«Капкăн» журналăн кăçалхи 9-мĕш номерĕ кун çути курчĕ

20 Çу, 2015

9-мĕш номер Севиль Мусаевăн «Вĕрме ан хăй! Пуçлăх йытти ку...» ÿкерчĕкĕпе уçăлать. Иккĕмĕш страницăра - «Укçа ырра çаврăнтăр" корреспонденци тата "Йăва, Йăва, эпĕ сана çиетĕп" карикатура.

«Саккун сакки» рубрикăра пирĕн хастар авторсен корреспонденцийĕсем вырăн тупнă.

"Ан та кала", "Савăнма сăлтав кирлĕ", "Пулать вĕт" тата ытти рубрикăсенчи критикăлла статьясем, кулăш материалĕсем, йĕплĕ сăвăсем вулаканшăн кăсăклă пуласса шанатпăр.

Çавăн пекех журналта В. Смеловăн "Пракух мучи вăрçăра" калавĕпе паллашма пулать. Кроссворд тата илемлĕ ÿкерчĕксем пур.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.