Канăçсăр чунлă Тимофеев
"Эпир сире ĕçлеме вĕрентнĕ. Кирек ăçта кайсан та выçă лармăр", - пурнăçăн анлă çулĕ çине çапла каласа кăларнă ачисене Мария Даниловнăпа Валерий Павлович Тимофеевсем. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шанарпуçĕнче кăна мар, таврари ялсенче те çак çемьене пĕлмен çынна тупаймăн. Хисеплеççĕ ăна. Валерий Павлович пурнăçран уйрăлнăранпа пилĕк çул иртрĕ ĕнтĕ. Вăл çине тăрса яваплă ведомствăсемпе министерствăна çитмен пулсан Шанарпуçне, тен, паян та Сĕнтĕрвăрринчен, Çĕнĕ Шупашкартан пассажирсене турттаракан автобуссем çÿремĕччĕç. Район центрĕнчен инçетре вырнаçнă пĕчĕк ялти пурнăçа лайăхлатас тĕлĕшпе сахал мар ĕç тунă вăл.
Депутат мар, анчах кирлĕ çын
Халĕ ыйту сиксе тухсан тÿрех унăн ывăлĕнчен пулăшу ыйтаççĕ. Ял пуçĕнче вырнаçнă лавккана кĕрсен сутуçăран сумлă çынсем, вырăнти депутатсем çинчен ыйтса пĕлес терĕм. "Мĕнпур ыйтупа эпир Александр Тимофеев патне чупатпăр е шăнкăравлатпăр", - сывлăш çавăрса ямасăр тенĕн туххăмрах патлаттарчĕ чĕлхи-çăварĕпе те, ал-ури хусканăвĕпе те йăрă хĕрарăм. Çавăнпа пĕр тăхтаса тăмасăр аллине кĕсье телефонĕ тытрĕ те Тимофеев патне шăнкăравларĕ. Лешĕ хулара иккен. Арçын пур чухне те ялта пулма та пултарайманнине ăнлантăм унпа калаçнă май. Çĕнĕ Шупашкарта пурăнать. Вăл е ку ыйтăва татса пама ял халăхĕ тÿрех хула çынни патне чупни кăсăклантарчĕ. Çавна май Александр Тимофеевăн амăшĕпе курса калаçмасăр ялтан каяс мар терĕм.
Александр Тимофеев депутат мар иккен. Ялти халăх ăна депутата тăратасшăн пулнă. Амăшĕ хирĕçлемен пулсан, тен, ку таранччен суйланĕччĕ те. "Эсĕ хулара пурăнатăн-çке. Ытларах канмалли кунсенче тата хама пулăшмалла чухне кăна яла килетĕн. Унта та, кунта та мĕнле ĕлкĕрес тетĕн?" - шухăшлама хистенĕ амăшĕ ывăлне. Лешĕ вара ăна яланхиллех итленĕ. Депутат-и е çук-и - мĕн пĕчĕкрен ашшĕ-амăшĕ тивĕçлĕ воспитани парса ÿстернĕ Александр Валерьянович ял халăхĕшĕн яланхиллех чунне пама хатĕр.
Ав кăçал масар çинчи хуралтăна пĕр-пĕччен туса лартнă. Шалта сĕтел, сак вырнаçтарнă. Ăна профнастилтан кăна тунă пулин те виле пытарма килекенсемшĕн кĕрсе ларма меллĕ. Масар тавра тытнă картана çĕнетнĕ чух, юрать-ха, пулăшакан тупăннă.
Шыв ыйтăвĕ канăçсăрлантарать тата Шанарпуçсене. Колонка патне илсе пыракан шыв пăрăхне икĕ урамра çеç вырнаçтарнă. Хăй вăхăтĕнче ыттисем патне шыв çитмест тенĕ те ĕçе малалла тăсман. Халĕ чылайăшĕ килте тараса чавнă. Анчах колонкăран та тепĕр чух шыв юхмасть: е ăна уçлакан çын çук, е вăл тĕрлĕ сăлтава пула ĕçĕ çинчен маннă. Кун пек чух Александр Валерьянович "çухалнă" çынна тупать, вăл вырăнтине килсе тĕрĕслеме те ÿркенмест.
Ял халăхне электричество нуши аптратсан хăйĕн машинипе юнашарти Аксаринтан электрике лартса килет. Юсава вĕçлесен хăех каялла леçет. Никамран нимĕн те ыйтмасть, йăлт тÿлевсĕр тăвать.
Пĕчĕк ял ватăлать. Ав, Мария Даниловна урамĕнче виçĕ çын кăна пурăнать. Хĕлле урама юр хĕвет: кĕрейместĕн те, тухаймастăн та. Çула каллех Александр Тимофеев çине тăнипе тасатаççĕ. Çакăн çинчен вăл Чăнкасси ял тăрăхĕн пуçлăхне асаилтерсех тăрать. "Пĕлтĕр аптрамарăмăр. Урама юртан хырсах тăчĕç", - ыррине манмасть пенсионерка.
Канăçсăр чунлă ывăлĕ халĕ масар патне каякан çула тăвассишĕн ăшталанать. Икĕ айккипе тăпра купаласа хăпартнă. Сарма хăйăр, ватнă кирпĕч турттармалла. Ку ĕçе пĕччен пурнăçлаймастăн. Халăхран укçа пуçтарма тытăннă. Анчах пухăннă 3 пин тенкĕпе кăна малалла каяймăн. Пуçаруллă çынсене вырăнти администрацин питĕ пулăшмалла та çав. Пултарайманлăхне укçа çуккипе сăлтавлать-мĕн.
Александр Тимофеев тепĕр шухăшне пурнăçа кĕртме те хальлĕхе мехел çитереймест. Ял пуçĕнчи лавкка умне палăк ларттарасшăн арçын. Çĕнни тума май килмесен клуб çывăхĕнчине унта куçарттарасшăн.
Ял уявне йĕркелесе яраканĕ те Александр Тимофеевах пулнă. Юлашки çулсенче ку ĕçе Николай Максимов хастар хутшăнать. Арçынсене клуб ĕçченĕсем пулăшаççĕ.
Ялшăн питĕ тăрăшнине палăртаççĕ Тимофеев пирки ентешĕсем. "Анне, никам та тумасть вĕт. Капла Шанарпуç пĕтет", - амăшĕ умĕнче чунне уçать тепĕр чухне ывăлĕ.
Ырă ĕç - пархатарлă
Александр Тимофеев - çар çынни. Саратов облаçĕнчи çар училищине пĕтерсенех ăна Украинăна, Чернобыле янă. Кун пирки ашшĕпе ывăлĕ амăшне тÿрех пĕлтермен. Чернобыльти хăрушă радиаци çинчен вăл вăхăтра пурте пĕлнĕ. Александр сывлăхне хавшатнă-и вăл? Каллех шарламаççĕ кун çинчен амăшне. Ыйтсан чиперех теççĕ çеç. Анчах пуçĕ ыратнăран ывăлĕ çĕрĕпе çывăрайманнине, асапланнине амăшĕ епле ан систĕр? Инвалида та ытахальтен кăлармаççĕ ĕнтĕ.
Юрать-ха, хăй вăхăтĕнче ашшĕ ывăлне Донецкран Чăваш Ене куçарас тесе нумай чупнă. Унтах юлнă пулсан çамрăк Тимофеевсем паян ырă-сывă юласса та шанмаççĕ. Çĕнĕ Шупашкара таврăнсан çар çынни тĕрме тытăмне ĕçлеме вырнаçнă. Унтанах пенсие тухнă. Тивĕçлĕ канури çар çыннине хурала пайтах чĕннĕ, анчах лешĕ килĕшмен. Канăçсăр чун пĕр вырăнта лараять-и вара? Унăн тăван ялĕшĕн ырă ĕç ытларах тумалла. Иккĕмĕш хĕрне вĕрентсе кăлармаллине кура урăх ĕç тупнă.
"Ялшăн ырă ĕç тусан чунне çăмăл, хăйне кирлĕ çын пек туять", - палăртать Мария Даниловна. Александрăн ашшĕ Валерий Павлович ялти совхозра водительте тăрăшнă. Унсăр пуçне канмалли кунсенче шкулти ачасене шахматла выляма вĕрентмешкĕн çÿренĕ, ятарласа "Пешечка" клуб йĕркеленĕ. Пĕчĕкскерсене хăйĕн шучĕпе ăмăртусене илсе кайнă. Халĕ ывăлĕ ашшĕ ятне асра тытса вăл çуралнă кун çулсерен шахмат турнирĕ ирттерет. Унта ачасем те, аслисем те хаваспах хутшăнаççĕ. Александр Валерьянович вĕсене парнесемпе хавхалантарать. Чăнкасси шкулĕнче ашшĕн музейне йĕркеленĕ.
Мария Даниловнăпа Валерий Павловичăн пилĕк ачи ?шел, пĕри çамрăклах пурнăçран уйрăлнă% те шахматла юратса вылянă. Халĕ вĕсемпе 8 мăнукĕ тупăшать. 5 кĕçĕн мăнукĕ те ÿсерехпе шахмат хăми умне ларма хатĕрленет.
Ĕçчен те ăслă ачасем ÿстернĕ Тимофеевсем. Мария Даниловнăн шкул хыççăн малалла вĕренме май килмен. Амăшĕ çĕре кĕрсен 8 класс пĕтернĕ те Карелине сухăр юхтарма тухса кайнă. Чăваш Ене куçса килсен ăна склад, йĕтем заведующийĕ, бригадир, 1700 пуç выльăх вырнаçмалăх комплекс ертÿçи пулма шаннă. Укçа шутлас, отчет çырас ĕçсене пĕр йăнăшсăр пурнăçланинчен ыттисем тĕлĕннĕ. Хăй вăхăтĕнче ял Совет председателĕн пуканне йышăнма та сĕннĕ, анчах яваплăскерне совхозран яман.
Мăшăр пĕр-пĕрне Карелире ĕçленĕ чух тĕл пулнă. Хăйсем аслă пĕлÿ илейменнине кура ачисене вĕрентме ăнтăлнă тата мĕн пĕчĕкрен ĕçе, çынна хисеплеме хăнăхтарнă. Аслă хĕрĕ Мускавра бухгалтери тытăмĕнче ĕçлесе пенсие тухнă. Иккĕмĕшĕ Шупашкарта математика учителĕнче тăрăшса РФ вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ пулса тăнă. Виççĕмĕш хĕрĕ Йошкар-Олара - тухтăрта. Пĕртен-пĕр ывăлĕ те савăнтарать.
Çемьери йĕркелĕх, чунлăх, ăса вĕрентесси ăруран ăрăва куçать. Çавна кура "Юратупа шанчăклăхшăн" орден Тимофеевсене пилĕк çул каяллах "шыраса" тупнă. Чăваш Республикин наградине илме Валерий Павлович çеç кăшт пурăнса çитеймен.
Ирина НИКИТИНА.
Комментари хушас