«Капкăн» журналăн саккăрмĕш кăларăмĕ!

24 Ака, 2014

«Капкăн» журналăн кăçалхи саккăрмĕш номерĕ кун çути курчĕ. Вăл Сергей Мягковăн «Ял хуçалăхĕнчи усăсăр выртакан çĕрсене тĕрĕслени» ÿкерчĕкĕпе уçăлать. Иккĕмĕш страницăра «Асаттесем вăрçăра акă епле çапăçнă» ÿкерчĕк вырнаçтарнă.

«Саккун сакки» рубрикăра «Хĕрĕ ашшĕне йытă çимен патака çитернĕ», «Сысна кашкăра парăнмасть», «Ачаллă хĕрарăма та курман-ши/» корреспонденцисем пичетленнĕ.

Пирĕн вулакансем журналпа тачă çыхăну тытаççĕ, редакцие çырусем, кăсăклă материалсем тăтăшах ярса тăраççĕ. Ку кăларăмра пирĕн хастар авторсен В. Кузьминăн «Ача такамран та пулать», Р. Рубинăн «Хусахсем авланчĕç» кулăшла калавĕсем, А. Вишневскин «Мăнук валли парне» юморески çапăннă.

Çавăн пекех журналта «Таланта нуша туптать» фельетон пур. Унăн авторĕ Николай Ишентей наци яваплăхĕ тавра хивре ыйту çĕклет, ăна сатира меслечĕпе уçса парать.

Кăларăмра «Пурнăç ÿкерчĕкĕсем», «Чĕлхе вĕçне килнĕ сăмахсем», «Çапла çав», «Ан та кала» рубрикăсенчи кăсăклă хайлавĕсемпе паллашма пулать. Кроссворд тата илемлĕ ÿкерчĕксем пур.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.