«Капкăн» журналăн кăçалхи 3-мĕш номерĕ!
Хуплашкан 1-мĕш страницине "- Ак телей! Пире укçасăрах кĕртеççĕ!.." /художникĕ - А. Плеханов/ ӳкерчĕк илем кӳрет. Иккĕмĕш страницăра - "Йĕплĕ сăмах, чăн сăмах". Кăларăм çивĕч материалсенчен пуян. "Çул çинче", "Вăйăран вăкăр тухать", "Сакăр ĕнепе «перекетлĕ» хуçа çинчен" тата ытарлă халапсемпе юптарусем вулакан кăмăлне каясса шанатпăр.
"Шухăш çаврисем", "Пурнăç – пăрăç, хÿри – пăрăнăç", "Ан та кала" тата ытти ярăмсенче интереслĕ материалсем кĕтеççĕ.
Çавăн пекех кроссворд тата илемлĕ ӳкерчĕксем пур.
Комментари хушас