайрĕ. Çакна курса тăрса Анна Васильевна чăтай-марĕ, ун патне чупса пычĕ те аллисенчен ярса илчĕ:
— Асăрхануллăрах пулăр вĕсемпе, çавах та ачасем вĕт вĕсем!
— Санăн мар мана вĕрентесси, туту çинчен аннÿ сĕчĕ кайман-ха.
Вăл тата хăвăртрах алăк еннелле утса кайрĕ. Йĕкĕрешсем хăрушшăн кăшкăрса ячĕç:
— Пулăшăр, пулăшăр, пире хĕнесе вĕлерет вăл! Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.