Кăмăл-сипете мала хурса
Федерацин Атăлçи округĕн регионĕсен хушшинче 2013 çулхи çурла уйăхĕнчен тытăнса 2014 çулхи пуш уйăхĕччен педагогсен «Серафимовский учитель» конкурсĕ иртнĕ.
Унта хăйсен ĕçĕнче кăмăл-сипет воспитани-вĕрентĕвне мала хуракансем тупăшрĕç. Вĕрентекенсен тĕллевĕ - çитĕнекен ăрушăн чунпа аталанма май паракан хутлăх тăвасси.
Конкурса пурĕ 237 çын хутшăннă, 197 ĕç ?урок е класс сехечĕн планĕсем, тĕрлĕ мероприяти сценарийĕсем% тăратнă. Чи хастаррисем - Чул хула, Сарă ту, Самар тăрăхĕсенчи тата Чăваш Енри вĕрентекенсем. Педагогсем - вĕрентĕвĕн тĕрлĕ статусĕллĕ учрежденийĕсенчен.
Жюри ĕçсене тĕплĕн тишкернĕ хыççăн çĕнтерÿçĕсене палăртнă. Пирĕн республикăран вĕсен йышне тăххăрăн кĕнĕ. Çав ушкăнра - Вăрнар районĕнчи Калининăри вăтам шкул вĕрентекенĕ Юлия Ивановна Войнова та. Хăйсене тивĕçнĕ наградăсене çĕнтерÿçĕсем пуш уйăхĕн вĕçĕнче Хĕрарăмсен Серафим-Дивеево мăнастирĕнче илĕç.
В.МИРСКАЯ.
Комментари хушас