«Капкăн» журналăн вунтăваттăмĕш кăларăмĕ!

11 Çурла, 2014

«Капкăн» журналăн кăçалхи вун пиллĕкĕмĕш номерĕ кун çути курчĕ. Вăл Сергей Мягковăн «Пурин те кăштах чăтма тивет» ÿкерчĕкĕпе уçăлать. Иккĕмĕш страницăра «Олигарх нушисем» ÿкерчĕк вырăн тупнă.

"Саккун сакки» рубрикăра «Хăнана – усал шухăш-тĕллевпе», «Вăрăм укçа кун-çула вăрăмлатмасть» корреспонденцисем пичетленнĕ.

Пирĕн вулакансем журналпа тачă çыхăну тытаççĕ, редакцие çырусем, кăсăклă материалсем тăтăшах ярса тăраççĕ. Ку кăларăмра пирĕн хастар авторсен Исмай Исемпекĕн «Тутăр», Светлана Асаматăн «Хур шатри», Альбина Васильевăн "Качака пырĕ" кулăшла калавĕсем тата Валерий Кошкинăн "Халап çапаççĕ ватăсем" сăвви çапăннă.

Кăларăмра «Тĕнчере тĕрлĕрен кĕнчеле», «Паттăрсемпе кăкăр çапакансем", «Кулăш-пулăш, çавра сăмах» рубрикăсенчи кăсăклă хайлавĕсемпе паллашма пулать. Кроссворд тата илемлĕ ÿкерчĕксем пур.

Pdf-верси

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.