Кăмпи тулăх, уявĕ савăк...

23 Авăн, 2014

Шăмăршă районĕнчи Баскак поселокĕнчи чăваш культурин «Пархатар» комплексĕ тĕлĕнмелле хитре вырăнта вырнаçнă. «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕн тата Шăмăршăри тĕп библиотека ĕçченĕсем çак тĕлĕнтермĕш кĕтесре кăмпа фестивальне ирттерчĕç.

Унта ЧР Наци библиотекин ĕçченĕсем те хутшăнчĕç. Мероприяти хăйне евĕр уяв пек çеç пулмарĕ. Фестиваль вăрман пуянлăхĕпе перекетлĕ усă курмаллине, вăл виçесĕр маррине те тепĕр хут аса илтерчĕ.

Уçланкă варринче «Кăмпа сукмакĕсемпе» литература куравĕ ĕçлерĕ. «Кăмпа» викторина аслисене те, кĕçĕннисене те кăсăклантарчĕ. Унта пурте хаваспах хутшăнчĕç. Тĕрĕс кашни хуравшăн пылак парнепе хавхалантарчĕç. Фестивале хутшăнакансем кăмпаран хатĕрленĕ çимĕçсене те тутанчĕç. Вăл е ку апата мĕнле хатĕрлемеллине ыйтса пĕлчĕç, çĕнĕ рецептсемпе паллашрĕç.

Кĕркунне - кăмпа пухмалли вăхăт. Çак ĕçĕн те хăйĕн вăрттăнлăхĕсем пур. Хастар кăмпаçăсем вăрман çимĕçне тĕрĕс пухмалли меслетсем çинчен каласа кăтартрĕç. Пуçласа кăмпана каяс текенсемшĕн питех те усăллă пулчĕç çав сĕнÿсем.

Фестивале «Кăмпа хичĕ» концерт пуянлатрĕ. Юлашкинчен «Чăваш вăрманĕн» ĕçченĕсем «Аваллăх алăкне уçса» этнографи сукмакĕпе çул çÿреве илсе кайрĕç.

И.СЕРГЕЕВА.

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.