Кантăк янаххи çинчи пахча

18 Нарăс, 2016

Организма витамин çитменни çуркунне енне вăйлăрах палăрма пуçлать: ешĕл çимĕç çиес килет. Ÿркенмесен чÿрече умĕнчех пĕчĕк пахча йĕркелеме пулать. Ешĕл çимĕçе пÿртре ÿстересси кăткăс мар.

Пластик савăтра сухан çитĕнтерсе пăхар-ха. 3 е 5 литрлă пластик савăт кирлĕ. Унăн тăррине касса пăрахатпăр та стенки çинче сухан лартмалăх шăтăксем касса тухатпăр. Шăтăкĕсем сухан тухса ÿкмелĕх пысăк пулмалла мар. Темиçе йĕрке шăтăк каснă хыççăн сухан лартма пуçлатпăр. Тĕпне тăпра каснă «чÿрече» таран хуратпăр та сухан тăррине «чÿречерен» кăларса пĕр рет лартса тухатпăр. Тепĕр рет шăтăк таранччен тăпра хуратпăр, каллех сухансене лартса тухатпăр. Çапла савăт туличченех тăпра - сухан черетлентеретпĕр. Савăта чÿрече умне поддон çине лартатпăр, шăваратпăр.

Темиçе кунран симĕс сухан çиме хатĕр.

Кресс-салат. Ăна çитĕнтерме сухан пекех ансат. Вăл хăвăрт çитĕнет. Акнă хыççăн 3-4 эрнерен çимелĕх пулать. Кресс-салат тĕрлĕ витаминпа, микроэлементпа пуян. Вăл юн пусăмне йĕркелеме пулăшать, апат ирĕлтерессине лайăхлатать, ыйхăна йĕркелет. Ун сĕткенĕпе авитаминозран тата малокровирен сипленеççĕ.

Кресс-салат пирĕн чÿречесем умĕнче питĕ аван çитĕнет. Вăл сивве тÿсĕмлĕ: Ç15... Ç18 градус çителĕклĕ. Çутă çитменрен те аптăрамасть. Ăна çителĕклĕ нÿрĕк çеç кирлĕ. Тăпрана, ун çывăхĕнчи сывлăша тăтăш нÿретмелле. Сĕтел çинчен ешĕл салат ан татăлтăр тесен ăна 10-14 кунран çĕнĕрен акса тăмалла. Ăна акма ятарласа тăпра хатĕрлеме кирлех мар. Пĕр-пĕр савăта сантиметр хулăнăш /темиçе сий/ марля хуçлатса е войлок хумалла та вăрлăха акмалла. Кĕçех салат шăтать, тепĕр икĕ эрнерен апатра усă курмалăх - 5 см - çитĕнет. Салата савăтран алăпа туртса татма ан тăрăшăр: «тăпра» çĕкленет. Ăна хачăпа касса илме ансатрах. Пĕчĕк хачă юнашарах пултăр.

Çак ешĕл çимĕç тĕрлĕ салат хатĕрлеме, яшкана яма, какай апачĕ валли, сырпа, çăмартапа, тĕрлĕ бутерброд валли аван.

Управри ыхра та хĕл вĕçнелле ыйхăран вăранать, сăмсаланма пуçлать. Çакă çамрăк та усăллă ыхра çитĕнтермелли лайăх сăлтав. Сăмсаланма пуçланă ыхра шăлĕсене нÿрĕк тăпрана чиксе тухăр - кĕçех çемçе те ырă шăршăллă ыхра çулçипе туни сĕтел çинче вырăн тупĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.