Канашлу: партиецсемшĕн «ют ыйтусем» çук

Республикăра вăхăта Мускавăннинчен пĕр сехет маларах куçарассинчен пуçласа коммуналлă хытă каяшсемпе ĕçлессипе çыхăннă çивĕч ыйтусем таранах пулчĕç «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин районсен депутатсен пухăвĕсенчи фракцийĕсен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура. Çакă партишĕн республика пурнăçĕн кашни ыйтăвĕ интереслине çирĕплетет ĕнтĕ.

Мускавран пĕр сехет маларах пурăнасси пирки каланă май партин регион уйрăмĕн секретарĕ Юрий Кислов ку ыйтăва хăй вăхăтĕнче Патшалăх Канашĕн сессийĕнче те çĕкленине аса илтерчĕ, ку ыйтăва сессире тепĕр хут çĕклеме шантарчĕ.

«Упасен» Çĕнĕ Шупашкарти уйрăмĕн ертÿçи, ПК депутачĕ Сергей Михеев нумаях пулмасть «ЕРăн» Мускавра иртнĕ канашлăвне хутшăннă — унта сÿтсе явнă темăсемпе паллаштарчĕ. Мускавсем регионти ĕçтешĕсенчен саккун кăларассипе çыхăннă пуçарусене ытларах кĕтеççĕ — чĕмсĕрлĕх вырăнсăр. 

Партин вырăнсенчи йышăну пÿлĕмĕсенче йĕркелекен йышăнусен шучĕ кăна мар, пахалăхĕ те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çынна йышăннă, унăн нушине пĕлнĕ хыççăн ыйтăва татса памашкăн тăрăшмалла. Тепĕр тесен, йышăнусен шучĕ тĕлĕшпе те ăнланмалла мар самантсем пур. Калăпăр, Сĕнтĕрвăрри тата Куславкаа районĕсем. Пĕрешкел муниципалитетсем темелле. Анчах пĕринче «ЕР» йышăну пÿлĕмĕнче 337 гражданина йышăннă, тепринче — пĕтĕмпе те 95 çынна кăна.

ЧР Правительствин членĕсене, Патшалăх Канашĕн депутачĕсене явăçтарса республикăра уйăхсерен йĕркелекен Пĕрлехи информаци кунĕсенче те вырăнсенчи депутатсен, «ЕР» членĕсен, пуçаруллăрах пулмалла. Инçетри яла Шупашкартан сумлă хăнасем килнĕ, халăхшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сÿтсе яваççĕ, анчах вырăнти депутат çук — çакнашкалли те пулать. Кунашкал йăлана пăрахăçламалла.

Коммуналлă хытă каяшсен ыйтăвĕпе халăхра кăмăлсăрлăх пуррине пытармарĕç. Чылай чух çав кăмăлсăрлăха сирме нумай та кирлĕ мар иккен. Калăпăр, каяшсемшĕн банк урлă тÿленĕ чух çийĕнчен банк комиссийĕшĕн тăкакланма тивни: ялти кинемейшĕн хушма 20 тенкĕ те — самай курăмлă тăкак. Канашлăва Перекет банкĕн представителĕ те хутшăнчĕ. Вăл ăнлантарнă тăрăх, çак комиссирен çăмăллăнах пăрăнма пулать-мĕн. Каяшсемшĕн ял çынни паян уйăхсерен 61 тенкĕ тÿлет. Комисси — 20 тенкĕ. Кашни пенсионерăн банк карточки пур — пенсие ун çине куçараççĕ. Банк офисне кайса хайхи каяш укçине çав карточка çинчен уйăхсерен автомат мелĕпе куçарса тăмалла тумашкăн кăна ыйтмалла. Çапла тусан комисси 20 тенкĕ мар, тÿлевĕн 1% чухлĕ кăна — 61 пус — пулĕ.

Хытă каяшсем тĕлĕшпе татах ыйтусем пулчĕç. «ЕР» членĕсем Шупашкарти Сĕнтĕрвăрри çулĕ çинчи каяшсене тиесе ăсатакан станци ĕçĕпе вырăна тухса паллашрĕç те — çав ыйтусене ку енĕпе ĕçлекен «Экоцентр» МВК представителĕсем тĕплĕ хуравларĕç.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас