«Капкăн» журналăн çĕнĕ кăларăмĕ!

«Капкăн» журналăн кăçалхи пиллĕкĕмĕш номерĕ кун çути курчĕ. Вăл Сергей Мягковăн «Лаша çулталăкĕ» ÿкерчĕкĕпе уçăлать. Иккĕмĕш страницăра «Туянчĕ, курчĕ... те çĕмĕрчĕ» ÿкерчĕк вырнаçтарнă.

«Саккун сакки» рубрикăра «Хамăр яла ан варала», «Асап - турă панă инкек мар» корреспонденцисем пичетленнĕ.

Пирĕн вулакансем журналпа тачă çыхăну тытаççĕ, редакцие çырусем, кăсăклă материалсем тăтăшах ярса тăраççĕ. Ку кăларăмра пирĕн хастар авторăн А.Савельев-Сасăн «Пукане çĕклесе çÿресен» кулăшĕ, Владимир Кузьминăн «Ай, пăта...» калавĕ çапăннă.

Çавăн пекех журналта Светлана Асаматăн «Икĕ карчăк», Аркадий Казановăн «Юрату кушакĕ» калавĕсене вулама пулать.

Кăларăмра «Пулать вĕт», «Çапла çав», «Ах, анчах», «Пирĕн урам анаталла» рубрикăсенчи кăсăклă хайлавĕсемпе паллашма пулать. Кроссворд тата илемлĕ ÿкерчĕксем пур.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.