«Капкăн» журналăн кăçалхи 7-мĕш номерĕ кун çути курчĕ

1 Çурла, 2016

Н. Никифоровăн "Сăпкана хумасан урăххи патне каясран хăратăп" ÿкерчĕкĕ хуплашкана илем кÿрет. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш страницăсенче - пирĕн хастар авторсен материалĕсем тата капкăнçă курни-илтнинчен.

Аçтахар Плотниковăн "Тимĕр алăк усси" фельетонĕ, "Ан та кала" рубрикăра вырăн тупнăскер, ĕçе ячĕшĕн тăвакансене аванах питлет.

"Пултаракансемпе култаракансем" рубрика хăни - журналистика ветеранĕ Николай Ершов-Янгер.

"Капкăн асăрхаттарать", "Художник куçĕпе", "Çÿпçипе хупăлчи" тата ытти ярăмсенче сире интереслĕ материалсем кĕтеççĕ.

Çавăн пекех кунта кроссворд тата илемлĕ ÿкерчĕксем пур.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.