"Картлашка айĕнчи пурнaç"

22 Çурла, 2014

Картлашка айĕнчи вырăн нумайăшĕн ахалех юлать. Чечек лартма та тĕттĕм пек. Кăштах шухăшласан вара картлашка айне усăллă çеç мар, илемлĕ вырăна çавăрма пулать.

Тĕслĕхрен, картлашка алкумĕнче пулсан унта гардероб ăсталама май пур. Шкаф-купе майлаштарса пăхăр - пÿлĕм сĕмĕ те улшăнĕ. Шкафа пысăк тĕкĕрсемпе илемлетсен сирĕн алкумĕ пысăкрах та çутăрах курăнĕ. Шкаф алăкне тĕртсе сирсе уçмалла та, ахаль уçăлса хупăнмалла та тума пулать.

Комод. Пысăк çемьере тумтире упрамалли вырăн та нумай кирлĕ. Картлашка айĕнче комод туса майлаштарма май пур. Енчен те ешчĕксене картлашка айне сарлакăшĕпех ăсталасассăн унта чылай япала упрама пулать. Ешчĕкрен мĕн кирлине илмешкĕн ансатрах пултăр тесен вĕсене туртса кăлармалла тăвăр, япала шырасса хăшкăлмăр.

Библиотека. Сирĕн килте кĕнеке нумай пулсан картлашка айĕнче библиотека та ăсталама май пур. Стена çумĕпе çÿлĕксем туса çирĕплетĕр, кĕнекесене кирлĕ пек йĕркелесе хурăр, меллĕ кресло тата торшер вырнаçтарăр - кĕнеке вуламалли улах вырăн хатĕр те.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.