- Чăвашла верси
- Русская версия
«Кăмăл пулсан Китай çынни килтĕр – ĕçлетĕр!»
Шĕнерпуçĕнчи ?Сĕнтĕрвăрри районĕ% ятлă-сумлă çынсенчен пĕри, Валентин Васильевич Греков, çитес çул 85 тултарать. Кун çинчен вăл малтанах пĕлтересшĕн пулмарĕ. «Хам миçерине калама та намăс», - терĕ шÿтлевлĕн. «Ватлăхран мĕн вăтанмалла? Вăл халĕ те лаша сухапуçне тытать», - шалт тĕлĕнтерчĕ кÿрши Владимир Витальевич Никифоров, пенсионер патне каçса ларнăскер. Кун пирки тĕпчеме тытăнсан Валентин Васильевич каллех сăпайланма тытăнчĕ. «Ара, хам куртăм вĕт çĕрулми лартнă чух сухапуç тытнине», - çав-çавах парăнмарĕ кÿрши. «Пĕр-икĕ çаврăм турăм çав. Сухапуç тытма пăрахнăранпа икĕ çул та çитет пулĕ» - тинех чăннине пĕлтерчĕ ветеран. Çакăн хыççăн унпа ялти пурнăç çинчен калаçас шухăш çуралчĕ. Чылай вăхăт ялхуçалăх предприятийĕнче партком секретарĕнче, унтан шкул директорĕнче вăй хунă çын паянхи пурнăçа мĕнле хаклать-ха, ыранхи куна епле курать?
- Валентин Васильевич, сухапуç çинчен калаçса кайнă хыççăн чĕлхе çинчен çак ыйту каймасть: Шĕнерпуçне хресчен ялĕ теме пулать-и?
- Çук пулĕ. Пĕртен-пĕр Архипов фермер пур. Вăл та тинтерех кăна ĕçе пуçăннă. «Бичуринский» текен ялхуçалăх предприятийĕн ячĕ кăна тăрса юлнă темелле. Вăл мĕншĕн йывăрлăха кĕрсе ÿкни пирки ыйтсан ертÿçи тахçан малтан пуçтарăннă парăм ура хурать тесе ăнлантарнăччĕ. Чăнахах-ши - пĕлсе пĕтерес çук. Çамрăксем яла юласшăн мар. Патшалăх программисемпе хваттер туянас тĕллевпе ялта регистрациленеççĕ те пурăнмалли кĕтеслĕ пулсан хуланалла вĕçтереççĕ. Кунта вĕсем валли ĕç çук. Ачасем сахалран шкулĕ те аран сывлать. Ача-пăча сачĕн темĕн пысăкăш çурчĕ те кулянтарать.
- Ялхуçалăх производстви çавах та вăй илнĕ тейĕпĕр. Çамрăксем унта ĕçлеме кайĕччĕç-и? Сирĕн ялпа кÿршĕллĕ Октябрьскинчех çĕнĕ те хăтлă фермăра ĕçлеме фермер инçетрен аран çын тупрĕ.
- Яш-кĕрĕм ялхуçалăхне, тен, каймĕ те. Хальхи вăхăтра шкул программинче «труд» текен дисциплина та çук. Çамрăксене пит ĕçлеттересшĕн мар. Вăрçăра пуç хунисене асăнса лартнă палăк патне ачасене хĕлле юр хыртарма илсе тухас тесен те ашшĕ-амăшĕнчен ирĕк ыйтмалла. Пурнăç тĕлĕнмелле улшăнать. Ĕлĕк Тимур бригадисем йĕркелесе ачасем хăйсен ирĕкĕпе ватăсене пулăшнă. Халĕ алла ан варалаччăр теççĕ-ши?..
Шкул директорĕнче ĕçленĕ чухне 7-8 гектар çинче ачасемпе çĕрулми, купăста, кишĕр, ытти пахчаçимĕç ÿстернĕ. Каярах пĕчĕк ферма йĕркеленĕ, сысна амисем усранă. Техника туянмалăх укçа тăвас тесе шкул çумĕнчи 90 сотăй çĕр çинче хăмла ÿстерме те тытăннăччĕ. Чапĕ çухалчĕ те ĕçе малалла тăсас темерĕмĕр. Вĕренекенсене тÿлевсĕр апат çитернĕ. Халĕ столовăйне ачасен хăйсен пахчаçимĕç илсе пымалла имĕш. Апатланнăшăн укçа тÿлени çителĕксĕр. Юрать-ха, шкул çумĕнчи çĕр çинче юлашки çулсенче пахчаçимĕç çитĕнтерме тытăннă терĕç. Мĕншĕн ачасене çĕр çинче ĕçлеттерсе ÿстермелле мар? Пăрлă шывран çунакан вутта кĕнĕн е вĕри кăвар çинчен кÿлле чăмнăн пурăнатпăр. Лару-тăру питĕ хăвăрт улшăнать.
- Çамрăксемшĕн ялта ĕç вырăнĕ çук терĕр. Архипов фермер пек çĕр çинче тăрăшма мĕн чăрмантарать? Унăн ывăлĕ те хулари ĕçе пăрахса яла таврăннă.
- Кашни çынранах фермер пулмасть. Тата çакна калас килет. Мĕн ĕлĕкрен çĕр община аллинче пулнă. Пурнăç ун тавра тĕвĕленнĕ: çемьере ывăл çуралсан çĕр панă, хĕр пулсан лекмен. Каярах колхоз йĕркеленĕ. Вăл та пĕрлехи хуçалăх шутланнă. Хăй вăхăтĕнче 13 яла пĕрлештернĕ «Октябрьский» совхоз кĕрлесе тăнă. 70 яхăн механизатор, 30-40 доярка тата ыттисем ĕçленĕ. Электриксем кăна вăтăрăн пулнă. Ĕçлеме ялсенче çын çитмен. Пирĕн халăх çĕр çинче пĕрлехи йышпа тăрăшса ыйтусене татса пама хăнăхнă. Аталанса чылай çул ура çинче çирĕп тăма пирĕн патра фермера йывăр килет. Е унăн хăйĕн кăна, çемйипе ĕçлемелле. Кÿршĕри Михаил Тагеев фермер тĕслĕхне мĕншĕн шута илесшĕн мар тесшĕн-и? Анчах вăл хресчен фермер хуçалăхне, урăхларах каласан, йышлă хуçалăха ертсе пырать.
- Сирĕн тăрăхра чылай çул хушши тирпейлемесĕр выртакан çĕр сахал мар. Вĕсене çичĕ ют çыннисем «ĕçлеттерме» тытăнсан? Сĕнтĕрвăрри тăрăхне Китай çыннисем килесшĕн пулни паллă.
- Килччĕр. Вĕсем çав тери ĕçчен халăх. Вăл çĕршывра пулнăран калатăп, мĕнле ĕçленине курнă. Рис уйĕсенче упаленсе çулталăкне 2-3 хутчен тухăç пуçтарса илетчĕç. Пирĕн çĕре вĕсем ниçта та илсе каймаççĕ вĕт.
- Çавах та хамăр çĕр çинче чăваш хресченнех ĕçлеттерес килет. Ялхуçалăхĕ çĕнĕрен вăй илесси пирки паян нумай калаçаççĕ. Ют çĕршывсенчен чĕртавар турттарма чарни хамăр çине урăхларах пăхма пулăшĕ теççĕ. Чару санкцийĕ усса кайĕ-и?
- Каймалла. Хамăра хамăр тăрантармаллине влаçра ларакансем ăнланса илчĕç. Халĕ ют куккана шанмалли çук. Пире Хĕвеланăç пулăшать тесе ĕлĕк калатчĕç. Паян хамăрăн вăй кирлĕ. Ăна пĕр чăмăра пухса мĕнпур ĕçе йĕркелештересси часах пулмĕ паллах.
- Валентин Васильевич, ĕлĕкрен пĕрлехи йышпа ĕçлес туртăм сирĕн ялта пач çухалнă теес килмест манăн. Шĕнерпуç варринче чиркÿ çĕкленет. Çын ăна пĕр-пĕччен тăваймĕ пулĕ тетĕп. Тĕрĕсех шухăшлатăп-ши?
- Тĕрĕсех. Хамăр ялта çуралса ÿснĕ Григорий Петров çине тăнипе чиркÿ тума тытăннă. Ĕçе вĕçленипе пĕрех, шалта урай-мачча сарнă, алăксем лартнă, алтарь текен вырăна кăна тумалла. Сентябрьте иртекен ял уявĕнче уçмалла. Ялти пирвайхи чиркÿне хăй вăхăтĕнче аркатнă. Халĕ çĕнĕрен лартатпăр. Ăна тума халăх та укçа панă. Хам та 10 пин тенкĕ кăларса хутăм. Ĕçрен те пăрăнмарĕ ял халăхĕ. Строительство пынă чух 1,5 çулталăк староста пултăм. Чиркÿ тăррине витсен ĕçе тепĕр çынна шанса пама ыйтрăм.
- Эсир вара ял çынни халĕ уйрăммăн ĕçлесе пурăнма тăрăшасшăн тетĕр.
- Пурпĕрех ĕлĕкхилле нимепе туслă тееймĕн. Иртнĕ вăхăтра сысна пусма та кÿршĕ-аршă пуçтарăннă. Халĕ, чăн та, ялĕпе те сысна юлман. Какайĕ хаклă пулин те выльăх усрамаççĕ. Ĕлĕк килти 2 сыснаран пĕри мĕнпур тăкака саплаштарнă. Ялта паян пĕр Архиповсен кăна сысна пур-мĕн.
- Паян урăхларах ăру çитĕнет тесе хăвăрах калатăр-çке. Тăван шкула кĕркелесе тухатăр-и?
- Тепĕр чухне пулсан çамрăксенчен Совет Союзĕн Геройĕ ятне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче камсем тивĕçнине ыйтса пĕлме тăрăшатăп. 5-ĕн вĕсем пирĕн: Леня Голиков, Марат Казей, Зина Портнова, Валя Котик, Александр Чекалин. Шкул программинче çук теççĕ те йĕркеллĕ хуравлаймаççĕ. Пур-и, çук-и программăра, анчах вĕсене пĕлмеллех, ачасене вĕсен паттăрлăхĕпе паллаштармалла. Çакă усал туни, ачана пăсни мар. Паттăрсен тĕслĕхĕ çамрăк ăрăва çирĕплетет кăна. Ман шухăшпа, воспитани ĕçĕнче киввине йăлт пăрахăçлама юрамасть, лайăххине илесех пулать.
Ирина НИКИТИНА.
Комментари хушас