Карçинкка хатĕрлеме пенсире вĕреннĕ

7 Юпа, 2014

Хаçат ĕçĕпе яла кайсан нумай ал ăстипе курса калаçма тÿр килнĕ, вĕсен ăсталăхĕпе кăсăкланнă.

Çĕрпÿ районĕнчи Лапра ялĕнче Чăваш АССР ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕпе, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕн, "Хисеп Палли" орден кавалерĕпе, "Колос" хуçалăхра 40 çула яхăн тыр-пул акса çитĕнтернĕ Николай Александровпа паллашрăм. Вăл ача чухне тата çитĕнсен çатан авман, карçинкка туман. Юратнă мăшăрĕ чылай çул каялла пурнăçран уйрăлнăран, ачисем хулара тĕпленнĕрен килĕнче пĕчченех кăштăртатнăскер тивĕçлĕ канура, ыйхи килменрен аптранă пĕр çĕр, карçинкка ăсталама тĕллев тытнă.

Тепĕр куннех çывăхри Çавал юхан шывĕн çыранĕнчен сарă, хĕрлĕ хăва касса килнĕ. Лавкка карçинккине пăхса хулăсене авса, явкаласа, вĕçрен вĕçе çыхăнтарса пынă. Малтан кун каçа - пĕр, часах виçĕ карçинкка меллештернĕ. Кĕске хушăра Ял хуçалăхĕн ăслăлăх-тĕпчев институчĕн директорне Анатолий Фадеева 50 çитерсе панă.

- Лăнчăр каймасть-и тесе туртса пăхса йышăнчĕ, - аса илчĕ ветеран. - "Аван тунă. Маттур, - терĕ. - Тата 50 хатĕрлесен аванччĕ". Килĕшрĕм, тепĕр çул, çĕр улми кăларма пуçличчен, кÿтĕм. Вĕсене те тĕрĕслесе илчĕ, ĕçшĕн тырă уйăрчĕ. Тепĕр чух ял çыннисем тивĕçтерме ыйтаççĕ. Итлетĕп. Никамран та укçа илмен. Эпир, совет саманинче хура ĕçре тар юхтарса пиçĕхнĕскерсем, бизнес тума вĕренеймерĕмĕр.

Килти хуçалăхра ĕне, сурăх тытмасть.

- Темиçе çул каялла ура çинче тăнă чухнех шалкăм çапрĕ, - аса илчĕ вăл. - Чирлесе выртрăм. Çакăн хыççăн ачасем шултра выльăх усрама чарчĕç. Сывалсан: "Пушă вăхăта мĕнле ирттермелле-ши? - тесе пуç ватрăм. - Пилĕк-ултă чăхпа автана çеç пăхаятăп-ха терĕм. Чĕпсене çу каçартăм. Темшĕн кичем пек туйăнчĕ. Уйра суха тунă чухне трактор умĕнчен мулкач пĕрре çеç мар сике-сике иртнине аса илтĕм. "Кролик туянатăп!" - терĕм саспах. Пĕр мăшăр илтĕм. Кăçал кĕтÿ 80 пуçа çитрĕ. Ачасем ашне юратсах çиеççĕ.

Юрий МИХАЙЛОВ.

Геннадий ВЕРБЛЮДОВ

сăн ÿкерчĕкĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.