Кăсăя

17 Чÿк, 2016

— Чи, чи, кăсăя, ăçта каян кăсăя? — юрлаттăмăр ача чухне юрă урокĕсенче класĕпех. Кайăкĕпе паллаштарнă-ши, астумастăп. Халĕ ялта пурăнакансем те çут çанталăкпа сахалрах хутшăнаççĕ мар-и? Кайăк-кĕшĕкпе паллашас тесен тăван тавралăхпа тачă хутшăнмалла, уй-хир, вăрман пурнăçне сăнама пĕлмелле.

Кăсăя хĕл каçма кăнтăра вĕçмест, çулла вăрманта пурăнма кăмăллать, хĕлле апат çитменнипе ял-хулана явăçать. Чĕпĕ кăларать. Пуçĕ, çуначĕсем, хÿри тĕксĕм сăрă, хырăмĕ, ăмри сарă. Мĕн пĕлни те çакă çеç. Эппин, çывăхрах паллашар-ха унпа.

Кăсăясем темиçе тĕрлĕ пу­лаççĕ. Чи пĕчĕккисен йывăрăшĕ пурĕ те 10 грамм çеç, пысăкраххисем 20 грамм. Çулла вĕсем ытларах вăрмана килĕштереççĕ — хурт-кăпшанкăпа тăранса пурăнаççĕ, мăшăрланса чĕпĕ кăлараççĕ. Улатакка шăтарнă йывăç хăвăлĕсенче йăва çавăраççĕ. Йăвана мăшăр пĕрле хăтлăлатать. Малтан хăвăла тирпейлеççĕ — çÿп-çапа кăларса пăрахаççĕ, унтан йăва тума материал пухаççĕ. Аçи йăвана никĕслет. Хытă япаласем — йывăç лишайникĕ, мăк, лаша çилхи — пуçтарать. Çемçе япаласене ама пуçтарать: тĕк, çăм, ÿсен-тăран мамăкĕ т.ыт. Кăсăя нумай çăмарта тăвать: 10-12. Ама çăмартана пусса ларать, ăна çак вăхăтра аçи тăрантарать. Чĕпĕсем тухсан ашшĕпе амăшĕ пĕрле пăхма пуçлаççĕ. Чĕпĕ пĕчĕк чухне хурт-кăпшанкăна лапчăтса унăн сĕткенĕпе, унтан хурт-нăрăна лапчăтса нимĕр­се, каярах хăйсем çинĕ пекех çитереççĕ.

Кĕркунне енне йăваран вĕç­­­­се тухнă чĕпĕсемпе аслисем пĕчĕкшер ушкăнсене пуçтарăнаççĕ. Ушкăнпа вырăнтан вырăна вĕçсе куçса çÿреççĕ. Хĕлле апат çуккипе яла, хулана куçаççĕ. Кăсăя — усăллă кайăк. Вăл акнă калчана тăпăлтармасть, пахчаçимĕçе тапăнмасть. Чĕпписене тăрантарнă вăхăтра кунне 400 хутчен йăвана чĕпписем валли апат йăтаççĕ. Пĕр çемье, кăларнă чĕпписемпе пĕрле, 40 йывăçа хурт-кăпшанкăран тасатса тăрать. Çавăнпа хĕллехи вăхăтра çак ĕçченсене пĕтме парас марччĕ. Орнитологсем палăртнă тăрăх хĕлле кăсăясем апат çитменнипе 80% таран вилеççĕ. Кăсăясене мĕн çитерсен лайăхрах? Паха апат вĕсемшĕн — тăварламан салă. Хĕлле йывăç турачĕсем çине çиппе çыхса çакма юрать, е сырăша хурса памалла. Çак апата ула кураксемпе чакаксем те тапăнаççĕ паллах. Читлĕхе пĕчĕк кайăк çеç кĕмелле тусан лайăх. Хĕвелçаврăнăш вăрри, тулă кĕрпи, кавăн вăрри те çиеççĕ. Чи лайăххи вара салă, вĕтетнĕ какай. Мĕншĕн тесен кăсăясем çулла хурт-кăпшанкăпа пурăнаççĕ-çке.

Икĕ-виçĕ килограмм салă вун-вун кăсăяна хĕл каçма пулăшать. Çулла вара пĕчĕк ĕçчен этеме тав туса çут çанталăк сăтăрçисене тĕп тăвать.

Петр ВАНЮШИН.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.