Камăн мĕн ÿсет?

17 Ака, 2014

Шупашкар районĕ нумайăшне илĕртни вăрттăнлăх мар. Эпĕ çуралнă тăрăхра, сăмахран, пушă пĕр лаптăк та çук. Икĕ ачаллисене е виççĕмĕш пепкишĕн çĕрпе тивĕçтересси те чăн йывăрлăха çаврăнать кунта. Çывăх тăванăм ку ыйтупа ăçта кăна çитмерĕ ĕнтĕ, çапах та лав вырăнтан хускалман-ха.

Анчах хăш-пĕр çĕрте çĕр хуçи хут çинче кăна пулни çиеле тухать. Тĕрĕсрех каласан ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрпе тĕллевлĕ усă курмаççĕ. Пĕлтĕр кăна Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн инспекторĕсем асăннă районта планпа пăхнă 106 тĕрĕслев ирттернĕ май саккуна пăхăнман 63 тĕслĕхе шута илнĕ.

Сăмах май, административлă 4 тĕпчев ирттерме те сăлтав тупăннă. Çурла уйăхĕнче Шупашкар район администрацийĕнчен управление килнĕ çыру çула тухма хистенĕ. Патшалăх инспекторĕ А.Андреев каланă тăрăх - "Юрма" агрохолдинг" общество тĕлĕшпе административлă 2 тĕпчев ирттерме тивнĕ. Çырура çырни тÿрре килнине палăртать вăл. Чăнах та, общество арендăна илнĕ пĕр лаптăка /170,8625 га/ юхăнтарса янă тесен те йăнăш пулмĕ. Унта нумай çул ÿсекен курăк кăна мар, 4 метра çитнĕ йывăç-тĕм те ешернĕ. 70 гектар çинче тахçанах ним те туса илмен кăна мар, сухаласа та хăварман. Тавралăха сиен кÿме пултаракан тÿнтерлĕхпе кĕрешес енĕпе тата çĕре лайăхлатас, хÿтĕлес тесе çителĕксĕр ĕçленĕ. Ытти 100 гектар çинче те тĕрлĕ хыт-хура, хурăн, чăрăш, хăва ашкăрнă. Анчах та кунта хăть çиелтен сухаланă. Кунсăр пуçне çамрăк йывăçсене касма пуçланине палăртать патшалăх инспекторĕ. Çак ĕçе пуçарнине ырламалла кăна. Анчах та унта темиçе тĕлте çÿп-çап купи те пулнă. Вĕсене тасатма вăй çитернĕ-ши ĕнтĕ?

Иртнĕ çулхи ака уйăхĕнче "Алмаз" обществăна çĕртме уйăхĕн çурринчен 55 гектар çĕр çинче агротехника ĕçĕ ирттерме предписани панă. Палăртнă вăхăт çитсен инспекторсем Вăрман Çĕктер ял тăрăхне тепĕр хут çитнĕ. Асăннă пысăк лаптăка пусă çаврăнăшне кĕртеймен. 10 гектарне сухаланă-ха, ытти çĕрте çаплах тĕрлĕ курăк алхаснă. Ку хуçалăха 40 пин тенкĕлĕх штрафланă.

Йăлăмри çĕрĕн пулăхлă сийне хырса илни тĕлĕшпе те тĕпчев йĕркеленĕ. Çĕр саккунне уяман "Чăваш топливо" компание 25 пин тенкĕ штарф панă.

Маларах асăннă ял тăрăхĕн 11 çынни Çĕр саккунне епле пăхăннипе те кăсăкланнă инспекторсем. Шел, харпăрлăхри çĕрпе тухăçлă усă курма ăнтăлни палăрман. Лаптăксен хуçисене административлă йĕркепе айăпланă.

Шорчекасси ялĕнче те ку ыйту çивĕч. 12 çын çĕрне - пĕтĕмпе 31,44 гектар - тĕрĕсленĕ. Тăпра пахалăхне упраса хăварассине кунта аса та илмен-тĕр: йĕри-тавралла пиçен, армути, утмăл турат тата ытти те ÿснĕ. Ку хутĕнче те РФ КоАП-ĕн 8.7 статйин 2 пайĕпе пăхнă яваплăх пирки аса илтернĕ. Тирпейсĕрлĕхе пĕтерме сĕнсе предписани панă.

Шупашкартан 10 çухрăмра вырнаçнă Атайкасси ял тăрăхĕнче тĕрĕсленĕ 28 çынран 11-шĕ пахча çимĕç туса илменни кăна мар, çум курăкпа кĕрешме пачах та вăй хуманни палăрнă. Çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртмелли çинчен предписани çырнă.

Пĕтĕмпе вара пĕлтĕр çум курăкран тасатса тăман 1564 гектара тупса палăртнă специалистсем. Çавна май юридици вăйĕнчи - 9, должноçри - 8 çынна, 41 гражданина административлă майпа явап тыттарнă. Йĕркесĕрлĕхе пĕтерме хушса 63 предписани хатĕрленĕ.

Çакна та асăнса хăвармалла. Управлени çут çанталăка кÿнĕ сиенлĕхе саплаштарассипе те ĕçлет. Шупашкар районĕнче, сăмахран, ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ пĕр лаптăк çинче автостоянка туса кÿнĕ сиене 8 миллион тенкĕлĕх хакланă. Ку укçана район администрацийĕн бюджетне куçарнă.

Çĕрпе тухăçлă усă курассипе çыхăннă ыйту ĕнер çуралман, ăна паян-ыран татса пама пулĕ-ши? Кăçал та ку енĕпе тĕрĕслев ирттерĕç. Юр кайсанах инспекторсем республикăн тĕрлĕ енне çул тытĕç - 160 объекта тĕрĕслеме палăртнă. Шупашкар районĕнче вара - 14. Палăртмалла: ку йыша уйрăм çынсене кĕртмен. Вĕсен списокĕ самай вăрăмрах пуласси паллă. Çум курăкшăнах аванмарланас марччĕ те çав...

 

Автор сăн ÿкерчĕкĕ

управлени ĕçченĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.