«Капкăн» журналăн кăçалхи 4-мĕш номерĕ кун çути курчĕ

26 Нарăс, 2015

Вăл Сергей Мягковăн Литература çулталăкне халалланă «Хут варалакана утлантармастăп» ÿкерчĕкĕпе уçăлать. Иккĕмĕш страницăра - «Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене" саламлани, "Салтак кутамккинчи такмаксем".

«Атьăр саккуна пăсмастпăр» рубрикăра пирĕн хастар авторсен корреспонденцийĕсем вырăн тупнă.

"Пулать вĕт", "Кулăш, пулăш!", "Пултаракансемпе култаракансем" рубрикăсенчи критикăлла статьясем, кулăш материалĕсем тата йĕплĕ сăвăсем вулаканшăн кăсăклă пуласса шанатпăр.

Çавăн пекех журналта В. Муравьевăн "Катăк тута" калавĕпе паллашма пулать. Кроссворд тата илемлĕ ÿкерчĕксем пур.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.