Капланнă ыйтусене уçăмлатасшăн

15 Нарăс, 2017

«Хĕрÿ лини» телефонĕ нарăс уйăхĕн 8-мĕшĕнче 10 сехетре ĕçлеме пуçăнасси çинчен массăллă информаци хатĕрĕсенче малтанах пĕлтернĕ пулин те РФ Президенчĕн Чăваш Енри общество йышăну пÿлĕмне çынсем палăртнă вăхăт çитичченех шăнкăравлама тытăнчĕç.

Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Татьяна Александрова алли çăмăл пулчĕ ахăртнех: 39-36-81 номерлĕ телефон икĕ сехетре чарăнма пĕлмесĕр чăнкăртатрĕ. 36 çул тĕрлĕ тытăмра вăй хунă хĕрарăм ЧР Ял хуçалăх министерствин Хисеп хутне тивĕçнĕ май асăннă наградăна тĕпе хурса «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ята тивĕçме май пурри-çуккипе интересленчĕ. ЧР Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерствин пай пуçлăхĕ Елена Зайцева ыйтăва çийĕнчех уçăмлатрĕ: Раççей Федерацийĕн тĕрлĕ министерствин Хисеп хучĕсемпе чысланисен кăна ĕç ветеранĕн ятне тивĕçмелли ирĕк пур, «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» пулмашкăн Чăваш Енĕн патшалăх наградисем кирлĕ е стажа 37,5 çула çитермелле.

Шупашкарти Галина Башмаковăпа Владимир Кузнецова тата ыттисем ĕç ветеранĕсене ĕçлекеннисемпе ĕçлеменнисем çине уйăрса социаллă пулăшупа пĕрешкел тивĕçтерменнипе кăмăлсăрланчĕç. Вĕсене те Елена Викентьевна çакăн сăлтавне тĕплĕн ăнлантарчĕ: ĕçлекен ветерансене уйăхри укçа тÿлевне хальлĕхе памаççĕ, анчах вĕсен те ыттисем пекех телефон çыхăнăвĕн компенсацийĕ сыхланса юлнă, унпа усă курмашкăн хăйсем пурăнакан вырăнти социаллă хÿтлĕх пайне ыйтса çырмалла. Ĕçлеме пăрахсан вара уйăхсерен 1100 тенке те илме пуçлаççĕ.

Граждансем «хĕрÿ лини» телефонĕпе шăнкăравласа çитернĕ ыйтусене тĕрлĕ тытăм представителĕсем хуравларĕç. Сывлăх сыхлавçисен ведомствин яваплă çыннисем çакăн йышши мероприятине ку таранччен хутшăнманччĕ. Граждансене медицинăри лару-тăру кăсăклантарнине кура йышăнăва сиплевçĕсене те йыхравланă. Вĕсем валли ку хутĕнче те ĕç тупăнчĕ: Улатăр районĕнчи Чуварлей салинчи Любовь Третьякова врач направленийĕпе УЗИ сăнавне чылайранпа çырăнма пултарайманнине пĕлтерчĕ. Йĕрке тăрăх пациентăн çакăн йышши кăткăс тĕрĕслевне 14 кунран кая юлмасăр ирттермелле иккен. Министерство специалисчĕсем асăннă тĕслĕхе хăйсем тĕрĕслесе тăрассине çирĕплетрĕç.

Йышăну вăхăтĕнче 30 çын ытла шăнкăравларĕ. Вĕсен чун ыратăвĕ социаллă тÿлевпе — çăмăллăхпа усă куракансем общество транспорчĕпе çÿренĕшĕн, инвалидсене пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пулăшăвĕн тăкакланăвĕшĕн паракан компенсацисене, ĕç ветеранĕсен уйăхри укçа тÿлевне — тивĕçмелли йĕркепе кăна мар çыхăннă: страховани пенсийĕсене нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнчен индексациленипе, сусăрсемпе аслă ăру çыннисене пăхнăшăн паракан укçапа, пенсионерсене кăрлач уйăхĕнче тÿленĕ 5 пин тенкĕ еткере куçаслăхпа, гражданин çурт-йĕр туяннăшăн налук çăмăллăхĕпе усă курсан унăн пулас пенсийĕ валли ĕçпе тивĕçтерекен взнос хывни-хывманнипе, Пенси фончĕн сайтĕнчи «Гражданинăн харпăр хăй кабинетĕнчи» «Пенси калькуляторĕ» электронлă сервиспа кăсăкланакан та йышлă пулчĕ.

Валентина СМИРНОВА

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.