Кăркка ачашах та мар

Кăркка ашĕн пахалăхĕ, усăллăхĕ, техĕмлĕхĕ пирки нумай калаçаççĕ. Чăх-чĕпе кашни килтех тытаççĕ пулсан кăркка усраса хĕл каçаракансем, ĕрчетекенсем чылай ялта вуçех те çук. Чăнах та, кăркка ĕрчетме çав териех кăткăс-ши?

Тĕрĕссипе, çак кайăка пăхасси ытти килти кайăк-кĕшĕке пăхассинчен пит уйрăлсах та тăмасть. Хăшпĕр уйрăмлăхсене пĕлсе кăрккана тĕрĕс пăхмалла çеç. Вара ăна килте ĕрчетсе паха какай, тĕк-мамăк илме пулатех.

Кăркка — шултра кайăк, ăна вырăн та нумайрах уйăрмалла. Тĕттĕм, тăвăр витере кăркка чирлет. Хĕлле кашни кăрккана вăтамран пĕр тăваткал метр лаптăк кирлĕ. Çутă çителĕксĕр пулни те çак кайăка пусăрăнтарать. Çилсĕр чухне хĕлле кунсеренех ирĕке кĕске вăхăта та пулин кăлармалла. Кайăк ирĕкре çÿренĕ вăхăтра витене уçăлтармалла, тасатмалла. Чÿречесен хашакĕсене, алăк хашакне лайăх питĕлемелле. Витере çил вĕрнине /сквозняк/ кăркка чăтаймасть. Çуллахи витере кăрккашăн лайăх температура Œ20 пулсан, хĕллехи витере —5 градусран сивĕрех пулмалла мар. Витере —2-3 градус сивĕ пулсан лайăх. Кăркка ами çăмарта тума пуçланă вăхăт тĕлне витере Œ5 градус ăшă пулмалла. Кăркка витин урайне хăмапа сармалла, улăм, кивĕ утă пăрахмалла, вараланнăçемĕн айсарăма çĕнетмелле.

Урайĕнчен 70 см çÿллĕшĕнче пăрăссенчен решеткелесе тунă лармалли вырăн пулмалла. Лармашкăн кашни кайăка 50 см вăрăмăш кашта кирлине шута илмелле. Çуркунне еннелле тĕттĕмрех çĕрте çăмарта тумалли ещĕк йăвасем лартмалла. Йăвана хăпарма-анма меллĕ, ларма ирĕклĕ пулмалла.

Хăйăр, кĕл тултарнă савăтсенче кăркка та чăх пекех «çăвăнма» кăмăллать. Кĕлпе хăйăра икĕ эрнере пĕрре çĕнетсе тăмалла.

Апат валашкине, шыв савăчĕсене те тасалăхра тытмалла. Килти ытти кайăк-кĕшĕкрен чир ересрен кăрккана вĕсенчен уйрăм тытмалла.

Хĕллехи тапхăрта кайăк-кĕшĕке ытларах апат кирлĕ: ăшăнма энерги нумай пĕтет. Кунне виççĕ апатлантармалла: ирхине, каçхине тырă, комбикорм пама юрать, кăнтăрла — пĕçернĕ пахчаçимĕç çăнăхпа хутăштарса. Сĕтеклĕ чĕрĕ пахчаçимĕç те кирлĕ. Кишĕре е кăшмана, купăстана вĕттĕн тураса е теркăпа хырса, люцерна е клевере вĕри шывпа пăшăхласа тураса памалла. Хыр, чăрăш лăссине вĕтетсе апатпа хутăштарса пани кайăка С, А витаминпа тивĕçтерме пулăшать. Кашни кайăк пуçне пĕрер чĕптĕм /10 г/ хушсан çителĕклĕ.

Çулла хатĕрленĕ милĕксем пулсан аван. Вĕлтрен, хурăн милĕкĕ çыхса типĕтнĕ-и? Вĕсен çулçине апатпа хутăштарса е хăйсенех çакса пама юрать. Кăркка ытти кайăк-кĕшĕк пекех вĕтĕ чул çиет. Вăл апат ирĕлтерме пулăшать. Вĕтетнĕ рак хуранĕ, пурă, кăмрăк витере яланах пулмалла.

Çанталăк —15 градусран сивĕрех мар тата çил вăйлă мар пулсан кăрккана ирĕкре 1,5-2 сехет çÿретме юрать. Кăркка ирĕкре çÿремесен самăрăлса каять. Çÿремелли вырăнта юра тасатмалла, çĕре улăм сарма юрать. Кăркка ури сивве туйăмлă, шăнса тăм илме пултарĕ.

Хура кĕркунне, хĕлле хĕвел сахал пăхать. Д витамин илеймест чĕрчун. Пулă çăвне икĕ-виçĕ кунта пĕрре, кашни кайăк пуçне 2 грамм хушса апатлантарни кăрккана Д витаминпа тивĕçтерме пулăшать.

Кăркка ами хăçан çăмарта тума пуçлать-ха? Чĕпĕ 7-8 уйăха çитсен çăмарта тума пуçлама пултарать. Пуш е ака уйăхĕн пуçламăшĕнче пуçлани лайăх. Ку тапхăрта хаяр сивĕсем иртеççĕ, кун тăршшĕ самаях вăрăмланать, ирĕкре çÿретме меллĕ. Кăркка ами — лайăх амăшĕ. Ама çăмарта тума пуçлас умĕн канăçсăрланса утать, йăва тума улăм, тĕк пуçтарать. Ăна хатĕрленĕ йăвасенчен пĕрне кайса лартмалла. Вăл яланах çав йăвана çÿреме пуçлĕ. Кăркка пĕрремĕш çул çăмарта нумай тăвать. Çăмартана кунсеренех е кун сиктерсе тăваççĕ. Çăмарта илессишĕн усрасассăн вĕсене 3 çултан ытла усрамалла мар. Виçĕ çултан иртнĕ ама çăмарта питĕ сахал тăвать.

Чĕпĕ кăларма лартас тесен кăрккана та, ытти кайăк-кĕшĕке те ытлашши самăртмалла мар. Самăр кăркка пусма лармасть. Вăл 15-19 çăмарта пусса ларма пултарать. Йăва меллĕ пулнине тĕпе хумалла. Ларакан ама çывăхне аçана ямалла мар. Пусса ларнă çăмартасене 10 кунран овоскоппа тĕрĕслемелле. Чĕпĕсĕррисене илмелле. Кăркка чĕпписене епле кăларса пăхмалли пирки çуркунне тĕплĕнрех калаçăпăр.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.