Кăшарни валли вак касаççĕ

16 Кăрлач, 2018

Кĕçех Кăшарни çитет. Православи тĕнне пăхăнакансем ĕмĕртен пыракан йăлапа вакра шыва кĕрсе тухаççĕ.

Шупашкарта çак уява хатĕрленме тытăнчĕç ĕнтĕ. Пурĕ 4 çĕрте вак касĕç. Тĕп вак Атăлта, арçынсен мăнастирĕ çывăхĕнче, пулĕ. Тарăнăшĕ — 1,3 метр. Шыва кĕмелли вырăна хăтлăлатма тытăнн: йывăç картлашка, перила, трап вырнаçтарнă. Хывăнса тăхăнмалли кабинăсем хатĕрленĕ. Çавăн пекех сак, çÿп-çап пăрахмалли контейнер, биолтуалет лартнă, ăшă тытакан палаткăсем те пулĕç. Суту-илÿ речĕсем ĕçлĕç.

Вак патне пыракансене турникет витĕр кăларĕç. Шыва кĕнĕ чухне хăрушсăрлăха пăхăнмалли çинчен аса илтерсех тăрĕç.

Кăрлачăн 18-мĕшĕнче 12 сехет иртсен Турă Амăшĕ вилнине асăнса лартнă циркÿ настоятĕ Петр протоиерей ваксене сăваплĕ.

Çавăн пекех хулара тата тепĕр виçĕ çĕрте вак касмалла: Атăлăн сулахай çыранĕнче Сосновка причалĕ таврашĕнче, Шупашкарти Çĕнĕ кăнтăр районĕнчи Чĕн тĕншĕн асапланса вилнĕ Çĕнĕ Святойсене асăнса лартнă чиркÿ çумĕнче тата Дубки коттедж поселокĕ тĕлĕнче.

 

Теги: 

Комментари хушас