Кама хыврăн, камран вĕрентĕн...

14 Чÿк, 2014

Игнатий (Суранов) иероманах, Мăн Сĕнтĕр Виç-ипостаçлĕ Турă ячĕпе лартнă чиркÿ настоятĕлĕ

Август вĕçĕнче чиркÿсенче ача-пăча нихăçанхинчен нумай. Ашшĕ-амăшĕ вĕсене йăлана кĕнĕ тăрăх вĕренÿ çулĕ пуçланас умĕн тăвакан молебена илсе килет. Хăшĕсем тата пепкисене Туррăн Таса Ÿчĕпе Юнне пая кĕртесшĕн. Çакăншăн манăн, священникăн, савăнмалла кăна-ха, анчах темиçе çул каярах хамăр чиркÿрех пулса иртнĕ калаçу аса килет те паян та кăмăл хуçăлать.

- Типĕ тытнă-и?.. Виçĕ кун та пулин? - ыйтрăм Хĕреспе Евангели умне пырса тăнă пĕр ачаран.

- Тытнă, - терĕ вăл пăртак шухăшласа тăнă хыççăн. Çакă, тÿрех хуравламанни, сисчĕвлентерчĕ те вăлтса малалла тĕпчерĕм:

- Аш çимен-и?

- Çинĕ...

Вăхăт хĕсĕкрех пулин те - черетре тата тĕрлĕ ÿсĕмри 30-40 çын тăрать - типĕ тытнă чухне аш çиме юраманнине ăнлантарса патăм. Эпĕ каламасăрах пĕлет иккен вăл çакна.

- Апла тăк мĕншĕн улталасшăн пултăн-ха мана.

- Анне хушрĕ çапла калама. Унсăрăн сыптармаççĕ терĕ, - пулчĕ хурав.

Паллах, ача юлашкинчен те пулин тĕрĕссине калама хăюлăх çитернĕшĕн хĕпĕртерĕм. Пуçран чуптусах ырларăм ăна. Амăшне кăна хĕрхентĕм. Пурнăç тути-масине астивнĕ, вăл мĕн тери йÿçĕ пулнине пĕлекенсем ачисене мĕн пĕчĕкрен таса чунлă пулма вĕрентеççĕ. Ку вара, мăнтарăн, халех тĕрĕс мар çулпа ярасшăн. Ун çинчен тÿрĕ çул çине тухма питĕ йывăр пулнине нивушлĕ ăнланмасть вăл. Тата патак икĕ вĕçлĕ теççĕ. Пĕр вĕçĕ кайран хăйнех вирлĕн пырса çапать акă. Аса илĕр-ха: çемьене çĕнĕ кайăк килсен ашшĕ-амăшĕ мĕн тери савăннине, ывăл çуралчĕ - хамăр йăха тăсаканни пулать, е хĕр пулсан - амăшне пулăшаканни çуралчĕ! Телейĕн вĕçĕ-хĕрри çук пек туйăнмастчĕ-и çавăн чухне?! Халĕ вара… Пĕри, йăх тăсмаллискер, тĕрмере ларать, тепри амăшне пулăшас вырăнне хăйĕн икĕ ачине ăна килсе панă. Вĕсене çуратса ÿстернĕ çынсен пичĕ çинче те кулă çук. Кам айăплă çакăншăн...

Эпĕ вара яланах ачасен енче, вĕсене хÿтĕлетĕп – мĕншĕн тесен пĕлетĕп, вĕсем пăсăлнăшăн никамран малтан эпир, аслисем, айăплă. Суд ларăвĕнче пулса иртнĕ калаçăва илсе кăтартатăп шухăшăма çирĕплетме. "Кама хыврăн, камран вĕрентĕн, ывăлăм, çак тискер ĕçе тума?.." - ниçта кайса кĕреймесĕр макăрнă пĕр хĕрарăм çын вĕлернĕшĕн айăпланакан ачине ÿпкелесе. "Анне, санран вĕрентĕм, эсĕ ман шăллăм-йăмăкăмсене вĕсем çураличченех вĕлерсе пĕтернĕ", - пулнă хурав. Çавăнпа пирĕн ачасем сăпкара выртнă чухне кăна мар, çитĕнсен те хамăра савăнтарччăр тата Турра та юрăхлă çынсем пулччăр тесен ашшĕ-амăшĕ мĕнле пурăнни те питĕ пĕлтерĕшлĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.